Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конференци
8 Ноябрӗн 2022, 13:25

Çыравçă еткерĕпе татах та паллашăпăр

Пирĕн ентеш Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Пишпÿлек районĕнчи Сухоречка ял билиотекинче «Вăл чăваш фольклорĕн тĕнчине йĕркеленĕ» вулав конференцийĕ иртрĕ.

Çыравçă еткерĕпе татах та паллашăпăр
Çыравçă еткерĕпе татах та паллашăпăр

Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ фольклорист, çыравçă халăх сăмахлăхне пухассипе сахал мар ĕçленĕ.
Вулав конференцине Сухоречка ялĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăнчĕç. Библиотека ĕçченĕ пурне те ăшшăн саламласа конференцин тĕллевĕпе паллаштарчĕ. Вырăнти культура çурчĕн ертÿçи О.В. Бурангулова Филипп Николаевичăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Конференци вăхăтĕнче Ф.Н. Вуколовăн «Сывпуллашу» сăвви янăранине те палăртмалла. Сăвва Сухоречка шкулĕнче 10 -мĕш класра вĕренекен Евгения Петрова шăрантарчĕ. Мероприятие ертсе пыракансем Филипп Николаевич вăрçăра нимĕçсене хирĕç çапăçни, каярах тăшман аллине лексе тыткăнра пулни çинчен те пĕлтерчĕç.
Çавăн пекех пуçтарăннисемпе пысăках мар викторина та ирттертĕмĕр. Унта «Ф.Н. Вуколов хăш ялта çуралнă, бюстне кам ăсталанă» тата ытти ыйтусем пулчĕç.
Вулав конференцине пĕтĕмлетсе çакна каламалла: Филипп Николаевич Пушкăртстанри чăваш радиовне пуçарса яраканĕсенчен пĕри пулнă. 1938 çулта СССР Писательсен союзне кĕнĕ. Унăн архивĕнче 400 ытла юрă, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем упранаççĕ. Хăй çырнă сăвăсем тăрăх юрăсем хывнă, фольклор материалĕсем пухса «Нарспи çĕршывĕн юррисем» сборник кун çути кăтартнă. Вăл Чăваш АССРĕн Халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен комиссариат çумĕнчи ÿнер секторĕн ертÿçи пулнă. Пишпÿлекри колхозпа совхоз театрĕ валли «Телей çулĕ çинче» тата «Нарспи» пьесăсем çырнă. Ф.Н. Вуколовăн «Телей шыракансем» историлле повеçĕ чăваш литературин пуянлăхĕсенчен пĕри шутланать. «Кăвак хуппи» («Зарница») историлле романне хăй сывă чухне кун çути кăтартса ĕлкĕреймен. Вăл иртнĕ çул вулакансем патне çитнĕ.
Филипп Николаевич чăваш халăх сăмахлăхне çеç мар, пушкăрт халăх сăмахлăхне те пуçтарнă. Ентешĕмĕрĕн литературăри тÿпине шута илсе конференцие хутшăнакансем унăн пултарулăхĕпе, произведенийĕсемпе тата та тарăнрах паллашма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.
Галина ГАБДРАХМАНОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ,
Сухоречка ялĕ.
Редакцирен. Ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Сухоречка ялĕнчи делегаци Мелеспуçĕнчи Ф.Н. Вуколов-Эрликăн музейне çитсе курнă.

Çыравçă еткерĕпе татах та паллашăпăр
Çыравçă еткерĕпе татах та паллашăпăр
Çыравçă еткерĕпе татах та паллашăпăр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: