Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Халăх ăс-хакăлĕ
29 Майӑн 2019, 13:55

Чăваш халăх ăс-хакăлĕн авалхи пурлăхĕнчен

Халăхсем мĕн авалтан сăмахăн асамлă хăватне ĕненсе пурăннă. Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр çын чирлесе ÿксессĕн ăна сыватма пултаракан е унăн сăлтавне пĕлекен çынсене (юмăç, вĕрÿçĕ) чĕлхе вĕртернĕ, суртарнă е çÿлти вăйсенчен ырлăх-сывлăх ыйтса кĕлĕ сăмахĕсем каланă.

Чăваш çынни ĕлĕкренех çут çанталăкпа тачă çыхăнса пурăннă. Вырăссем Христос тĕнне ĕненмен вак халăхсен тĕнĕсене чĕлхе тĕнĕ (язычество) теççĕ. Çырулăх пулман пирки халăх хăйĕн тĕнне ÿсĕмрен ÿсĕме каласа парса хăварнă. Анчах та чăвашсен тĕнне çут çанталăк тĕнĕ теççĕ. Мĕншĕн тесен çут çанталăкри пур япалан та, пулса иртекен ĕçсен те хăйĕн турри пулнă: Аслă Турă (Çÿлти Турă, Мăн Турă), Пÿлĕхçĕ (Пÿлĕх), Кепе, Пихампар, Çил турри, Хĕвел турри, Çĕр турри, Вут турри, Шыв турри, çак турăсен ашшĕпе амăшĕсем тата ыт. те.
Пур çĕрте пулмасан та, нумай чăваш ялĕсенче Киремет вырăнĕсемпе сăваплă вырăнсем ку таранччен упранса юлнă.
Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕ хальхи Пушкин урамĕнчен (Вăрăм урам) пуçланса кайнă. Ватăсем каланă тăрăх, унтан 200-300 метрта хĕвелтухăç енче, Киремет вырăнĕ пулнă. Халĕ вăл вырăнта Çичĕкил (Советская урамĕ) касси вырнаçнă. Тĕрĕсрех, Алексей Максимович Прокопьевăн пахчи вырăнĕнче. Вăл улма акнă чухне пахчинче вак укçа, выльăх шăммисем тата тĕрлĕ япаласем тупни çинчен каласа паратчĕ. Çут çанталăк тĕнне ĕненекен чăвашсем кĕлĕ ирттернĕ, чÿксем тунă, пир-авăр тăрăхĕ, апат-çимĕç хурса хăварнă. Çак вырăнтах така пусса ваттисене асăннă, тирне темиçе хăлаç çитмелĕх хурама çине çакса хăварнă. Ашĕнчен пăтă, яшка пĕçерсе çинĕ. Апачĕсене пысăк хурансенче каштасем çине çакса пĕçернĕ. Хуран çакмалли хатĕрĕсем халĕ те Меселпуç шкулĕн музейĕнче упранса юлнă. Шăммисене пуçтарса çавăнтах вут çине пăрахса çунтармалла пулнă. Çунтармасăр хăварсан выльăх-чĕрлĕх ĕрчемест тенĕ. Унсăр пуçне Киреметрен киле апат илсе таврăнма юраман.
Чăвашсем ача-пăча чирлесен те, килте пĕрер инкек сиксе тухсан та Киремете çитсе килнĕ, ыр-хаяр турăсене парне панă. Аслă Киреметрен ыррине ыйтнă, чир-чĕр ан çулăхтăр тесе йăлăннă, «Пире пурăнас кун-çулта хĕн-асап ан парсам» тенĕ. Киремет хурами хăш вырăнта пулнине халĕ пĕлекен çук ĕнтĕ, анчах та чамаласа çав вырăна халĕ юпа лартса хутăмăр.
Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене тытса пыма чăваш халăхĕ ХIХ ĕмĕртех пăрахнă. Халĕ вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем фольклор шайĕнче кăна сыхланса юлнă. Пирĕн аслă асаттесем православи тĕнне йышăнасшăн пулмасăр 1740 çулсенче Шупашкар уесĕнчен çакăнта тарса килнĕ пулсан, 1870 çулсенче вĕсен кунта та çĕнĕ тĕне йышăнма тÿр килнĕ. Урăхла каласан 130 çула яхăн чăвашсем чиркĕве парăнмасăр çут çанталăк тĕнĕпех пурăннă. Христос тĕнне йышăнсан çăвана та ял çывăхнерех куçарттарнă. Унччен Меселпуç масарĕ Йÿçĕлĕх çырмипе Хушкату вăрманĕ хушшинче пулнă, мĕншĕн тесен чăвашсен çын пытарма кайма çырма урлă каçмалли йăли пулнă. Çĕнĕ масар уçсан пупсем çут çанталăк тĕнĕпе пурăннă чăвашсене унта пытарма ирĕк паман. Масарăн кăнтăр енче, Месел çырми хĕрринче, питĕ çÿлĕ каракаç йывăççи ÿссе ларнă. Çавăнпа Меселпуç ялне малтан Карагай тенĕ.
Çут çанталăк тĕнне ĕненсе пурăнакансем тахçанах çук ĕнтĕ. Йăла-йĕркесем те, çыннăн тавракурăмĕ те вăхăтне кура улшăнса пыраççĕ. Апла пулсан та, несĕлсен кун-çулне пĕлни çавах пархатарлă. Çавăнпа вулакансене çуркунне ака-суха ĕçĕсем пĕтсен Уй чÿкĕ тунă чухне Киремете чĕнсе кĕлĕ тунă сăмахĕсемпе паллаштарасшăн. Çуллахи чÿклемене (Мăн чÿк) акатуй, пуху, уяв ыран тенĕ чухне каç кÿлĕм е çав кунах ир кÿлĕм тунă. Яш-кĕрĕм вăл вăхăтра вăййа хатĕрленнĕ. Мăн чÿке виçĕ, тăхăр, вун икĕ çулта пĕрре тунă. Ăна Аслă Киремет ертÿçисем, кашни ялтан килнĕ мăчаварсем виçĕ кртпа (ватă арçынсем) икĕ карчăк йĕркеленĕ. Чÿклеме кунне те вĕсемех палăртнă. Кĕлле Киремет йывăççи патне виçĕ çурта çутса пуçланă. Çуртисене чиркÿрен илмен, хăйсем тунă. Малтан Аслă Киремете кучченеç панă, унтан çÿлти турăсене, ырăсене, вырăнти ыр-хаяра, халăх паттăрĕсене ятран асăнса сăрман (вăрăм кĕлĕ) каланă.
Çуллахи чÿклемене çемьепе, ăрупа, ялпа е темиçе ялпа виçĕ тĕрлĕ выльăх пусса ирттернĕ. Темиçе ял пĕрле чÿк тунă чухне вăкăр, лаша тата така пуснă. Хура вăкăра çăнăхпа сапса шуратнă та (шурă е хĕрлĕ вăкăр кирлĕ) Киремет йышăннине шыв сапса тĕрĕсленĕ (выльăх чĕтресе илни çакна пĕлтернĕ). Виçĕ тĕрлĕ выльăха пуснă чухне карта кĕлли, шыв ăснă чухне çăл кĕлли, вучах чĕртнĕ чухне вут кĕлли, çăмарта кустарнă чухне хĕрлĕ çыр кĕлли каланă. Сăра пички пуçласан «Алран кайми аки-сухи» юрă янранă. Киремет картине (кĕлĕ каланă, апат-çимĕç пĕçернĕ вырăн) ача-пăчана тата курма пынă çынсене кĕртмен, анчах чÿклемери пĕрлĕх апатне пурне те çитернĕ, пилсемпе сăрмансене, юрăсемпе кĕлĕсене итлеме, юрлама хутшăнтарнă.
Малалли хаçатăн 22№.
Иван ЕФИМОВ,
чăваш наци академикĕ.
Авăркас районĕ,
Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: