Авăн çапни. Уйри кĕлтесене турттарса пĕтерсен авăн çапма тытăннă. Темиçе çемье пĕрле пухăнса ĕçленĕ. Малтанхи капана пуçланă чух : «Эй‚ Турă‚ çак капана лайăх çапса пĕтерме пулăш»‚ – тесе капан тăрринчен кĕлтесене çĕрелле пăрахнă‚ йĕтем çине икĕ рет сарса хунă.Сылтăм енчен пуçласа‚ хĕвеле майлă çапнă. Икĕ ретпе икшер хут çапсан‚ кĕлте çыххисене çурлапа татса сылтăм енчи ретрен сылтăм урапа тапса салтса‚ хĕвеле май çапса кайнă. Ун хыççăн лашапа аштарнă. Лаши йĕтем юпи тавра темиçе хут çаврăннă. Вĕрен юпа çумне явăнса çитсен лаша хăвалаканĕ ăна тепĕр майлă çавăрнă.
Кĕлтесене салатса сенĕкпе сиктернĕ. Ун хыççăн каллех лашапа аштарнă. Улăмне кĕреплепе тураса илнĕ.
Ыраш кĕлтисене тапса-çапса тухнă хыççăн улăмне йăтса улăм ури тунă. Çапнă‚ аштарнă тырра пĕр çĕре пухса купа тунă. Купаланă тыррине йывăç кĕреçепе сăвăрнă (веять). Ăна сăвăр кĕреçи тенĕ. Çил хытă вĕрнĕ чухне тырă сăвăрмаççĕ‚ мĕншĕн тесен ăна йăлтах çил вĕçтерсе кайма пултарнă.
Авăн çапса пĕтерсен тырра авăртма армана илсе кайнă. Авăртнă çăнăхпа çăкăр пĕçернĕ. Çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ вăхăта çĕн çăкăр эрни тенĕ. Уйри çĕр тата килти авăн ĕçĕсене пĕтернĕ хыççăн авăн ĕçки тунă‚ авăн яшки çинĕ.
Паянхи кун авăн çапнă йăла-йĕркене пачах курма çук. Ăна эпир асаттесемпе асаннесем каласа панинчен е кĕнекере вуласа çеç пĕлетпĕр.
Çĕнĕ тыр-пул туса илнĕ хыççăн чÿклеме тунă. Çĕнĕ тырă салатĕнчен (солод) сăра вĕретнĕ‚ хăнасене чĕнсе сăйланă.
Ниме ял халăхĕшĕн пысăк вырăн йышăннă. Ку вара питĕ авалтан‚ чăвашсен тĕрĕк вăхăтĕнчи тапхăртан килнĕ йăла. Хальхи вăхăтра та ял çынни нимелле кил-çурт ăсталать‚ кайăк-кĕшĕк пусать. Выльăх нимине кĕркунне туса ирттернĕ. Ытлашши кайăк-кĕшĕке пуснă чух‚ кÿршĕ хĕрарăмĕсене чĕнсе илнĕ. Пуснă хурсене е кăвакалсене вĕри шыв ăшне (пысăк хуранта вĕретнĕ шыв) чиксе кăларнă‚ вăл çакăн пек «пиçнĕ». Е типĕлле вĕсен тĕккисене çăлма тытăннă. Мĕнпур кайăка çăлса пĕтерсен тĕккисене сарса типме хунă. Типнĕ хыççăн‚ вĕсене чĕрсе тÿшек-минтер тунă. Хур-кăвакалсене çăлта çунă. Каçхине вара нимене килнĕ çынсене хăнана чĕннĕ‚ пуснă кайăксен аш-какайĕнчен апат пĕçерсе çитернĕ.
Выльăх нимисем иртнĕ хыççăн ĕлĕкхи чăвашсем выльăх е карта-йыш чÿкĕ туса ирттернĕ. Ăна урăхла карта пăтти тесе те калаççĕ. Кĕркунне‚ сутмалли выльăха сутса‚ пусмаллине пусса пĕтерсен‚ карта пăтти чÿк тунă. Хĕл каçма хăварнă выльăха турă сыхлатăр тесе ирттернĕ çак йăла-йĕркене.
Çупа е ашпа апат пĕçернĕ. Çемйипех кил хушшине тухнă. Килти ватă çын пăтă хуранне йăтса кил хушши тавра çаврăннă‚ виçĕ кашăк пăтă ăсса илсе карта юпи, каска пуканĕ çине тата кил хушши алăкĕн юпи çумне хунă. Йăли-йĕркине тунă хыççăн пÿрте кĕрсе çемйипех сĕтел хушшине ларнă. Ваттисем (вилнĕ тăванĕсене) асăнса пăтă çинĕ‚ сăра ĕçнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.