Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конференци
27 Декабрӗн 2018, 14:09

Казахстан, Узбекистан, Турци ăсчахĕсем - Çтерлĕри филиалта

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн факультетĕнче Пĕтĕм Раççейри куçăн (очный) тата куçăн мар (заочный) мелпе «XX ĕмĕрти тĕрĕк филологийĕ: çивĕч ыйтусемпе малашлăх планĕсем» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие ют çĕршывсем те хутшăнчĕç.

Тутар тата чăваш уйрăмĕн кафедра ертÿçи Илсур Мансуров пĕлтернĕ тăрăх, кун евĕр конференцие виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Кăçалхи мероприятие тутар тата чăваш уйрăмĕсем уçăлнăранпа 25 çул çитнине халалланă. Конференци аслă вĕренÿ заведенийĕ грант çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе иртнĕ.
Кăçалхи конференцие хутшăнакансен географийĕ уйрăмах анлă пулчĕ. Ăсчахсемпе учительсенчен 255, студентсемпе магистрантсенчен 83 заявка илтĕмĕр. Унсăр пуçне Пушкăртстанпа Тутарстан Республикисенчи тĕрлĕ хуласемпе ялсенчен, Шупашкар, Якутск, Ту çи-Алтайск, Нальчик хулисенчен, Казахстан Республикинчен, Узбекистанри Каракалпакстанран, Турцинчен 50 çын килсе çитрĕ.
Конференцийĕн пленарлă ларăвĕнче салам сăмахĕсемпе ППУн Çтерлĕ филиалĕн директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Н.Кризский, Пĕтĕм тĕнчери тутар конгресĕн представителĕ А.Х.Лукманов, Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ф.В.Кузьмин тухса калаçрĕç.
Салам сăмахĕсем хыççăн пленарлă докладсем, секци ларăвĕсем иртрĕç. Вĕсенче тĕп темăпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене – XXI ĕмĕрти тĕрĕк чĕлхисенчен пуçласа тĕрĕк филологийĕ таран - сÿтсе яврăмăр. Пурĕ 11 секци ĕçлерĕ.
Лариса КОРОТАЕВА.
Çтерлӗ хули.
Читайте нас: