Унта пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультетӗнче вӗренекен студентсем те хутшӑнчӗҫ. Вĕсем тӗрлӗ тема суйласа илсе доклад вуларĕç. Кашни тема хӑйне евĕр, наука тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ тата кăсăк пулчĕ. Доклад вулакансем ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсене уҫса пачӗҫ.
Конференцинче хӑйсен ӗҫӗсене хÿтĕлесе çак йĕркесен авторĕ (сăн ÿкерчĕкре) пĕрремĕш, 2 курс студенчӗ Константин Петров иккӗмӗш вырӑна тухрĕç. Авăркас районĕнчи Степановка ялĕнчен килнĕ 8 класра вӗренекен Арина Артемьева виççĕмĕш пулчĕ. Çаплах чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан студентсем Екатерина Афанасьева, Ангелина Селиверстова, Катерина Данилова тата Карина Григорьева питӗ хастар хутшӑннине палăртмалла.
Ҫакӑн пек конференцисене ирттерни студентсемшӗн питӗ усӑллӑ. Кунта тӗрлӗ вырӑнти йӑла-йӗркесене, топонимикăпа антропонимика материалĕсене, çыравçăсен пурнӑҫĕн кун-ҫулӗсене тӗпчесе ăса хывни питӗ килӗшрӗ.
Ольга НИКИТИНА,
Ӗпхӳ наукăпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 1-мĕш курс студентки.