Пур хыпар та
Кивĕ çула ăсатса
10 Кӑрлач 2019, 11:11

Çтерлĕри йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул уявĕ

Сарă Йытă çулĕ те хыçа юлчĕ. Аванах «вĕркелесе» вăл кăмăлсене те хуçрĕ. Кунта эпĕ пенси реформи пирки каласшăн-ха. Вăл кăна мар, паллах. Пире тĕлĕнтерсе пăшăрхантаракан çĕнĕлĕхсем те нумай пулчĕç. Мĕн авалтан йытă çыннăн çывăх тусĕ пулнă май, тыр-пул, пахча çимĕç, улма-çырла тухăçĕпе савăнтарчĕ. Пурнăç çулĕ тикĕс мар, хурипе шурри черетленет. Турри сывлăхне, вăй-халне парсан пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерĕпĕр.

Çĕнĕ çул умĕн йăлана кĕнĕ йĕркепе декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Ольга Иванова ертсе пыракан «Тавах» ансамбль хулари тата çывăх районсенчи чăвашсене Çтерлĕри Хула керменне çула вĕçлекен отчетлă концерта йыхравларĕ. Уяв пуçланиччен фойере шурă Шупашкартан килсе çитнĕ «Паха тĕрĕ» фабрика курав йĕркеленĕ. Унта хĕрарăмсемпе арçынсен кĕписем, шупăрсем, галстуксемпе косынкăсем куçа илĕртсе хăйсем патне чĕнеççĕ. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ “Паха тĕрĕ” фабрика историйĕ пуян та пархатарлă. Чăваш тĕррине тĕнче шайне кăларнă, халĕ те тивĕçлĕ упраса аталантаракан предприяти декабрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ.
Хулари культура комитечĕ çумĕнчи Халăх ăстисен ассоциацийĕ тĕрлĕ регионта, районсенче чăваш тĕрри тĕрлессипе, çи-пуç илемĕ тăвассипе нумай мастер-классем, куравсем йĕркелерĕ. Шăнкăрав янăраса зала чĕничченех халăх çак илеме курса савăнчĕ, тĕрĕсене тата вĕсен пахалăхне сÿтсе яврĕ.
Сцена çинче хулари ЧНКА тата чăваш культура пĕрлĕхĕн ертÿçисем Федор Кузьминпа Ольга Иванова отчетлă концерт пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Мероприяти программи «Тавах» ансамбль хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илнĕ йăларан пуçланчĕ. ЧНКА ертÿçи иртсе пыракан çулта пулса иртнĕ паллă пулăмсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче, паллах, шуратăлçăсен юбилейне паллă тума Чăваш Енрен сумлă çыравçăсемпе юрăçсен пысăк делегацийĕ килсе кайни. Çавăн пекех Авăркас тăрăхĕнчи Юламан ялĕнче регион шайĕнче иртнĕ иккĕмĕш Уяв, И.Я.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалласа ирттернĕ конференци, К.В.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми 110 çул тултарни тата ытти те. Федор Васильевич Н.Н.Федоров, О.П.Федорова, Л.И.Маркина, О.М.Маркелова, З.Е.Осипова, Т.М.Васильева чăваш хастарĕсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Иртнĕ çул «Шуратăл» литпĕрлешÿ йĕркеленсе кайнăранпа 30 çул çитнине паллă турăмăр. Çав мероприяти мĕнле иртни çинчен тĕплĕнрех Геннадий Челпир çыравçă паллаштарчĕ. Геннадий Васильевич литературăри çĕнĕлĕхсем, «Шуратăл» литпĕрлешĕве йĕркелесе яракан Н.Л.Леонтьев çыравçăн 80 çулхи юбилейне анлăн паллă тăвасси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех куракансем патне Н.Д.Иванов (Ишимбай) çыравçă, республикăри чăваш культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Ю.П.Михайлов салам сăмахĕсем илсе çитерчĕç. Чăваш Енрен пысăк делегаци килсе вĕсене саламлани, ППУн Çтерлĕри филиалĕнче конференци иртни, Федоровка районĕнчи Урал тата Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕсенче йĕркеленĕ уявсем çинче чарăнса тăчĕç. Ку пысăк мероприятине ирттерме хулари чăваш автономийĕ пысăк тÿпе хывнине палăртас килет.
Концерт малалла тăсăлчĕ. Сцена çине «Выля, хут купăс» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă Владимир Афанасьев (Кармаскалă тăрăхĕ, Тинĕскÿл ялĕ) юратнă тусĕпе, купăсĕпе, тухса куракансене ташлаттарса илчĕ. Кĕвĕ ăсти антракт вăхăтĕнче те такмаксем кала-кала куракансене савăнтарчĕ, ташă çаврăмне пуçтарчĕ.
Сцена çинчен юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Ансамбльте пĕччен те, иккĕн те юрлассине йĕркеленĕ, вĕсемпе ĕçлесси малалла пырать. «Тавах» ушкăнра 5 çултан пуçласа 70-тен иртнисем те юрлаççĕ. Унăн малашлăх тĕллевĕсем пысăк: тăван халăх ăс-пурлăхне упраса хăварса ача-пăчана тăван сăмаха юратма вĕрентесси. Ǎнăçу сире, «Тавах» хастарĕсем! Чи аслисенчен пĕри - Василий Антипович Смирнов. Вăл - пирĕн «шурсухал», ырă кăмăллă, сăпайлă, яваплă çын. Çулĕсене пăхмасăр юрăсенчен уйрăлмасть. Ансамбль репертуарĕнче нумайрах халăх юррисем. Çавăн пекех фольклор элеменчĕсем те пур. Халăх ансамблĕн хастарĕсем вырăнти авторсен Александр Савельев-САСăн, Геннадий Челпирĕн, Валентин Николаевăн тата Ольга Иванован юррисене шăрантараççĕ.
Концертăн иккĕмĕш пайĕнче Шупашкартан килнĕ хăнасем сăмах илчĕç. Пирĕн пата эпир нумай илтнĕ Чăваш Ен радио хумĕн музыка редакторĕ Ирина Лампасова килсе çитнĕ. Унăн калаçăвĕ шыв юххи шăнкăртатса юхнине аса илтерет. Юррисем те, сăмахĕсем те, шÿчĕсем те çыпăçуллă та вырăнлă. Пултаруллă чипер чăваш хĕрĕ. Александр Сорокин пирĕншĕн тахçанах чи çывăх тăван тесен те йăнăш пулмĕ. Купăсçă, юрăçă хăй те Пушкăртстана килсе çÿреме кăмăллать пулмалла. Вăл хут купăс калама тытăнсан, хальхинче те халăх тÿссе лараймарĕ, ташша ячĕ. Уяв программипе килĕшÿллĕн пирĕн пата хăнана Кашкăрпа (Виктор Васильев) Сысна (Ирина Орлова) та килсе тухрĕç. Юр пикепе (Галина Алексеева) Хĕл Мучи (Геннадий Челпир) сыснана çăткăн кашкăртан çăлса хăварчĕç.
Çĕнĕ çул çитсе килнишĕн савăнса ăна ташласа-юрласа кĕтсе илтĕмĕр, сысна çулĕ тупăшлă çул пулма тивĕç. Гороскоп пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çул - Сарă Çӗр Сысни çулӗ. Хӗвелтухăç календарӗнче Сысна çемьене парăннă чӗр чун шутланать. Вăл талăкӗ-талăкӗпе ӗçре çухалса çӳресен те çакна çывăх çыннисемшӗн тăвать. Сыснашăн тăван кил чăнах та крепость вырăнӗнче, çавăнпа вăл ăна хăтлă та илемлӗ тăвас, унта пурăнакансем тутă та таса, телейлӗ пулччăр тесе мĕнпур вăйран тăрăшать.
Сысна пултарулăха юратать. Çавăнпа та ӳнерçӗсен, çыравçăсен тата ытти пултарулăх професси çыннисен талантне çак çул хаклӗç.
Астрологсем тӗнчери лару-тăру лăпкă пулать тесе шантараççӗ. Паллах, кризис сыхланса юлӗ-ха, çапах та финанс «шăтăкӗнчен» майӗпен тухса пырăпăр. Хăш-пӗр астрологсене ӗненес пулсан, çӗршывра культура революцийӗ пулма пултарать.
Юлашкинчен кану каçне йĕркелекенсене пĕтĕм чунтан тав тăвасшăн. Вĕсем çак куна кĕтсе пуян, чуна савăнтаракан, кăмăла çĕклекен программа хатĕрленĕ. Пире тунсăхлама паманшăн ертÿçĕсене Ольга Иванована, Федор Кузьмина, Ирина Лампасована уйрăм тав. Çĕнĕ çулта пурне те ăнăçу, сывлăх, телейпе юрату сунатпăр!
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.