Пур хыпар та
Халăх ăс-хакăлĕ
16 Октябрӗн 2019, 14:38

Ачана ят пани

Пĕр чăваш çемйинче арçын ача çуралнă. Ачине Тимьян ят пама шут тытнă килĕнче.

Вара пĕр кун инкĕшĕпе хунямăшĕ чиркĕве ят çыртарма каяççĕ. Чиркÿре пачăшкă ыйтать кусенчен: «Ачăра мĕнле ят парасшăн?» Ку хĕрарăмсем вара вырăсла пĕлмен. «Кинĕн ачи ку, кинĕн ачи», - теççĕ. Вара пачăшкă Гиннади ятлă хурасшăн пуль кусем тесе уйлать. Ачана чиркÿре Гиннади тесе ят хураççĕ. Килте вара ăна пурте Тимьян тесе чĕнеççĕ. Çапла çак ача çак ятпа пурăнать. Пĕррехинче урамра пачăшкă Тимьянпа амăшне тĕл пулать, вĕсен ачи Гиннади ятлă пулнине пĕлтерет.
Владимир МАКСИМОВ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: