Вăл илемлĕ те янăравлă чăваш чĕлхине амăшĕн сĕчĕпе пĕрле чуна хывнă мĕнпур ҫынна пĕрлештернĕ. Хурамалсемпе кекенсем, тимешсемпе еспуçсем тата суккулсем уява ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас шухӑш-ӗмӗтпе пухӑннă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, мероприяти «Алран кайми…» чăваш гимнне юрланипе пуçланнă. Пухăннисене Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Иван Павлов саламланă. Вăл пурне те атте-анне, асатте-асанне чĕлхине аталантарма чĕнсе каланă май, вырăнти «Сувар», хăнана килнĕ «Тумлам», «Шăпчăк», «Илем», «Туслăх», «Рябинушка» юрă-ташă ансамблĕсене тата вĕсен пайташĕсене Тав çырăвĕсем парса чысланă.
«Чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ» тесе каланине тăтăшах илтме пулать. Чӑнах та юррисем ҫеҫ мӗн тӗрли кăна ҫук пулӗ. Ҫак илемлĕхе халăх умне çитерес тесе йĕркелÿçĕсем уява тĕрлĕ енлĕ пуянлатма тăрăшнă, тулли программăллă концерт хатĕрленĕ. Уяв программипе сцена çине ачасем те, çитĕннисем те тухнă. Пурте тенĕ пекех чăваш тумĕ тăхăннă, вĕсен ытарайми çи-пуçĕ куçа илĕртсе тăнă. Çак кунхине культура çуртĕнче хаваслă та чуна пырса тивекен юрă-такмаксем янăранă. Кÿршĕ ялсенчен килнĕ ушкăнсемпе уйрăмшар юрлакансем те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Залра ларакансем кашни юрра-ташша тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Çавăн пекех Наталья Ефремовапа Александр Шурков сăвă калакансем уява илем кÿнĕ. Çапла мероприяти программинче чăваш халăхĕн юрри-ташши, йăли-йĕрки, чăваш сăмахлăхĕ илемлĕн те çĕкленÿллĕн янăранă.
Унсăр пуçне культура çурчĕн фойинче «Чăваш тĕррин илемĕ» курав та ĕçленĕ. Унта декораципе ĕçлев ÿнер ăстаçисен ĕçĕсем такам чунне те илĕртме пултарнă. Выставкăра Еспуç ялĕнчи Людмила Макарован эрешлесе тĕрленĕ ал шăллисемпе салфеткисене, Галина Павлован вĕтĕ шăрçапа капăрлатнă хĕрарăмсен пуçĕсене тăхăнмалли, кăкăр умне çакмалли хатĕрĕсене, Светлана Кузьминан çекĕлпе çыхнă салфеткисене, тĕрлесе тунă панносемпе аппликацисене, Вера Степанован вĕтĕ шăрçаран ăсталанă чечекĕсемпе йывăçĕсене курса киленме май пулнă.
Çапла уяв кунĕ пĕр сисĕнмесĕр иртнĕ… Пĕр сăмахпа каласан, кунта курса тĕлĕнмелли, илтсе савăнмалли темĕн чухлех пулнă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.