Пур хыпар та

Ĕмĕчĕ-шухăшĕсемпе тăван ялĕнчех

Федор Васильев çур ĕмĕр ытла Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать, апла пулин те вăл нихăçан та хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕ çинчен манса каймасть, ĕмĕтĕнче час-часах Пушкăртстан çĕрĕ çинче утса çÿрет.

«Эпĕ хамăр ялăн вăрçă тата ун хыççăнхи ача чухнехи аса илӳсемпе пурăнатăп», - пĕлтерет Федор Павлович.

Май пулсан, ветеран самантрах тăван тăрăхне килсе çитĕччĕ. Тен, çулталăкне пĕр хутчен çеç те мар. Шел, çулĕсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ çав. Хăш чухне Федор Павлович хăй çуралса ÿснĕ тăрăхран çырусем илет, анчах çыракансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Хушăран «Урал сасси» чăваш хаçатне ярса паракансем те пур. Çак кăларăм уншăн шăрăх вăхăтра пĕр сыпкăм уçă çăл шывĕ ĕçнĕ пекех туйăнать. Тем пек савăнать вăл хаçатра хăй çуралса ÿснĕ Суккул е таврари ялсем çинчен мĕн те пулин тупса вуласан.

- Ку çырăва темиçе кун хушши чарăна-чарăна çыратăп. Ĕç çав тери нумай. Вăхăт та, вăй та çитмест, - систерет Федор Павлович хăйĕн черетлĕ çырăвĕнче.

Çырусăр пуçне эпир хальхи вăхăтра анлă сарăлнă интернет, скайп урлă та хутшăнатпăр.

Федор Павлович – Мускав хулинчи М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн (МПУ) профессорĕ. Çулĕсем самаях пулин те студентсен умĕнче лекцисем вулать, учебниксемпе статьясем хатĕрлессипе ĕçлет, наука ĕçĕсене рецензилет, аспирантсемпе докторантсене пулăшать. Çак кунсенче вăл хаваспах 100-120 çул каярах Ĕпхÿ хулинче пичетленсе тухнă Павел Мироновăн геометри учебникĕпе паллашать, тепĕр хут кăларма хатĕрленĕ вĕрентÿ пособийĕ валли умсăмах çырать.

Профессор хăй çамрăк чух (1949-1953 çç.) «ахаль» вĕрентÿ заведенийĕнче мар, П.М.Миронов 1918 çулта уçнă педагогика техникумĕнче вĕреннине пĕлсен тĕлĕнсе, савăнса кайрĕ. Шел пулин те, историпе интересленекен шкул выпускникĕсенчен нумайăшĕ, çав шутра Ф.П.Васильевăн ашшĕ те (вăл кунта ултă уйăхлăх курссинче вĕреннĕ), иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнайман. Федор Павловича вĕрентнĕ преподавательсенчен ытларах пайĕ Пелепейри педагогика колледжĕ епле пуçланса кайни çинчен вара илтмен те.

«Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтчĕ. Эпĕ, хальччен ниçта та тухса курман çул çитмен ача, Пелепейри техникума вĕренме кĕме килтĕм. Çуран, çара уран, хырăм тахçанах хыр тăрне хăпарнă. Пелепейри педагогика техникумĕ (каярах училище, колледж) - манăн пĕрремĕш наука тата пĕлÿ çурчĕ, - каласа парать Федор Павлович. – Атте çукчĕ. Манăн атте, Павел Агапович, Суккул ял çынни пулнă. Икĕ вăрçă участникĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра хыпарсăр çухалнă. Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ анне, Анисья Ивановна, йышлă ачи-пăчине пĕчченех ура çине тăратнă».

Раççейри паллă та пĕлтерĕшлĕ аслă шкулăн профессорĕ пулсан тăрсан, Федор Павлович ашшĕ хăш фронтра çапăçса хыпарсăр çухалнине пĕлесшĕн пулнă. Çак ĕçре ăна пĕр юлташĕ пулăшма шантарнă. Амăшĕ упраса хăварнă çырусемпе усă курса юлташĕпе иккĕшĕ архивсене ашшĕ пирки ыйтса çырса яраççĕ. Документсем тăрăх çакă паллă пулать: 1942 çулхи çуркунне вĕсен чаçĕ Мускав тата Калинин (халĕ Тверь) облаçĕсен чиккинче, Ржев-Сычевка линийĕнче тăнă. Декабрь уйăхĕнче вĕсен чаçне Волхов фронтне куçараççĕ. 1943 çулхи январь уйăхĕнче, блокадăри Ленинграда ирĕке кăларнă чух, ашшĕ йывăр аманнă. Вырăнтах малтанхи пулăшу панă хыççăн Павел Агаповича тыла ăсатаççĕ. Анчах вăл тылри госпитале çитеймен пулмалла. Çапла хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнĕ. Ăçта пытарни паллă мар.

- Аттен ÿчĕ Ладога кÿлли çывăхĕнче выртма пултарать. Хăш чухне эпĕ картта туртса кăларатăп та çав вырăнсене тимлесе пăхатăп.., - тет пирĕн ентеш.

Васильев профессор – 10 ытла монографипе вĕрентÿ пособийĕ, 200 ытла статья, 20 ятарлă курс авторĕ. Ăсчах хăй тунă наука тĕпчевĕсене управленийĕн чи лайăх теорипе меслечĕсене, математика программине, математика физикине, шутлав математикине, вăйăсен, йывăр задачăсен теорине тата ыт. те халалланă.

Университетра ученăй «Оптимизаци меслечĕсем» пĕтĕмĕшле курс ертсе пырать. Вăл – «Методы решения неустойчивых задач минимизации», «Метод моментов в задачах оптимального управления», «Непрерывные методы минимизации» тата ытти ятарлă курссен авторĕ. Çавăн пекех Федор Павлович вĕрентÿ программине математика практикумĕ, математика анализĕ, дифференциаллă уравненисемпе хăнăхусем кĕртнĕ, студентсен курс тата диплом ĕçĕсене ертсе пынă.

Манăн алăра Васильев профессорăн пин ытла страницăллă икĕ томлă словарĕ. Унта хальхи вăхăтри тĕрлĕ задачăсене епле шутламалли мелсене кăтартса панă. Çакăнтах ăсчахăн доктор диссертацийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашма пулать.

Пурне те пĕлме юратакан шкул ачисем Васильев профессор çинчен çырнă статьясене интернетра, тĕрлĕ справочниксемпе энциклопедисенче, çав шутра Пушкăртстан энциклопедийĕнче те, тупма пултараççĕ.

Малаллине 47 № вулăр.