Пур хыпар та
Халăх ăс-хакăлĕ
16 Октябрӗн 2019, 14:30

Пÿрт лартни

Пÿрте кил картишĕн пĕр енне лартаççĕ. Пÿрте лартма тытăниччен тур кĕтесси вырăнне укçа е кĕле хутне хурса хăвараççĕ.

Унтан вара пÿрт тăррине хăпартма тытăнаççĕ, пĕрене хушшисене хĕрарăмсем мăк хурса шаккаса пыраççĕ. Хăпартса пĕтернĕ хыççăн мачча кашти хураççĕ, унтан траппиль кашттине хурса траппильсене лартаççĕ. Кайран вара траппильсен хушшине хăмасем çапса, тăррине витме хатĕрлеççĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра улăмпа витнĕ, халь вара шиферпа е тимĕрпе витеççĕ. Хăш енчен çутă нумайрах ÿкет, çав енне чÿрече касма тăрăшаççĕ. Пÿрте лартса пĕтернĕ хыççăн платниксем чÿречепе алăк янаххисене туса ĕретлесе лартаççĕ.
Кăмакана çур çĕр енне лартнă, çăварне хĕвел тухăç енне тунă. Кăмака хыçне вырăн хăварнă. Унта путексем е пăру хупнă. Кăмака çумĕнче уша юпи пулнă. Уша юпин пĕр енне ал шăллисем çакнă, тепĕр енне - кăмкан.
Пÿрте икĕ пая пайланă: шалти пÿрт тата тулти пÿрт. Шалти пÿртре путмарсем (нары), арчасем, сентресем, саксем пулнă. Çав путмарсем çинче çывăрнă. Вырăн таврашĕсене кăнтăрлана арча е çÿлĕксем çине пуçтарса хунă. Тур кĕтессинче сĕтел ларнă. Тулти пÿртре кутник - кăмака сакки пулнă. Стена çумне çÿлĕксем тунă. Çав çÿлĕксем çине савăтсем лартнă. Стенасем çумне вăрăм саксем вырнаçтарнă. Пÿрт айне тĕп сакай чавнă. Пÿрт çумне пÿртум тунă. Пÿртумне пÿлнĕ, пĕр пÿлĕмĕ чăлан пулнă. Пÿртумне пусма тунă. Хăш-пĕр çынсен вăл карлăклă, тăрăллă пулнă.
Владимир МАКСИМОВ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: