«Ĕç çынна илем кÿрет» теççĕ халăхра. Калани тĕрĕсех. Мĕншĕн тесен‚ ĕç тата çын - пĕр тĕвĕ‚ ĕç çынсăр тăвăнмасть‚ çын та ĕçсĕр пурăнаймасть. Пурнăçри тĕллевсене пурнăçлас‚ пĕр-пĕр япала хăпартса лартас‚ хамăр хыççăн «йĕр» хăварас тесен кашни кун тăрăшмалла. Пуррине упрама пĕлмелле.
1929 çулхи январь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Василий Егоровичпа Анисия Васильевна Мордвиновсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ Мелания Петрова хăйĕн савăнăçне ĕçре тупнă. Колхоз йĕркелениччен Василий Егорович Туймазă районĕнче ĕçленĕ: выльăхсем валли утă хатĕрленĕ‚ тыр-пул ÿстернĕ. Анчах пĕчĕк Мелания ашшĕн ăшшипе вăрах киленсе пурăнма Турă пÿрмен. Хĕр ача икĕ çул тултариччен ачан ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Нумай ача амăшĕ (çемьере тăватă пĕчĕк ача ÿснĕ) юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Çитменнине икĕ ачи хĕрлĕ шатра (корь) чирĕпе чирлесе вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă. Çемьере аслă Александр ывăлĕпе Мелания çеç тăрса юлнă. Ачисем тутă пулччăр тата лайăх тумланччăр тесе Анисия Васильевна ĕçре ырми-канми тăрăшнă. Унсăр пуçне ал ĕçĕсем тунă: палассем‚ пир пит шăллисемпе чÿрече каррисем тĕртнĕ.
- Алă ĕçне аннерен вĕреннĕ. Ман ĕçсем Шаран ялĕнчи‚ Туймазăпа Ĕпхÿ‚ Мускав хулисенче иртнĕ выставкăсенче пулнă‚ – мăнаçланса пĕлтерет Мелания Васильевна.
Кинемей сăмахĕсем тăрăх‚ Александр пиччĕшĕ вунă çултанах колхозра ĕçлеме тытăннă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă, Сталинград çапăçăвĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
- Пичче çинчен усал хыпар илтсен эпĕ шкулта вĕренес ĕмĕте путартăм. 5-мĕш класс хыççăн ĕçе пикентĕм. Анне çĕрĕпе керосин лампи çутипе палассемпе пит шăллисем тĕртетчĕ. Унтан вĕсене Пĕкĕлмери (Бугульма) пасара илсе тухса çĕр улмипе, çăнăхпа е тăварпа улăштаратчĕ. Ытти пĕр ял çыннисем вара апат-çимĕçпе улăштарма табакпа йĕтĕн (лен) ÿстеретчĕç‚ – тет 90 çулхи кинемей тертлĕ кунĕсене куç умне кăларса тăратнă май.
Мелания та аслисемпе пĕр тан иртен пуçласа каçчен çум çумланă‚ кĕлтесем çыхнă‚ капана хывнă‚ йĕтем çинче вăй хунă.
- «Йывăр вăхăтсем иртĕç‚ часах вăрçă пĕтĕ» текен шухăшсемпе ĕçлесе пурăннă, - пĕлтерет ĕç ветеранĕ.
Ӳссе çитсен икĕ çул хушши Свердловск облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Çу кунĕсенче торф туса хатĕрлекен çĕрте пилĕк авнă‚ хĕлле – сурăх ферминче. Хĕр ĕçре малта пынă: торф кăларассипе кашни кун нормăна икĕ хут ытларах тултарнă‚ сурăхĕсене те лайăх пăхнă.
Каярах Мелания хăйĕн тантăшĕпе Зоя Казаковапа кайăк-кĕшĕк ферминче ĕçлеме пикеннĕ. Унта пĕчĕк сарă чĕпĕсенчен пысăк чăхсемпе автансем пăхса ÿстернĕ. Чăх апатне те хăйсем хатĕрленĕ. Пур ĕçе те алăпа тумалла пулнă. Ĕçчен те яваплă хĕрсем тăрăшнипе çамрăк чăхсем ноябрь уйăхĕнчех çăмарта тума пуçланă. Çавăн чухне вара колхоз район шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Мелания Васильевна вара чи лайăх ĕçчен пулса тăнă.
1959 çулта Мелания пĕр ял çыннине‚ ĕçчен те сăпайлă Петр Петрова‚ качча тухнă. Туй туса ирттернĕ хыççăн тепĕр эрнерен ĕçре малта пыракан Мелания Васильевнăна Мускава ВДНХана кайма путевка панă. Инçе çула тухса курман çамрăк чăваш хĕрарăмĕ путевкăна илсен çухалса кайнă‚ пăшăрханнă. Анчах колхоз бухгалтерĕ Наталья Лазарева Мускава çитме тата унта пурăнма укçа-тенкĕ алла тыттарсан çула тухмаллах пулнă. Çапла колхоз ĕçченĕ пĕрремĕш хут хăйĕн пурнăçĕнче В.И.Ленин Мавзолейĕнче‚ Хĕрлĕ площадьре‚ чăн-чăн зоопаркра пулса курнă. Мускавра чăваш хĕрĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çынсемпе‚ вĕсен ĕç опычĕпе паллашнă.
Çавăн чух вăл Раççейĕн тĕп хулине тепĕр хут килсе курассине шутламан та. Анчах шăпа çулталăкран хĕре Мускава тепĕр хут илсе çитернĕ. Унта кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ятарлă курссем иртнĕ.
Ĕç ветеранĕ кайăк-кĕшĕк ферминче кăна мар, колхоз анисем çинче те ырми-канми ĕçленĕ. Вăл ыттисемпе пĕр тан кăшман тата çĕр улми çумланă.
- Çав вăхăтра колхоз анисем халĕ чÿрече янаххисем çинче вырнаçнă чечексем евĕрччĕ – илемлĕ те пĕр çумсăр‚ – аса илет кинемей.
М.В.Петрова ял пурнăçне те хастар хутшăннă. Пушă вăхăтра вăл пултарулăх ушкăнне çÿренĕ. Унăн илемлĕ кĕвĕллĕ сасси «Шевле» вокал ансамбльне илем кÿнĕ. Вăл ушкăнпа çывăхри районсенче концертсем лартнă‚ фестивальсене хутшăннă. Каçпа вара ал ĕçĕ тунă.
- Астăватăп‚ йĕтем çинче ĕçлеттĕм. Ĕпхÿрен тĕрлĕ тĕслĕ çипсем илсе килчĕç те выставка валли палас тĕртсе пама ыйтрĕç. Эпĕ вут пек хĕрлĕ мăкăньсемлĕ палас хатĕрлерĕм. Ăна Мускаври выставкăна илсе кайрĕç. Унта манăн ĕçе пысăк хак панă, – аса илет М.В.Петрова.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.