Пур хыпар та
Хаваслă каникул
3 Июлӗн 2019, 13:30

Мероприятисемпе пуян лагерь хăй патне туртать

Мĕнпур шкул ачи кĕтекен хаваслă çуллахи каникул кунĕсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе пĕлÿ тĕнчинче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнăскерсем çу кунĕсенче çĕнĕ хăват илес тĕллевпе канаççĕ.

Кунĕпех уçă сывлăшра пулма, пĕве, кÿлĕ хĕрринче канма, хĕвелпе хĕртĕнме вăхăт темĕн чухлех. Çулталăкĕпех парта хушшинче ăслăлăх чулне «кăшланă» хыççăн чылай атте-анне ачисене сывлăха çирĕплетме‚ канма лагерьсене яма тăрăшать. Пирĕн республикăра ачасен çу кунĕсенчи канăвне тивĕçлĕ йĕркелеме, вĕсен сывлăхне çирĕплетме кирлĕ условисем туса панă. Акă кăçал та шкул çумĕнчи кану лагерĕсем çитĕнекен ăрăва хаваспах йышăнчĕç.
Сименкке шкул ачисем‚ вĕсен шутĕнче эпĕ те‚ Метевпуç шкулĕ çумĕнчи «Хаваслă тĕнче» сывлăха çирĕплетмелли тата канмалли лагерьте канчĕç. Тĕрĕссипе каласан‚ пире пĕр ялтан тепĕр яла автобуспа илсе çÿрерĕç. Кунта 7-13 çулхи 45 ача сывлăхшăн вăхăта усăллă ирттерчĕç тесен те йăнăш пулмасть.
Лагерьти кану кунĕсем спортпа вăйă‚ пĕлÿпе аталану мероприятисемпе пуян пулнине палăртма кăмăллă. Вĕсем пурте ачасен пултарулăх енĕсене тата воспитанниксенче активлă кану енĕсене аталантарма пулăшаççĕ. Вĕренекенсем вара лагерь пурнăçĕнчен ютшăнмарĕç. Вĕсем вăйăсемпе концерт программисене тата лагерĕн ушкăнпа ирттерекен пысăк ĕç-хĕлĕсене хастар хутшăнчĕç.
Наставниксем ачасене хаваслă канма‚ вăхăта чăннипех те усăллă ирттерме «Сарă хĕрлĕ дискотека»‚ «Çамрăк чух ташла»‚ «Айболит тухтăрĕ‚ Светофор‚ Всезнайка тата Мойдодыр патĕнче хăнара» мероприятисем‚ «Симĕс аптека» викторина‚ «Сывлăхлишĕн пурте лайăх» брейн-ринг йĕркелерĕç. Мана уйрăмах «Эпĕ тĕнчене ÿкеретĕп»‚ «Хĕвеллĕ çу» ÿкерчĕксен куравĕ кăмăла кайрĕ. Лагерьти кашни кунăн хăйĕн ячĕ пуррине те палăртса хăвармалла. Сăмахран, «Сывлăх кунĕ»‚ «Çулçÿревсен кунĕ» тата ыт.те.
Кашни кун эпир тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçрĕмĕр‚ нумай çĕннине тата кăсăккине пĕлтĕмĕр. Унсăр пуçне лагерь поварĕ кунсерен пире‚ канакансене‚ тутлă апат-çимĕçпе хăналатчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш блюдăсăр пуçне‚ тĕрлĕ хушма çимĕçсем те паратчĕç: пылак çимĕçсем‚ техĕмлĕ сĕткенсем‚ йогуртсем тата ыт.те. Пĕтĕмĕшле лагерьти кану вăхăчĕ питĕ интереслĕ те хаваслă иртрĕ.
Ева НИКИТИНА‚ 6-мĕш класс вĕренекенĕ.
Пелепей районĕ‚ Кивĕ Сименкке ялĕ.