Пур хыпар та
Халăх ăсти
29 Октябрӗн 2018, 14:05

Сăри кăпăклă, хуçи кăмăллă

Хăйсен йăлипе чăвашсем мĕн авалтанах сăра вĕретнĕ. Кăпăкланса тăракан чăваш сăри! Вăл ĕçес килнине те ирттерсе ярать, ÿт-пĕве те вăй хушать. Çтерлĕ хулинче пурăнакан Лидия Антипова, хамăрла каласан, Лида аппа, тăвакан сăра шăпах çавăн пек. Сиплĕ те тутлă.

Лидия Уистиновна 1934 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Çулĕсем çитсен хăйпе пĕр ялти Виталий Семенович Антипова килĕштерсе унпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ик ывăлпа тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ ĕнтĕ кĕçĕн Антиповсем Раççей тăрăх саланса пĕтнĕ, тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ. Пĕр хĕрĕ икĕ леш енчи кăнтăр хĕвелтухăç Азири Лаос Республикинче хăй çемйипе пурăнать. Лида аппа хăй пирки «телейлĕ те пуян çын эпĕ» тет. Çапла пулмасăр: паянхи кун тĕлне унăн 10 мăнук та 13 кĕçĕн мăнук. Лидия Уистиновна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Заря» колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Хăйне шанса панине тăрăшса пурнăçланăшăн патшалăх ăна сахал мар Хисеп хучĕпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Хальхи вăхăтра кинеми Çтерлĕ хулинче кĕçĕн хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе пурăнать. Çулĕсем самаях пулнине пăхмасăр‚ вăл паянхи кунччен ырă та сывă çÿрет. Çÿрет кăна мар‚ хула шайĕнче иртекен чăваш мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Акă‚ кăçал та Çтерлĕ хулинчи ЧНКА тата «Шуратăл» хастарĕсем ирттернĕ мероприятире те‚ Çĕнтерÿ кунĕнче те‚ «Кĕр сăри» йăла-йĕрке уявĕнче те, октябрь уйăхĕнчи Ваттисен кунĕнче те халăха хăйĕн мĕн ĕлĕкрен пыракан мелĕпе тунă‚ чăн-чăн чăваш сăрипе сăйларĕ. Унăн кăпăклă та тутлă сăри хамăр республикăра пурăнакансене çеç мар, Чăваш Республикинчен килнĕ сумлă та чаплă хăнасен кăмăлне те кайрĕ. Ырă кăмăллă кинеми вара хăйĕн ĕçмипе кашнине хаваспах сăйлать.
Нумай ăста хăй çеç пĕлекен рецепта вăрттăнлăхра тытать. Лидия Устиновна вара апла мар. Вăл хăйĕн сăра тумалли меслечĕпе хаçат вулаканĕсене те хаваспах паллаштарма пулчĕ.
- 1 кг кваса тата 0‚5 кг сахăр песукне вĕри шыв çине ярса пăтратмалла та (20 л шывне малтан вĕретмелле) ирччен лартмалла. Ирхине тăрăлса ларнă шыва фляга ямалла, тĕпĕнче юлнă пăтти çине сивĕ шыв хушмалла‚ тăрăлсан çиелтен ăсса илсе 15 мин вĕретмелле. Фляга тулмарĕ пулсан, пăтă çине татах сивĕ шыв хушатпăр, татах вĕреме лартатпăр. Çапла мĕн фляга туличченех. 2-мĕшпе 3 -мĕш витрисене вĕретнĕ чух квасăн шывĕ çине хăмла ямалла (4 ывăç), 30 минут вĕретмелле.
Флягăна ярса пĕрлештермелле. Хăмлаллă шывĕ лĕп пулсан ăна пĕр курка ăсса илмелле те ун çинче 1 апат кашăкĕ лавккара сутакан «Пакмай» ирĕлтерсе флягăна ямалла. Сăрана 3-мĕш кунне сĕрмелле, ун çине тата 1 кг сахăр хушмалла.
Квас вырăнне ырашран салат хатĕрлеме пулать. Ăна пĕр талăк шыв ăшĕнче лартмалла‚ 2 талăк шăтармалла‚ сарса типĕтмелле‚ арманпа авăртмалла, кăмакана хурса типĕтмелле. Салат хатĕр. Ыраш вырăнне урпа та юрать, - тет Çтерлĕ хулинчи сăра ăсти.
Владимир НИКОЛАЕВСКИЙ.
Çтерлĕ хули.