Пур хыпар та
Хаваслă каникул
19 Июнӗн 2019, 14:55

Эх, мěн тери лайăх походра

Вěренӳ çулě вěçленсен эпир класпа похода кайма шутларǎмǎр. Пирĕн канăва йĕркелекенě Владислав Германов класс руководителě пулчě. Çаплах атте-аннесем те пăрăнса юлмарěç.

Çанталǎк уяр та ǎшǎ тăчě. Ирпе ирех эпир васкаса çула тухрǎмǎр. Канмалли вырǎна Усǎлка шывě хěрринче суйласа илтĕмĕр. Питě илемлě вырǎн. Тǎп-тǎрǎ шыв юхса выртать. Йěри-тавра ем-ешěл курǎк тата вěçě-хěррисěр вǎрман. Сывлǎш уçǎ та таса. Кайǎксен юрри хавассǎн янǎрать. Йěри-таврари çут çанталǎк илемне пǎхса ытарма çук.
Канура арçын ачасем ǎмǎртмалла вǎлтасемпе пулǎ тытрěç. Эпир, хěр ачасем, футбол, волейбол тата тěрлě вǎйǎсем вылярǎмǎр. Хирте аннесем пěçернě тутлǎ апата пурте пěрле ларса астивнě хыççǎн арçын ачасем шывра чǎмпǎлтатрěç, эпир каллех вылярǎмǎр, юрǎсем те шǎрантартǎмǎр.
Çапла вара вǎхǎт шуни сисěнмерě. Каç пуласпа килелле çул тытрǎмǎр.
Илемлě вырǎнта тата уçǎ сывлǎшра канни ачасене пурне те килěшрě, пурин те кǎмǎлěсем çěкленчěç. Асǎнмалǎх нумай сǎн ӳкерчěк турăмăр. Кунта канни ěмěрлěхех асра юлě. Эх, мěн тери лайǎх походра.
Ольга НИКИТИНА,
8-мěш класс вěренекенě, Авǎркас районě,
Çěньял ялě.
Читайте нас в