Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конференци
10 Кӑрлач , 10:37

Çутта кăлараканăмăра асра тытса

Декабрь уйăхĕн 19-мӗшӗнче Салават хулинче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа «И.Я. Яковлев – ҫутта кӑларакан, православи миссионерӗ, Раҫҫей педагогӗ» темăпа наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Çутта кăлараканăмăра асра тытса
Çутта кăлараканăмăра асра тытса

Мероприятие Виктор Иванов чăваш хастарне халаллама, вăл чăвашлăхшăн тунă ĕçсене ырă сăмахсемпе асăнса ирттермелле пулса тухрĕ. Виктор Павлович планĕ тăрăх, ăна анлăн паллă тумаллаччĕ те, анчах Турăран иртсе пулмасть – вăл пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Конференцие ПР чӑваш культура обществин председателӗ, Пушкăртстанри ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумĕ, ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ю.П. Михайлов, РФ ЧНКА канашӗн членӗ, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи В.М. Яковлев, Çтерлĕ хулинчи ЧНКА ертÿçи О.П. Федорова, чăваш наци академикӗсем А.П. Михайловпа Н.В. Петров, Виктор Павловичăн çывăх çыннисем хутшӑнчĕç, кашниех Иван Яковлев тунă пархатарлă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех конференцине Салават хулинчи, Çтерлĕ хулипе районĕнчи библиотекарьсем В.Ю. Зорина, О.С. Патраева, Е.М. Маркелова, чӑваш районӗсен культура обществин председателӗсем килсе çитнĕ.
Уява илем кÿрекенĕсем «Шуратăл çӑлкуҫӗсем» (ертÿçи – С.В. Антонова) халӑх ансамблӗ пулчĕ. Çак тĕлпулу вăхăтĕнче Салават хулинчи чăвашсен обществине ертсе пыма Ирина Степанована шанчĕç.
Çĕнĕ ертÿçе ăнăçу, пултарулăх, çĕнтерÿсем сунатпăр. Малашне пĕрле, пĕр-пĕрне алӑ парса ĕçлессе шанса тăратпăр.
Людмила МАРКИНА.
Салават хули.

Çутта кăлараканăмăра асра тытса
Çутта кăлараканăмăра асра тытса
Çутта кăлараканăмăра асра тытса
Çутта кăлараканăмăра асра тытса
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: