Пур хыпар та
Хушма хуçалăх
26 Июнӗн 2019, 14:12

Ăçта çуралнă, çавăнтах юрăхлă пулнă

Авӑркас тӑрӑхӗнчи Çĕньялта пурӑнакан ăста та тӑрӑшуллӑ Владимир Архипов утарçа тӑван ялӗнче кӑна мар, таврари ытти ялсенче те лайӑх пӗлеççӗ. Пӗлеççӗ çеç мар, хисеплеççӗ те. Пӗрисене вӑл хăйӗн утарӗнче пухса илнӗ техӗмлӗ пылне сутса савӑнтарать, теприсене çӗнӗ вӗллесем, рамӑсем тата ытти кирлӗ япаласем ӑсталаса парать. Виççĕмĕшсем вара ун патне вӗлле хурчӗсене мӗнлерех пăхмаллине ыйтса пӗлме тата тĕрлĕрен канаш илме килеççӗ.

Владимир Викторович 1961 çулта Çӗньялта çуранӑ. Çемйи вӗсен йышлӑ пулнӑ: ашшӗ - Виктор Александрович, амӑшӗ - Ольга Петровна тата çичӗ ача, тӑватӑ хӗр те виçӗ ывӑл. Ашшӗ вӑрах вӑхӑт тӑван ялӗнче электрик пулса ӗçленӗ, нумай ялта килӗрен çутӑпа радио кӗртсе çӳренӗ, каярах вара фермӑра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. Амӑшӗ колхозра тӗрлӗ ӗçсенче пилĕкне авнă тата паллӑ кӑшман ӑсти пулнӑ. Архиповсен çемйи тирпейлӗ те тӑрӑшуллӑ пулнипе уйрăлса тăнă: ӗçкӗ-çикӗпе иртӗхмен, пур ачине те пĕчĕклех ӗçе вӗрентнӗ, тӗрӗс воспитани пама тӑрӑшнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ тӑрӑшни паян кунччен те сисӗнет, мӗншӗн тесен, аслӑ хӗрӗсӗр пуçне (вӑл 18 çула çитсен, аварине лексе сарӑмсӑр вилнӗ) пур ачи те тӗрлӗ професси суйласа илсе тивӗçлӗ пурнӑçпа пурӑнаççӗ. Володя та ачаранах çемье тӗрекӗ пулнӑ, ашшӗпе амӑшне кил-çуртра, фермӑпа хирте те май çитнĕ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Çӗньялти вӑтам шкула пӗтернӗ хыççӑн вӑл аттестат кӑна мар, строитель специальноçне тивӗçтерекен документ та илнӗ. Ку ӗçе шкул ачисене Толбазӑ ялӗнче вырнаçнӑ СПТУ вӗрентекенӗсемпе специалисчӗсем киле-киле вӗрентнӗ. Анчах çурт-йӗр тӑвас ӗçре ӑна вӑрах ӗçлеме тивмен, мӗншӗн тесен вӑрахламасӑр Совет Çарне хӗсмете тӑма повестка килсе çитнӗ. Çар службине çамрӑк каччӑ Эстонире, Таллин хули çывăхĕнче, чикӗ хуралçи (пограничник) пулса ирттернӗ. Çарта Володя хӑйне ырӑ та лайăх енчен кăна кăтартнă. Çакна унӑн салтак альбомӗнче упранакан Хисеп хучӗсӗмпе ашшӗпе амӑшӗ патне янӑ Тав çырӑвӗсем те çирӗплетеççӗ.
«Ӑçта çуралнӑ, çавӑнтах юрӑхлӑ пулнӑ» тенӗ ӗлӗк ватӑсем. Çавӑнпа та пулĕ çартан таврӑнсан Володя тӑван ялӗнчех пурӑнма шухӑш тытнӑ, тепӗр хут строитель ӗçне пикеннӗ. Вӑл вӑхӑтра Çӗньялта строительство ӗçӗсем питӗ хӗрӳ пынӑ, ялтах кирпӗч завочӗ ӗçленӗ. Çавна пула ял халӑхӗ те килӗрен кирпӗч çуртсем лартма пуçланӑ. Çапла Володьăн колхозри объектсене тата ял çыннисен çурчĕсене хӑпартнӑ çĕрте нумай тар тӑкма тивнӗ. 1983 çулта, хӑй кӑмӑлланӑ ӗçре хаваспах ӗçленӗ вӑхӑтра, 22 çулхи каччă çине пысӑк инкек йăтăнса аннă - йывӑр чире пула пенси çулне çитмесӗрех малтан ашшӗ, кайран амӑшӗ пурнӑçран ӗмӗрлӗхех уйрӑлаççӗ. Володя тӑлӑха юлать. Ăна икӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкне пӑхма тивет. Çамрӑк каччӑ пуç усмасть, çемьере асли вырӑнне юлса пĕртӑванӗсене те пурнӑç çулӗ çине кӑларма пулăшать: шкул пӗтерсе кирлӗ професси суйласа илме, çемье çавӑрма, кил-çурт хӑпартма.
Колхоз юхӑнсан та Владимир Викторович пуç усса ларман, хурт-хӑмӑр ӗçне хăнăхса хăйĕн пурнăçне унпа çыхăнтарнă. Çак ӗçе вӑл кукашшӗпе ашшӗнчен вӗренсе юлнӑ. Хурт-хăмăр ӗçне пикеннӗ чухне ашшӗнчен пӗр-икӗ вӗлле юлнӑ пулсан, халӗ унӑн утарӗнче вӗсем аллӑ ытла. Хурт пӑхасси çӑмӑл ӗç мар пулсан та Владимир Викторович çак ӗçе юратса, чунне парса пурнăçлать. Хӑех хурт вӗллисем ӑсталать, тӗрлӗ çӗре утара тухса, пысӑк тупӑш илсе пыл пуçтарать, суту-илӳ ӗçне тытса пырать тата ытти те. Хурт-хӑмӑр ӗçӗсӗр пуçне чăваш арĕ ытти ял ӗçӗсене те кӑмӑллать: пахчара тӗрлӗ çимӗç ӳстерет, чӑх-чĕп, кӑвакал усрать, хӑй ӑсталанӑ читлӗхсенче ӑратлӑ кроликсем ӗрчетет. Вӑл хӗллехи вӑрӑм каçсенче те ӗçсӗр лармасть. Ӑста столяр пулнӑран, çуркуннехи кунсем çитичченех вӗллесем тата рамăсем ӑсталать, нумайӑшне заказ майĕпе туса сутать. Хутран-ситрен çывӑхри вӑрмансемпе уй-хирсене тухса çут çанталӑкпа киленет, сунара çӳрет.
Çапла, XXI ӗмӗрте Владимир Викторович ӗçпе пиçӗхсе кун хыççӑн кун ирттерет. Пирӗн шутпа, ытти çынсемшӗн вӑл ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Мӗншӗн тесен, «Ялта ӗç çук» тесе алӑ усса ларма вӑл пӗрре те хӑнӑхман. Ун пек ӗçчен чӑваш çыннишӗн пирӗн савӑнмалла анчах.
Валентина АРХИПОВА.
Авӑркас районӗ, Çӗньял ялӗ.