Пур хыпар та
Халăх ăс-хакăлĕ
17 Июлӗн 2019, 14:47

Çемьери наци традицийĕсем

Традици вăл - ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕрке. Çемьери йăла-йĕрке вара вăл - нумай çул хушши ăрура çирĕпленнĕ хутшăнусем, хăнăхнă йĕркесем тата ытти те. Вĕсем кашни çемьере тĕрлĕрен пулаççĕ.

Çемьери йăла-йĕркене икĕ ушкăна пайлама пулать: пурте пĕрле тăваканнисем тата ятарласа йĕркеленисем. Пĕрремĕшĕсем чылай çемьере тĕл пулаççĕ: çуралнă куна ирттерни, Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне чăрăша кил-йышпа капăрлатни, кинофильмсем пĕрле пăхни, фотоальбомсем туни, пĕр сĕтел хушшине пухăнса апат çини, похода çÿрени. Ятарлисене вара кашни çемье харпăр хăй йĕркелет.
Мĕн тума кирлĕ-ши вĕсем? Йăла-йĕрке кил-йыша пĕрлештерет, пĕр шухăшлă пулма, пĕрлешÿре килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарать.
Эпĕ «Çемьери наци традицийĕсем» презентацинче хамăн кил-йышри хăнăхнă йĕркесене уçса патăм. Чи малти вырăнта - пирĕн килте чăваш культурине ăша хывасси. Çемьере пурте ташлатпăр, сăвăсем калатпăр, фестивальсене, конкурссемпе викторинăсене хутшăнатпăр, культура мероприятийĕсене, Чăваш Республикин артисчĕсен концерчĕсене çÿретпĕр. Мăшăрпа хăй вăхăтĕнче Авăркас районĕнчи Ташлăкульти «Çеçпĕл» ташă ансамбль пайташĕсем пулнă. Хĕрсемпе Çтерлĕ хулинче иртнĕ «Çурхи уяв» фестивалĕн дипломанчĕсем пулма тивĕçрĕмĕр, ачасем пултарулăх, сăвă конкурсĕсене хутшăнчĕç.
Пирĕн тĕп тĕллев - мăн асатте-асаннесенчен килекен культурăпа наци йăли-йĕркине ачасем патне çитересси, вĕсен асне кĕртесси.
Наталья ЯКОВЛЕВА. Çтерлĕ хули.
Читайте нас: