Пур хыпар та
Халăх ăс-хакăлĕ
19 Кӑрлач 2022, 10:57

Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре

Туй сăмахлăхĕ калама çук пуян, çак йăла-йĕркене манăça кăларни чăвашлăхшăн пысăк çухату пулĕ. Халĕ çyлтан-çул туй йăли-йĕрки кĕскелсех, ансатлансах пырать. Туй мешехи кăштах улшăннă пулсан та, хальхи хĕрсемпе каччăсем чăваш туйне хисеплени, ваттисен йăлисене тытса пыни чуна савăнтарать. Авалхи йăласене хисеплесе тытса пырсан, юрра-ташша юратсан, вĕсене ламран-лама куçарса пырсан – халăх пĕтмест.

Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре

Çамрăксем туй мешехипе пĕрле пил тата кĕлĕ сăмахĕсене ăша хывсан питĕ те аван пулĕччĕ. Пил сăмахне аслă çынсенчен е аттепе аннерен илтни чуна ăшăтать, савăнтарать. Вĕсем – чун-чĕререн каланă сăмахсем, питĕ ырă сунса, лайăха тĕлленĕ сăмахсем. Вĕсем мĕн ĕмĕртен килнĕ тата паянхи кунччен упранса юлнă. Çынсем вĕсене манăçа кăлармасса тăрăшаççĕ, анчах нумайăшĕ çакна шÿт вырăнне хуни вара кăмăла пăсать.
Пилсен шутне ашшĕ-амăшĕ туйра, салтак ăсатнă чухне е ытти уйрăлусенче хăйсен ачи-пăчине пиллесе каланисене, эпи сăмахĕсене тата аслисем кĕçĕннисене вăл е ку ĕçе тума ирĕк панисене кĕртме пулать. Туй ĕçĕ вăл, ытти ĕçсем пекех пĕлтерĕшлĕ пулнă. Турăпа ватăсене пуç çапмасăр иртмен. Мĕн ĕмĕртен килнĕ сăмахсем халĕ те пирĕн йышра упранса юлнă. Федоровка районĕнче пурăнакан чăвашсем ламран-лама куçса пынă ылтăнран та хаклă сăмахсене куç шăрçине упранă пек сыхласа хăварса ăруран ăрăва парса хăварма тăрăшаççĕ.
Çураçминче калакан пил сăмахĕсемпе
кĕлĕ сăмахĕсем.
Хĕре килĕшнĕ хыççăн хĕр çураçмине тăваççĕ. Çак кунра палăртнă вăхăта каччă тăванĕсем мăшăрсăр, 3 е 5, е 7 çын, кайма пултараççĕ. Хĕр пурăнакан çурта килсе кĕнĕ чухне каччă енчисем çапла калаççĕ:
– Яшка-çăкăр пÿрнипе, Турă пулăшнипе килтĕмĕр хăнана, хăтана, çĕнĕ тăван тытăнас тесе калаçма. Хапăл куратăр-и пире? Йышăнатăр-и пире?
Хĕр енчисем:
– Йышăнатпăр, йышăнатпăр! Атьăр, кĕрĕр. (Л.Т. Антонова, 1938 ç., Урал ялĕ).
Çураçмине кучченеçсемпе, парнесемпе каяççĕ. Вĕсене хĕр килĕнче сĕтел çине хураççĕ тата парнисене хĕрне парнелеççĕ. Туй хăçан тата хулăм (калым) мĕн чухлĕ пулассине калаçса татăлнă хыççăн сĕтел çине çавра çăкăрпа чăкăт кăларса хураççĕ, эрех-сăра лартаççĕ. Каччă ашшĕ çăкăр çине енчĕк хурать, хĕр ашшĕ ăна уçса пăхмасăрах илет. Вара пурте çăкăрпа чăкăта хуçса илсе сăра курки тытса кĕл тума тăраççĕ:
– Мăн Турă, Мăн Турă Амăш, çырлах! Çичĕ тĕслĕ тырă-пулă çуратан Турă... Хĕвел Турă...
Сĕтел хушшине ларриччен те Турра кĕл тăваççĕ:
– Çÿлти Турă, Сире кĕл тăватпăр, ырлăх-сывлăх парăр, лайăх çынпа паллашма парăр, ача-пăчаллă пулччăр, ватăлса шурă çÿçлĕ пуличчен пурăнмалла пултăр.
Ун хыççăн хăнасем сĕтел хушшине лараççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне пиллеççĕ:
– Эй, ачам, пиртен тухнă йăла мар, ваттисенчен тухнă йăла. Санăн пурнăçу ырлăхлă-сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, ачаллă-пăчаллă пултăр. Çăкăрлă-тăварлă пул, ырă курса пурăнмалла пултăр. Пиртен пехил! (Е.Ф. Федорова, 1959 ç., Урал ялĕ).
Кун хыççăн çиеççĕ, ĕçеççĕ тата туй хăçан тăвасси пирки сăмах татаççĕ. Хĕр çураçнă чухне хурăнташ хĕрсене пухаççĕ. Хĕр яшки пĕçереççĕ те çураçма килнисене çитереççĕ. Апат çиме хĕрсене те лартаççĕ. Вара пулас хăтана парне çакаççĕ. Хулăм пирки калаçса татăлсан сăра-эрех ĕçеççĕ. Хăти тухса кайнă чухне хăмла, çăнăх сапса яраççĕ. Вара çураçнă хĕр пĕр-икĕ хĕрпе пĕрле вăрмана каять, юман йывăççине ытамласа çак сăмаха калать: «Пирĕн пурнăç юман пек пиçĕ пултăр», - тет вăл. Пĕр çăмарта кустараççĕ, вара çăмартине çĕр айне хурса хăвараççĕ.
Туй кунĕнче калакан пил сăмахĕсемпе
кĕлĕ сăмахĕсем.
Туй халăхĕ пухăнсан пĕр кĕрекере çамрăксем, тепринче ватăраххисем лараççĕ. Мăн кĕрÿ çамрăксене виçĕ хутчен сăра парать, унтан ваттисем патне тухать. Вăл аслисенчен туй пуçлама ирĕк ыйтать:
– Эпир çак çурта çĕнĕ çын илсе килес тетпĕр, çĕнĕ çын илме кайма туй лартас тетпĕр, пире туй пуçлама ырлăх парăр.
– Паратпăр, – теççĕ ваттисем.
Каччин килĕнче е хĕр килĕнче туй пуçлатпăр тесе 3 мăшăр, арăмĕпе арçынни (пĕр-пĕринпе тату пурăнакан, уйрăлман мăшăр) 3 туй кĕввипе ташлать.
1. Эй каян вĕт, каян вĕт,
Сан юлашки паян вĕт.
Ют çынпала ыр курмасан,
Эсĕ сая каян вĕт.
2. Урам урлă каçнă чухне
Çан-çан турĕ патинкка.
Пăхăр халĕ пирĕн ачана –
Çапса хунă картинкка.
3. Эх, тăванăм, сирĕнпелен
Çĕкленет-çке кăмăлсем.
Çак çĕкленнĕ кăмăлсемпе
Ирттĕр пирĕн ĕмĕрсем
(В.И. Денисова, 1973 ç., Федоровка ялĕ).
Каччă килĕнче
Хĕр илме кайма пуçтарăнаççĕ. Каччăн ашшĕпе амăшне тулли курка тыттарса кĕрекене лартаççĕ. Каччă 5-6 çамрăкпа ашшĕпе амăшĕ умне кукленсе ларать. Ашшĕпе амăшĕ пил параççĕ:
– Ачамсем! Эсир те паян мăшăрланса пирĕн умра тăратăр. Чи малтан сире телейпе ырлăх-сывлăх‚ вăрăм ĕмĕр‚ тикĕс пурнăç сунатпăр. Пурнăçра вăрман пек пуян‚ уй-хир пек аслă пулăр. Кĕреке тулли çăкăр-тăвар‚ çуртăрта ачăр-пăчăр йышлă пултăр, картăрта выльăх-чĕрлĕх шеп ĕрчетĕр, уй-хирте акнă тыррăр ăнса пултăр, кÿршĕрте ырă çынсем пулччăр. Пĕр-пĕрне юратса‚ итлесе‚ кăмăллă‚ пĕр сăмахран пурăнăр. Пурнăçра савăнмалли пулсан – иксĕр пĕрле савăнăр‚ хурланмалла пулсан та пĕрлех хурланăр. Ваттисене сума сăвăр‚ пÿртри çÿп-çапа урама ан кăларăр. Пире‚ ватăсене те‚ манса ан кайăр. Ваттипе ватă‚ çамрăккипе çамрăк пулăр. Ача-пăчаллă‚ кинлĕ-кĕрÿллĕ пулăр. Сирĕн умра та ачăрсем çакăн пек мăшăрланса тăччăр. Хĕрсем юта юравлă пулччăр‚ ывăлсем – ял-йыша. Сыпăкран сыпăка хунав хушчăр. Ашшĕ ури вырăнне ывăлĕ‚ хунямăш ури вырăнне кинĕ пусмалла пултăр. Пире савса пуç таятăр‚ сире те пуç тайса хисеплеччĕр. Хăвăр хушша çынна ан кĕртĕр‚ килти сăмаха яла тухса ан калăр‚ ялти сăмаха киле ан кĕртĕр. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть‚ çынна ан систерĕр. Арçын килте арçын вырăнĕнче‚ хĕрарăм хĕрарăм вырăнĕнче пултăр. Пĕр-пĕрне итлемесен пурнăç пулмасть. Турăпалан пÿлĕхçĕ ăрăскал тата вăрăм ĕмĕр валеçнĕ чух çуралнă ачасем пулăр. Пехил сире‚ ачамсем! Ура çине тăрăр. Халĕ каланă сăмахсене пурнăçра асра тытса пурăнăр. Пурнăçăр çутă пултăр, – тесе çутă укçа параççĕ.
(Н.М. Денисова, 1955 ç., Урал ялĕ).
Пехил илнĕ хыççăн юрламалли юрăсем:
Улма та чăпар пар ута
Укçа пара-пара илетпĕр.
Аттепеле аннен пехиллĕхне
Пуç çапа-çапа илетпĕр.
Ташлаççĕ.
Эй йăваччĕ, йăваччĕ,
Çупа пиçнĕ йăваччĕ.
Ан хурлăр-ха пирĕн ачана,
Ĕçпе пиçнĕ ачаччĕ.
Туй кĕртнĕ кил-çуртран тухса кайнă чух пĕшкĕнсе ларса, пуç çапса хуçисенчен пехил ыйтаççĕ. Пехиллеме тĕпеле, сĕтелĕн сулахай енне лараççĕ. Каллех тулли курка тытаççĕ, пехил сăмахĕсене каласан хуçисем каччипе хĕрне тулли курка сăра, вăрлăх валли тесе укçа параççĕ.
Туй умĕн туй пуçĕ çÿрет, вĕсем виççĕн пулмалла (арçын туйĕнче – мăн кĕрÿ, уртмахçă). Такмакласа сăра-эрех ĕçтерсе çÿреççĕ. Мăн кĕрĕвĕн сулахай хулпуççи урлă – ал шăлли, тепĕр хулпуççи урлă сумка çакса янă, унта вăл ĕçме-çиме тултарнă.
Ашшĕ-амăш килĕнчен тухса туй тепĕр киле кĕрсе туй туса тухмалла. Ун хыççăн халăх масар енне кайса е ял вĕçне çул юппине вилнисене асăнса хаяр пăрахаççĕ. Каччă килне кĕрес умĕн туй халăхĕ, виççĕн е пиллĕкĕн ял вĕçĕнчи хаярсене сăмах каласа тăрă шыв тата сăра тăкать‚ икерчĕ татса пăрахать. Мăн кĕрÿ пĕр-ик тенкĕ укçа кустарать‚ çак сăмахсене калать:
– Мĕн пур хаяр‚ усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайччăр‚ çак укçа уйрăлса кайнă пек. Ак сире‚ хаярсем‚ укçа паратпăр. Пире туй тума ан чăрмантарăр‚ пĕр-пĕринпе ан вăрçтарăр. Туя лайăх ирттерме пулăшăр. Ырлăх-сывлăх парăр.
Виçĕ хутчен хĕвеле май çаврăнаççĕ. Качча каякан хĕрĕн ятне калаççĕ те:
– Çак хĕр ача хаяр çиллине чартăр‚ унăн çилли çитмĕл те çичĕ тĕслĕ çавра çилпе вĕçсе кайтăр. Унăр киревсĕр кăмăлĕ аякка кайтăр, кăвакарчăн пек йăваш‚ чĕкеç пек чĕвĕл те çепĕç чĕлхеллĕ пултăр. Упăшкине юратса‚ килĕштерсе пурăнтăр‚ ача-пăчаллă пулччăр‚ ватăличчен пĕрле пурăнччăр. (Е.Ф. Федорова, 1959 ç., Урал ялĕ).
Хаяр пăрахма кайсан юрламалли юрăсем:
Пурăннă чух, тăванăм, пурăнтăмăр
Сăртран сăрта çÿрен пăлан пек.
Таман кунне çитсен уйрăлтăмăр
Татсаях та илнĕ палан пек.
Çырăнса килнĕ хыççăн каччин ашшĕ-амăшĕн килне каяççĕ. Унта вара каччи хĕрне машина çинчен йăтса кĕрет. Туй халăхĕ пӳрте кĕрсен çамрăк мăшăр урай варрине тăрать те ашшĕ-амăшне ӳксе пуç çапать. Вăл вăхăтра туй халăхĕ «пуççапан юрри» юрлать. Вара авланакан ачан ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе кинне пехил параççĕ:
– Çак тĕнчери чи хаклă, чи юратнă, хисеплĕ ачасем! Ирĕк парăр пире сăмах калама. Ӳссе çитрĕр пулсан, ачалăхран тухрăр пулсан, пурнăç çулĕ çине тăрас тесен, пурнăçа кĕтме хатĕр пулсан, хăвăра хăвăр суйласа илнĕ пулсан, пире начаррине килсе ан калăр, лайăххине кăна каламалла пултăр. Яшка-çăкăр пÿрнипе, Турă пулăшнипе. Эпир сире пурне те пĕр уйăрмасăр таса чĕререн тав тăватпăр. Ывăлăм, паянтан пуçласа ар пулса тăратăн. Пурнăçăра илсе пырăр, хăвăра тытăр, телейлĕ пулăр, çутă пурнăçра пурăнас тесен çын сăмахне ан итлĕр. Начарлăхăра çын хушшинче ан кăтартăр. Пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсене, хăвăр хушăра пулса иртнисене пурне те ан калăр. Хăвăрăн начарлăхăра çын хушшинче ан кăтартăр. Сывă пулăр, тĕнчи лайăх пултăр, çуртăн тăнăçлăхĕ пултăр, сирĕн татăлухăр пултăр. (Е.Ф. Федорова, 1959 ç., Урал ялĕ).
Каччăпа хĕре туйра пиллени:
– Ачасем, лăпкă, тÿрĕ кăмăллă пулăр, ырă чĕреллĕ пулăр, Турра ан манăр. Ăна кĕл туса пурăнăр. Турă хăйне юрăхлине кирек хăçан та ырлăхĕнчен хăвармĕ. Ачасем, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнăр, пĕр-пĕрне юратăр, ан вăрçăр, ан тавлашăр. Килĕшÿ, юрату пулмасан этем кил-çуртра та, тĕпел кукринче те, ялта та, пускил хушшинче те, халăх хушшинче те телей çухатать. Çынна ырă туни палăрмалла пултăр. Ырă туни Турра та юрăхлă, этеме те кăмăллă. (Л.Т. Антонова, 1938 ç., Урал ялĕ).
Иккĕмĕш кун йĕрки
Тепĕр кунĕнче çĕнĕ çынна икерчĕ пĕçерттернĕ‚ çăлран шыв ăсма «Ял кăтартмалла» тесе чи инçетри çăлкуç патне илсе кайнă. Хăйматлăх амăшĕ çĕнĕ çыннăн пĕркенчĕкне (фата) хывтарса хушпу тăхăнтартать‚ илемлетнĕ кĕвентене мăшăр витре çакса туй халăхĕпе пĕрле юрласа та ташласа «Хĕр çăлкуçне» утаççĕ:
Сутма валли шыв ăсмашкăн
Хĕр çăлкуçне каятпăр.
Хĕр çăлкуçри тăрă шывран
Сутса укçа тăватпăр.

Сăра валли шыв ăсмашкăн
Хĕр çăлкуçне каятпăр.
Хĕр çăлкуçри тăрă шывран
Хăмла сăри тăватпăр.
Юрла-юрла ĕçетпĕр‚
Туя пит шеп тăватпăр.
Çăлкуç умĕнче инкĕш е йăмăкĕ сăмах калать:
– Пирĕн çемье хушăнчĕ‚ çĕнĕ çын паян шыв ăсма килчĕ. Шыв йышĕсем‚ çăлкуçне пăхакан Вутăш ачи‚ кине (е инкене) валли те таса шыв парса тăрăр. Çăлкуç пек иксĕлми телейлĕ‚ нумай ачаллă пулччăр‚ – тенĕ. (Е.Ф. Федорова, 1959 ç., Урал ялĕ).
Çĕнĕ çын хĕвеле хирĕç тăрса‚ хĕвел тухăçнелле пăхса «1-мĕш витрине çĕр патшине‚ 2-мĕшне хĕвел патшине‚ 3-мĕшне шыв патшине парап», – тесе шыв тултарнă витрине виçĕ хутчен урипе йăвантарать. Унтан икĕ витрине тултарса «укçа парса шыв илетпĕр» тесе çăлкуçне кĕмĕл укçа пăрахать. Ун хыççăн упăшки витрисене кĕвентепе çаклатса арăмĕн хул пуççийĕ çине хурать. Çĕнĕ çын ача-пăчана вак укçа парать. Вăл тулли çĕклемпе хĕвел тухăçнелле‚ кăнтăралла‚ çăлкуç еннелле пуç таять. Ун хыççăн килелле утать. Тĕл пулакансене çĕклем шывпа пуç таять‚ шыв ыйтсан чарăнса ĕçтерет.
Çĕнĕ çын илсе килнĕ шыва туй халăхне укçалла куркапа ĕçтерет.
– Çÿлте – Турă‚ çĕрте – патша‚ сире кĕл тăватăп‚ лайăх чĕлхе-çăварăмпа‚ таса чунăмпа‚ ырă кăмăлăмпа. Туй халăхне пĕрремĕш ăсса килнĕ шывпа сăйлатăп‚ – тесе туя килнĕ кашни çынна шыв сĕнет.
Федоровка районĕнче пурăнакан чăваш çыннисем пĕр-пĕрне пулăшса пынишĕн тата унтан та ытларах йăла-йĕркесене хисеп туса пире, çамрăксене, вĕрентсе пынишĕн чунтан савăнатăп. Эпĕ Лидия Терентьевна Антоновăна, Елена Федоровна Федоровăна, Наталья Максимовна Денисовăна, Вера Исаевна Денисовăна, сумлă ватăсемпе чăваш хастарĕсене, пире тĕпчев ĕçĕ тума пулăшнăшăн чунтан тав тăватăп.
Анастасия ФЕДОРОВА.
ППУн Çтерлĕри филиалĕн 3 курс студентки.

Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Аттепе аннен пилĕ пытăр ĕмĕре
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: