Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конференци
10 Кӑрлач , 12:25

«Николаев вулавĕсем» наукăпа практика конференцине йыхравлаççĕ

Авăркас район администрацийĕ, чăваш наципе культура автономийĕ, В.В. Николаев ячĕллĕ асăну фончĕ, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедри чăваш халăхĕн историпе культурине тĕпчессипе ĕçленĕ паллă ăсчах, РФ тава тивĕçлĕ нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕ, икĕ хутчен Чăваш Республикин патшалăх премин лауреачĕ, техника наукисен докторĕ Василий Васильевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа «Николаев вулавĕсем» регионсем хушшинчи V наукăпа практика конференцине ирттерет.

«Николаев вулавĕсем» наукăпа практика конференцине йыхравлаççĕ
«Николаев вулавĕсем» наукăпа практика конференцине йыхравлаççĕ

Ăçта тата хăçан иртет
«Николаев вулавĕсем» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ 2024 çулхи февраль уйăхăн 9-мĕшĕнче çак адреспа иртет: Пушкăртстан Республики, Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ, В.В. Николаев ячĕллĕ шкул (пĕрремĕш пайĕ). Конференци ĕçĕ 10.00 сехетре пуçланать.
Тĕп пайĕ – Пушкăртстан Республики, Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ, районти Культура керменĕнче 15.00 сехетре пуçланать.
«Николаев вулавĕсем» конференцине историксене, филологсемпе лингвистсене, этнографсемпе таврапĕлÿçĕсене, преподавательсемпе студентсене, 8-11 классенче вĕренекен шкул ачисене, наципе культура автономийĕн пайташĕсене йыхравлаççĕ.
Конференци ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ
– В.В. Николаевăн пултарулăх еткерĕ тата халăха кăмăл-сипет воспитанийĕ парасси;
– чăваш халăх культурипе историне тĕпчемелли ĕç-хĕл;
– тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусем;
– чăвашсен культурине сыхласа хăварасси: çитĕнÿсем, ыйтусем, тĕллевсем;
– И.Я. Яковлевăн, Н.Я. Бичуринăн, хăйсен тĕпчев ĕçĕсене чăваш халăх историне, культурине халалланă ытти ученăйсен ĕçĕсем.
Студентсемпе шкул ачисен темисем:
– В.В. Николаевăн пултарулăх еткерĕ тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет никĕсĕ;
– чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕрки.
Секци йышне заявкăсен шутне кура йĕркелĕç. Тĕп пайра тухса калаçма 10 минут, секцисенче 7 минутран ытларах памаççĕ.
Шкул ачисен секцийĕсем онлайн мелĕпе февраль уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче иртеççĕ. Килнĕ заявкăсене пăхса тухакан комиссин ĕç вăхăчĕ пирки январь уйăхĕн 29-мĕшĕ хыççăн пĕлтерĕç.
Конференцие хутшăнма кăмăл тăвакансенчен заявкăсене тата докладсен тексчĕсене 2024 çулхи январь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен кая мар, çак электрон адреспа: [email protected] адреспа, файл çумне çыпăçтарнă пек (тĕслĕхрен, ivanov-zajavka.doc; ivanov-text.doc) йышăнаççĕ.
Конференци лартнă ыйтусене тивĕçтермен ĕçсене йышăнмасса та пултараççĕ. Ĕçсене интернет уçлăхĕнчен тата ытти çулсенчи Николаев вулавĕсенчен илнипе илменнине те тĕрĕслеççĕ. Плагиат тĕслĕхĕсене тупса палăртсан конференцие хутшăнма ирĕк памаççĕ.
Эксперт комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх парнеллĕ вырăнсене I, II,III степень дипломĕсемпе палăртаççĕ. Чи лайăх ĕçсене ВКонтакте социаллă сетьри «Николаев вулавĕсем» пĕрлĕхе вырнаçтарĕç.
Йĕркелÿ комитечĕпе 8-919-609-55-29 телефон номерĕпе (Юрий Харитонович Леонтьев), [email protected] электрон адрес урлă çыхăнма пулать.
«Николаев вулавĕсем» Вконтакте ушкăна хутшăнмалли каçă (ссылка): https://vk.com/event223764377.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: