Пур хыпар та
Хыçа юлнă çулсем
26 Июнӗн 2019, 17:55

Шкулти туссем тĕл пулчĕç

Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке шкулĕнчен вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Акт залĕнче юратнă вĕренекенĕсене, пĕр класра вĕреннисене тахçантанпах курман выпускниксем пуçтарăнчĕç. Кăçалхи тĕлпулăвăн пуçаруçисем 1968 çулта шкул пĕтернисем пулчĕç.

«Шкулти туссен каçĕ» мероприяти 2019 çулхи выпускниксем вальс ташланипе уçăлчĕ. Юрăпа пĕрле пысăк экран çинче шкул пурнăçĕнчи самантсем те вĕлтлетсе иртрĕç. Тĕрлĕ çулхи выпускниксене шкул директорĕ А.Ф.Никитина саламларĕ, тăван шкула манса кайманшăн тав турĕ, ырă каç тата кăмăллă асаилÿсем сунчĕ.
- Тăван шкул алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă, - терĕ вăл хăй сăмахне пĕтĕмлетсе.
Вĕренсе тухнисен ятĕнчен Пелепей районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн профсоюз комитечĕн председателĕ В.М. Борисов, В.А. Епишина (Ухаткина), Т.М. Никитина выпускниксем сăмах каларĕç, хăйсене ăс панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекенсене тав турĕç.
Пирĕн шкулта пĕлÿ илнисем ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă, çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулса çитĕннĕ. Пĕрисем тăван Пелепей тăрăхĕнчен чылай аякка саланнă пулсан, теприсем вырăнтах телей тупнă. Вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе пурăнаççĕ. Çав шутра - офицерсемпе врачсем, усламçăсемпе инженерсем, ертсе пыракан должноçра тăрăшакансем, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе механизаторсем. Афган вăрçипе Чечен, Кавказ тăрăхĕнчи çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннисем те пур.
Тĕлпулăвăн тĕп пайĕ хыççăн ĕнерхи выпускниксем хаваспах пĕлÿ çурчĕн коридорĕсем тăрăх утса хăйсен ачалăхне аса илчĕç, шкул музейĕпе тата пĕр-пĕрин пурнăçĕпе паллашрĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, пурнăçран уйрăлнă учительсене аса илчĕç. Ырă та ăшă тĕлпулушăн кашниех савăнчĕ. Кăмăл-туйăмĕсем тулса çитнипе хăшĕ-пĕрисен куçĕсем те шывланчĕç. Пĕр-пĕринпе тĕл пулни – пысăк телей, анчах час-часах курнăçма май килмест çав. Кашнин чĕринче тарăн йĕр хăварнă шкулпа тĕл пулни пуçтарăннисене çĕнĕ вăй-хăват парнелерĕ.
Светлана ИГНАТЬЕВА,
директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе
ĕçлекен çумĕ.
Пелепей районĕ,
Кивĕ Сименкке шкулĕ.