Пур хыпар та
Киленӳ
20 Декабрӗн 2018, 14:17

Илемлĕх тĕнчин ăсти

Тĕрлĕ ал ĕçĕ тăвассипе кашниех кăсăкланмасть пулсан та халăх хушшинче пур-ха ăстасем. Хальхи вăхăтра çак ырă йăлана интернет урлă хăнăхаççĕ. Унта нумай куçа илĕртекен япалана кăтартса панă. Чылай чухне кирлĕ хатĕр-хӗтĕрне те ун урлах тупаççĕ.

Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан 70 урлă каçнă Валентина Григорьева та хăйĕн юратнă айкашăвне (хоббине) тĕнче тетĕлĕ урлă тупнă темелле. Тĕрĕсрех каласан, Полина мăнукĕ пулăшнипе. Хĕр ача шкулта вĕреннĕ чухне пилĕк шăмми ыратнипе самаях нушаланнă. Çавна пула вăрах вăхăт хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле вĕренÿ сĕтелĕ хушшине ларайман - больницăсем тăрăх çÿресе тата килте сипленнĕ. Шăпах çав вăхăтра чиперук интернетри усăллă канашсене вуласа тата тыткăна илекен ÿкерчĕксене ăша хывса ал ĕçĕ тума хăнăхнă: вĕтĕ шăрçасенчен тĕрĕ тĕрленӗ, алмазлă мозаикăсем хатĕрленĕ, алса-чăлха çыхнă тата ыт.те. Ахăртнех, çавăн чухне кукамăшĕ те мăнукĕн ĕçĕсемпе интересленнĕ. Интересленнĕ çеç мар, юнашар ларса ăсталăха хăнăхнă, хăйне мĕн кирлине пуçа кĕртсе хăварнă. Çакна Валентина Георгиевна пытармасть. Паянхи кун Полина Ĕпхÿ хулинчи медицина колледжĕн студенчĕ шутланать. Унăн юратнă айкашăвĕ вара кукамăшне куçнă темелле.
- Ял çынни ĕçсĕр лараймасть. Уйрăмах хĕл кунĕсенче. Ялан телевизора хураллаймастăн. Çавăнпа та пушă вăхăт пур чухне мăнук вĕрентнĕ пек ал ĕçĕ тума тăрăшатăп, - пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ мана çырăнтару ыйтăвĕсемпе килтен-киле çÿренĕ чух. – Пĕрремĕш тĕрĕллĕ ÿкерчĕке иртнĕ çул çуркунне хатĕрленĕччĕ. Ăна «Тăмана» тесе палăртнă. Хальхи вăхăтра «Кĕркунне», «Паруслă карап» алмаз мозаикисем ăсталатăп, - эпĕ пÿлĕмри ĕçсемпе хам мĕн тĕллевпе килнине мансах кăсăкланнине курса малалла паллаштарать кинемей.
Чăн та хăтлă та çутă çуртăн стенисем çинче вырнаçнă ÿкерчĕксене хак панă май, хăвна чаплă илемлĕх галерейине лекнĕ пекех туятăн. Ÿкерчĕкĕсем те çителĕклех. Кунта вырнаçманнисем тата ятарласа тунисем парне пулса хăйсен хуçисене тупнă. Çакă тĕрĕсене сÿтсе явнă вăхăтра паллă пулчĕ. Хуçа ирĕк панипе усă курса «шедеврсене» алăпа тытса, сăтăрса та пăхрăм. Пĕр шутласан, этем алли тем те тума пултарать çав: илемлĕхе ăсталама та, ăна аркатма та. Кам мĕнле шухăшсемпе пурăнать вĕт. Манăн вара пурнăçра пĕрремĕшĕ ытларах пултăр тесе калас килет. Валентина Георгиевна пек ăстасене вăрăм ĕмĕр те тулăх пурнăç сунатăп.
Юрий МИХАЙЛОВ. Пелепей районĕ.