Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конференци
20 Декабрӗн 2022, 14:30

Аталанса чăваш чĕлхийĕ упрантăр хамăр йăхсенче

Мияки районĕнче 2,6 пин чăваш пурăнать. Çакă вăл районта пурăнакан мĕнпур халăхăн вунă процентне яхăн. Йышĕ пысăках мар пулин те ĕçчен те пултаруллă халăх çак тăрăхри социаллă тата экономика ыйтăвĕсене татса парас ĕçе хастар хутшăнать. Тимеш, Кекен, Алексеевка, Çĕнĕ Хурамал, Суккул-Михайловка, Çирĕклĕ, Чайка, Еспуç, Дубровка, Смородиновка, Кашкар чăваш ялĕсенчи ентешсен çитĕнĕвĕсемпе паллашсах тăратпăр.

Аталанса чăваш чĕлхийĕ упрантăр хамăр йăхсенче
Аталанса чăваш чĕлхийĕ упрантăр хамăр йăхсенче

Районти чăвашсене пĕр чăмăра пĕрлештерекен пĕрлĕх вăл 1999 çултанпа ĕçлекен чăвашсен Канашĕ шутланать. Ăна малтанхи çулсенче 13 çул «Нива» СПК ертÿçи Александр Петров ертсе пынă пулсан, 2012-2017 çулсенче пуçлăх тивĕçĕсене Валерий Викторов район администраци ĕçченĕ пурнăçланă. Ун хыççăн тепĕр пилĕк çул çак лава Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Иван Павлов туртрĕ. Декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара район центрĕнче унăн черетлĕ отчетпа суйлав конференцийĕ (аслă пуху) иртрĕ.
Тĕрлĕ ялсенчен пухăннă делегатсем форумăн кун тата ĕç йĕркисене çирĕплетсен тĕп докладпа Канаш председателĕ Иван Павлов тухса калаçрĕ. Вăл юлашки пилĕк çулта тунă ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ, çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ.
– Эпир, конференцине хутшăнакансем, районта чăваш наци культурине, чĕлхине аталантарма, çемьесенче авалхи йăла-йĕркесене, хамăр халăх историне упраса хăварма, ĕçре чунтан тăрăшса ĕçлеме пур условисем те туса панине палăртатпăр. Çакăн валли районта 5 культура çурчĕ ĕçлет, вĕсенчен иккĕшĕнче «халăх ансамблĕ» ята илнĕ ушкăнсем тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе вырăнти халăха çеç мар, урăх районсемпе хуласенчи куракана та савăнтараççĕ, май тупса республика тулашне те çитеççĕ, тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăнса парнеллĕ вырăнсемпе таврăнаççĕ, – терĕ Иван Владимирович доклада вуланă май.
(Малалли 2-мĕш питре.)

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: