Пур хыпар та
Конференци
28 Мартӑн 2023, 12:30

Пĕрлешме ăнланупа килĕшÿ кирлĕ. Çак утăма тума пултарайăпăр-ши?

Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи чăваш общественноçĕн конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне 70 яхăн çын хутшăнчĕ. Çав шутра хулари чăваш хастарĕсем çеç мар, Мелеузпа Пелепей, Салаватпа Ĕпхÿ хулисенчен, Авăркаспа Федоровка районĕсенчен килнисем те пулчĕç.

Пĕрлешме ăнланупа килĕшÿ кирлĕ. Çак утăма тума пултарайăпăр-ши?
Пĕрлешме ăнланупа килĕшÿ кирлĕ. Çак утăма тума пултарайăпăр-ши?

Форум хăйĕн ĕçне «Алран кайми аки-сухи» чăвашсен гимнне юрланипе ( «Сарпи» фольклорпа эстрада ансамблĕн артисчĕсемпе пĕрле делегатсем шăрантарчĕç) уçăлчĕ, ăна ПР чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Федор Кузьмин ертсе пычĕ.
Калаçу ытларах республикăри чăваш обществăлла организацисене (наципе культура автономине, чăвашсен Канашне, культура обществине тата наципе культура пĕрлешĕвне) пĕр пĕрлĕхе пухасси, тăван чĕлхене шкул тата шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче вĕрентесси, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕ, Пушкăртстанри чăваш таврапĕлĕвĕ, республикăри чăвашсен фото тата видеоархив фондне йĕркелесси, «Урал сасси» хаçатăн витĕмĕ, юлашки çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тата ытти çивĕч ыйтусем тавра пычĕ. Çавăн пекех пухăннисем Çтерлĕ хулинчи ЧНКАна йĕркеленĕренпе 10 çул çитнине паллă тунă май çак ыйтăва та манăçа кăлармарĕç. Унăн ертÿçи Оксана Федорова тунă ĕçсемпе тĕплĕн те анлă паллаштарчĕ, чăвашлăх ĕçĕнче палăрнă вунă ытла хастара Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Çÿлерех асăннă темăсемпе Генадий Челпирпе Аркадий Русаков çыравçăсем, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Çтерлĕри нумай профильлĕ колледж преподавателĕ Мария Воробьева, Мелеуз хулинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр директорĕ Оксана Куртиева, Салават хулинчи Николай Петров таврапĕлÿçĕ, Авăркас районĕнчи Валентина Никитина вĕрентекен, Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри элчи, Авăркас районĕнчи ЧНКА ертÿçи Василий Федоров, Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Людмила Бадретдинова профессор, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ строителĕ, Авăркас районĕн хисеплĕ гражданинĕ Георгий Орлов тухса калаçрĕç. Хуласемпе районсенчен пухăннă делегатсем пĕр пĕрлĕхе пĕрлешесси пирки резолюци йышăнчĕç, ăна ПР Пуçлăхĕн администрацине тата Патшалăх Пухăвне çитерме калаçса татăлчĕç. Унта çакăн пек йĕркесем те пур: «Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен хăйне евĕрлĕ культурине сыхласа хăварас тата аталантарас енĕпе ума лартнă тĕллевсем тивĕçлĕ пурнăçланаймаççĕ. Сăлтавĕ – обществăлла чăваш организацисен пĕрлĕхĕ çуккинче. Çавăнпа та Пушкăртстанри чăваш общественноçне пĕрлештерес тĕллевпе 2024 çулта Пушкăртстан Республикинче Пĕтĕм чăвашсен съездне йĕркелес сĕнÿпе ПР Пуçлăхĕ тата Патшалăх Пухăвĕн председателĕ патне тухмалла».
Резолюцинче çавăн пекех наципе культура пĕрлешĕвĕсен пĕр ертсе пыракан орган пулмалли çинчен те каланă. Çавăн пекех унăн лидерĕ те пĕрре пулмалла тенĕ. Палăртнине пурнăçа кĕртес тесен (сăмах съезд ирттересси пирки пырать) 2023-2024 çулсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем туса ирттермелле, ун валли Координаци Канашĕ суйламалла. Çак Канаша патшалăхăн влаç органĕнчи тÿресем, ПР Юстици министерстви урлă регистраци иртнĕ чăваш организацисен ертÿçисем тата районсемпе хуласенчи хисеплĕ чăваш хастарĕсем кĕмелле.
Тăватă сехете тăсăлнă конференци «Тавах» халăх ансамблĕн, «Телей» юрă ушкăнĕн тата уйрăм юрăçсен концерчĕпе вĕçленчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: