Пур хыпар та
Хаваслă каникул
19 Июнӗн 2019, 16:17

Çуллахи кану

Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче каникула пăхмасăр гимназие 65 ача пухăнчĕ.

Хĕрĕх пиллĕкĕшĕ «Хĕвел» çуллахи кану лагерьте канма, савăнма сывлăха çирĕплетме килчĕç, çирĕммĕшĕ - шкул территорине тирпей-илем кÿме. Пĕрремĕш смена «Тĕнче тавра» ятпа иртрĕ. Ачасем кашни кунах тĕрлĕрен çĕршывсене «çитсе курчĕç», вĕсен йăлисемпе, кĕввипе, паллă вырăнĕсемпе, çыннисемпе паллашрĕç.
Лагерь уçнине пĕлтерекен ялава çĕклесен, ачасен кăмăлĕсем хавхаланчĕç. Çулçÿреве ачасем Раççейрен пуçларĕç. Шăпах çав кун А.С.Пушкин çуралнă кунччĕ. Çак паллă поэтăн хайлавĕсем тăрăх ачасем викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, унăн сăввисене каласа савăнтарчĕç, юмахĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туса парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. «Урал Батыр» ЦНК ĕçченĕсем ачасемпе «Пукане театрĕ» мастер-класс ирттерчĕç, юмах кăтартса пачĕç. Пелепейри ачасен библиотекин ĕçченĕсем А.С. Пушкин çинчен кăсăк тĕлпулу йĕркелерĕç. Иккĕмĕш çĕршыв Греци пулчĕ. Унăн историйĕпе паллашнă хыççăн ачасем пĕчĕк олимпиада ирттерчĕç, çĕнтерÿçĕсем медальлĕ пулчĕç. Малалли çулçÿрев Африка, Инди, Америка, Франци, Итали çĕршывĕсем тăрăх пулчĕ. Смена вĕçĕнче пурте каялла хамăр çĕршыва, тăван республикăна таврăнчĕç. Кану кунĕсем ачасен тавракурăмне анлăлатрĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç, пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма та пулăшрĕç.
Полина КИРИЛОВА,
Пелепейри чăваш гимназин директор çумĕ.
Читайте нас в