Ăслăлăх уявне республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен килнĕ ăсчахсем, вĕрентекенсем, студентсемпе шкул ачисем хутшăнма кăмăл турĕç. Конференцин официаллă пайĕнче 5№ гимназин директорĕ Г.Р.Мурзагареева, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ И.С.Мансуров доцент, Г.Ибрагимов классикăн тăванĕсем, поэтсем салам сăмахĕсем каларĕç. Малалла конференцие хутшăнакансем 15 секци çине пайланса ĕçлерĕç: «Г.Ибрагимовăн пултарулăх еткерĕ: паянхи вулав», «Тăван чĕлхе – пĕр-пĕринпе хутшăнмалли тата тĕнчепе паллашмалли хатĕр», «Тăван литература - илемлĕ сăмах искусстви», «Пушкăртстан Республикин краеведенийĕпе этнографийĕ», «Манăн пĕчĕк Тăван çĕршыв: Пушкăртстан Республикин иртнипе паянхи», «Обществăна тĕпчени», «Экологи тĕпчевĕ», «Тĕрлĕ тĕслĕ мозаика», «Тăван чĕлхепе литература - çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани памалли хатĕрсенчен пĕри», «ФГОС программине пурнăçа кĕртнĕ условисенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри инноваци технологийĕсем» тата ытти те. Тухса калаçакансем хăйсен тĕпчевĕсенче тарăн проблемăсене хускатнипе, çивĕч ыйту тавра анлă шухăшласа калаçнипе палăрчĕç, хăйсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсем те чăваш чĕлхипе литератури тата краеведени секцийĕсене хутшăнса хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Тăван чĕлхепе литературăна, культурăна юратакан, хисеплекен шкул ачисемпе студентсем ăслăлăх конференцийĕнче маттур пулнишĕн çĕнтерÿ дипломĕсене тивĕçрĕç:
I вырăн - Константин Сидоров, 7 класс, Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал шкулĕ (ăслăлăх ертÿçи – Ю.Х.Леонтьев, теми - «Мăн асаттесен шăпипе телейĕ çинчен хунă юрă»).
II вырăн - Виктория Федорова, чăваш уйрăмĕн 3 курс студентки (ăслăлăх ертÿçи – Л.В.Коротаева доцент, теми - «Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсен ăс-хакăл культурипе ĕненĕвĕсем»); Алина Федорова, чăваш уйрăмĕн 3 курс студентки (Л.В.Коротаева, теми - «Чăваш тата акăлчан уявĕсемпе йăли-йĕркисен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсем»).
III вырăн - Екатерина Афанасьева (чăваш уйрăмĕн 1 курс курс студентки (Л.В.Коротаева, теми - «Çĕр питĕнчен ĕмĕрлĕхех çухалнă чĕлхесем»).
Паянхи кун ăс-хакăл вăйне пурнăçа кĕртме лайăх мелсем пур. Шел пулин те, кăçал гимназипе пĕрле тутар тата чăваш филологийĕн кафедри йĕркеленĕ мероприятие республикăран пĕр чăваш чĕлхипе литература учителĕ те хăйĕн вĕренекенĕпе пĕрле тĕпчев ĕçĕ тăратмарĕ. Малашне çакăн пек паллă пулăмсене чăвашсенчен те йышлăрах хутшăнсан тем пекехчĕ.