Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хисеплĕ ватлăх
1 Мартӑн 2022, 11:09

Хĕрарăмсен ватă гвардийĕ

Март уйăхĕн саккăрмĕшĕ умĕн тивĕçлĕ канури педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пирки çырса пĕлтерес кăмăлăм пур. Вĕсем виççĕшĕ те Слакпуç ялĕнчи сахал мар ăрăва пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, ялти кашни килтех вĕсем чи çывăх çынсем шутланаççĕ.

Хĕрарăмсен ватă гвардийĕ
Хĕрарăмсен ватă гвардийĕ

Акă, Р.М. Петрованах илер. Вăл вырăнти шкулта хĕрĕх ытла çул чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. В.П. Павлова шкул сукмакне 44 çул хушши такăрлатса ачасене вырăс чĕлхипе литературин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă. Пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçленĕ З.М. Юрина 37 çул хушши шăпăрлансене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарса çырма, вулама вĕрентнĕ.
Вера Павловна сакăр вуннăпа пырать. Римма Мироновна кĕркунне 85 çул тултармалла. Зинаида Моисеевна вара мартăн 3-мĕшĕнче тăхăр вунă çулхи юбилейне паллă тăвать. Çулĕсем самаях пулин те вĕсем виççĕшĕ те чунĕсемпе çамрăк. Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай «17 çулхи хăрăксем, çитмĕл çулхи çамрăксем пур» тенĕ пек вĕсем çулĕсене парăнмаççĕ.
Сивĕ-и, юр çăвать-и, тăман тустарать-и, хĕрарăмсен ватă гвардийĕ икĕ туя тытса урам тăрăх утать. Вĕсен тĕллевĕ – хускану тăвасси, утасси. Унсăр пуçне ялти çĕнĕлĕхсем те, çитменлĕхсем те вĕсене куç хупса иртме памаççĕ. Хисеплĕ ватăсем кашни çынпа пĕр чĕлхе тупса калаçаççĕ. Кама пулăшмалла – пулăшаççĕ. Хăйсем пулăшаймасан ял пуçлăхĕ патне çул тытаççĕ. Çак хисеплĕ ватăсем кашни çыннăн çуралнă кунне асра тытаççĕ, юбилярсене яланах саламлаççĕ. Вĕсем ялти хыпарсене çеç мар, районти, республикăри, çĕршыври хыпарсене пĕлсе тăраççĕ, мĕншĕн тесен хаçат-журнал вулаççĕ. Пĕрле сÿтсе яваççĕ, усаллишĕн хурланаççĕ.
Тивĕçлĕ канури педагогика ĕçченĕсене çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, çителĕклĕ пурнăç, тăнăçлăх сунас килет. Зинаида Моисеевнăна чунтан хисепленипех сăвă йĕркисем те çуралчĕç:
Сывлăхăр çирĕп пултăр,
Куçăрсем вичкĕн курччăр,
Аллăрсем ялан ĕçлеччĕр,
Урăрсем малалла утчăр.
Ачăрсем хисеплеччĕр,
Мăнукăрсем юратчăр,
Çĕр çинче пурăнăр çапла,
Çут тĕнчепе савăнса.
Ватă гварди пирĕншĕн пысăк тĕслĕх пулса тăрать.
Елена ДАНИЛОВА. Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: