Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конференци
22 Нарӑсӑн 2023, 09:10

«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуç ялĕнчи вулавăшра Дина Гаврилова çыравçа халалласа «Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр» вулав конференцийĕ иртрĕ. Палăртнă вăхăта библиотекăна чылай çын пухăнчĕ. Мероприятие хутшăнас тĕллевпе Ăхпуçпа Игнашкино ялĕсенчен тата Приютово поселокĕнчен хăнасем килсе çитрĕç.

«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»

Куракансем валли «Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр» тематика куравĕ йĕркеленĕччĕ. Унта Дина Гаврилован кĕнекисене, çыравçă хутшăннă мероприятисенче тунă сăн ÿкерчĕксене тăратнăччĕ.
Лия Кириллова вулавăш ĕçченĕ (çак йĕркесен авторĕ) ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, авторăн кĕнекисем çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хайлавĕсем вара чăннипех те лайăх, интереслĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринче пирĕн ялпа çыхăннă страницăсем те пур. Çакна та палăртса хăвармалла: Ăхпуç ялĕнче Дина Гаврилован çывăх тăванĕсем пурăнаççĕ. Вĕсем, Л.Н. Кузьминапа М.В. Лугина, çыравçăпа тата унăн амăшĕпе тĕл пулнă самантсене халĕ те ăшă туйăмпа аса илеççĕ.
В.П. Павлова Дина Гаврилован кĕнекисене вуланă хыççăн мĕнле туйăмсем çуралнине каласа пачĕ. Мероприятие пултаруллă артистсен номерĕсем илем кÿчĕç. Ирина Семеновапа Лариса Еремеева, Приютово поселокĕнчи «Пилеш» («Рябина») юратнă вокал ушкăнĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Куракансем юрăçсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Вулав конференцийĕ ăшă тĕлпулăва сăнлакан сăн ÿкерчĕк тунипе, сĕтел хушшинче техĕмлĕ чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Мероприятие хутшăнма кăмăл тунисене пысăк тав!
Лия КИРИЛЛОВА, библиотекарь.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.

«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
«Пирĕн аякри çывăх ентешĕмĕр»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: