- Самани питĕ йывăрччĕ ун чух. Пирĕн ачалăх пулман ĕнтĕ‚ аслисемпе пĕр тан ырми-канми ĕçленĕ. Килтен ир-ирех тухса кайнă‚ каçпа тĕттĕмле таврăннă. Хĕнлĕхсене çĕнтерме пурнăçа юратни‚ çирĕп кăмăл‚тăрăшулăх çеç пулăшнă‚ –ассăн сывласа аса илет хăйĕн ачалăхне хисеплĕ ватă.
Филипп Григорьевич Йăмран ялĕнче çемьере пĕртен-пĕр ача пулса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра тăрăшнă. Ун чухне хальхи пек машинăсем пулман‚ пурне те алăпа тума тивнĕ. Ашшĕ Филипп пĕчĕк чухнех вăхăтсăр çĕре кĕнĕ‚ амăшĕ ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă. Филипп вырăнти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă‚ унтан хĕсметре тăнă. Ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ: вăрман касса çырма тăрăх йывăç юхтарнă‚ колхозра выльăх пăхаканĕ пулса тăрăшнă. Мария Павловнапа çемье çавăрса 7 ачана кун çути кăтартнă. Пĕр-пĕрне юратса‚ хисеплесе 55 çул пĕрле пурăннă‚ мăнукĕсене‚ мăнукĕн ачисене те пăхма ĕлкĕрнĕ. Шел пулин те‚ Мария мăшăрĕ 10 çул каялла пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
Паянхи кун Филипп Григорьевич Николай ывăлĕпе хуçалăх тытса пурăнать. Григорий‚ Павел‚ Анатолий ывăлĕсем те тăван ялĕнчех тĕпленнĕ‚ ашшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ. Шел пулин те, аслă Владимир ывăлĕ сыввисен хушшинче çук ĕнтĕ. Татьянăпа Ольга хĕрĕсене шăпа тăван килĕнчен аякка илсе кайнă. Вĕсем Свердловскпа Челябинск облаçĕсенче çемйисемпе пурăнаççĕ‚ анчах та отпуск вăхăтĕнче ашшĕ патне килсе çÿреççĕ. Мăнукĕсем те Филипп Григорьевича тимлĕх уйăрма манмаççĕ.
Çулĕсене пăхмасăр Филипп Григорьевич ура çинче çирĕп тăрать-ха. Çĕршывра, тĕнчере мĕн пулса иртнипе те кăсăкланать. Сывлăх çине ÿпкелешмест‚ пурнăç çине шанăçлăн пăхать. Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне хусканура‚ ĕçлĕ пурнăçра курать.
Кармаскалă районĕ‚ Йăмран ялĕ.