Çакна çирĕплетсе пачĕç те Авăркас район администрацийĕ, вырăнти чăваш наципе культура автономийĕ, В.В. Николаев ячĕллĕ асăну фончĕ, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедри Василий Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Николаев вулавĕсем» регионсем хушшинчи V наукăпа практика конференцине хутшăннисем.
Регионсем хушшинчи конференци февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче иртрĕ. Мероприятие чăннипех регионсем хушшинчи тесе калама пулать. Мĕншĕн тесен кунта Шупашкарпа Хусантан, Чĕмпĕрпе Эрĕнпуртан, Анапăран, Красноярскран, Тюменьтен тата Пушкăртстан Республикин ял-хулисенчен сумлă хăнасем килсе çитнĕччĕ. Вӗсен хушшинче Василий Васильевичпа пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсем‚ Елена Васильевна хӗрӗ‚ хурӑнташ-тӑванӗсем‚ ӑсчахсемпе ҫыравҫӑ- журналистсем‚ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем‚ ҫаплах паллӑ ентешӗмӗрӗн пултарулӑхне сума суса килнӗ чӑвашсем те пулчӗҫ. Ҫук‚ чӑвашсем ҫеҫ мар‚ пушкӑртсемпе тутарсем‚ вырӑссем те ҫитнӗ паллӑ чӑваш ӑсчахне хисеп тума‚ унӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе паллашма.
«Николаев вулавĕсем» регионсем хушшинчи V наукăпа практика конференцине икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕ февраль уйăхĕн 1-2-мĕшĕнче иртнĕ. Кунта шкул ачисемпе студентсем онлайн мелĕпе хутшăннă. Иккĕмĕшне, февралĕн 9-мĕшĕнче йĕркелерĕç.
«Василий Николаевăн питĕ хаклă еткерлĕхĕ» çавра сĕтел
Çавра сĕтеле Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн председателĕ, истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров ăсчахпа Пушкăртстан тата Чăваш республикисен хисеплĕ таврапĕлÿçи, ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, пултаруллă музей ертÿçи Юрий Леонтьев ертсе пычĕç. Вăл вырăнти шкулта иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва хутшăнакансем хăйсен доклачĕсене В.В.Николаев кӗнекисенче хускатнӑ ыйтусемпе, унăн чăвашлăхшăн тунă ĕçĕсемпе ҫыхӑнтарчĕç.
Игорь Георгиевич ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен доклад турӗ‚ уйрӑмах тӑван халӑхӑмӑрӑн аваллӑхне тата çи-пуçĕпе тумне тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, Василий Васильевичăн тӑван ялӗ ҫинчен ҫырнӑ ӗҫĕсене ӑшшӑн асӑнчӗ. Вăл М.Х. Сафин таврапӗлÿҫӗпе пӗрле Чӑваш Хурамалӗ ҫинчен виҫӗ томпа «История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы. Генеалогическое древо первопереселенца Никиты Авдокима» лайӑх илемлетнӗ кӗнекесем кӑларнӑ. Пӗр йӑх-несӗл тымарне ҫакӑн пек тарӑннӑн тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫ чӑвашсен те‚ Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен те халиччен пулман. Игорь Георгиевич академикăн «Чуваши: этническая история и традиционная культура», «Чувашский костюм: от древности до современности» ытти кӗнекисемпе те паллаштарчӗ.
Красноярск крайĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн президенчĕ, экономика наукисен кандидачĕ Геннадий Храмов Василий Васильевичпа çыхăннă ăшă аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Красноярск çĕрĕ çинче пурăнакан чăвашсемшĕн унăн ячĕ уйрăмах хаклă пулнине пĕлтерчĕ. Геннадий Ивановичăн аса илĕвĕпе тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн кăçалхи 8№ паллашма пулать. Ульяновск облаçĕнчи «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева В.Николаевăн ĕçĕсем, кĕнекисем мĕнпур чăвашшăн та çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
– Пире хамăр халăхăн историне вĕрентмен, эпир ăна пĕлмен. Чăвашсем хăйсен историне пĕлменнипе мăнаçлăхне çухатрĕç. Çавăнпа паянхи кун чĕлхене упрама, хисеплеме пĕлместпĕр. Василий Васильевич вара çав тери пысăк ĕç тунă, – терĕ Елена Николаевна Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа каларнă кĕнекене хуçасене парнеленĕ май.
ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедринче вăй хуракан филологи наукисен кандидачĕ Лира Афанасьева доцент «Чăваш туйĕ» кĕнекене кĕнĕ сăн ÿкерчĕкĕсен альбомĕн презентацийĕпе паллаштарчĕ. Çакăн пек кĕнеке кăларас шухăш Василий Николаевăн «Чувашский костюм: от древности до современности» кĕнекинчен çуралнине те палăртрĕ. ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçи Илсур Мансуров В.В. Николаев чăваш халăхĕн историне кăна мар, пĕтĕм тĕрĕк халăхĕн историне çутатса пани çинчен асăрхаттарчĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем тата ытти унпа хурăнташлă халăхсем тĕрĕк халăхĕ йышне кĕреççĕ.
Авăркас районĕнчи вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Рустам Гилязетдинов чăваш халăхĕ В.В. Николаева çакăн пек сума суни ытти халăхсемшĕн тĕслĕх пулмалла терĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем унăн ĕçĕсене ялан асра тытма тăрăшассине шантарчĕ. ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ, «Чăваш тĕнчи» курав йĕркелÿçи Анатолий Ефремов Чăваш Хурамалĕн сумлă ывăлĕн кĕнекисем пире тĕплĕх, тарăнлăх (фундаментальность) панине уçса пачĕ. Çапла майпа çитĕнекен ăру вĕсен никĕсĕ çинче хăйсен ĕçĕсене хатĕрлеме пултарнине çирĕплетрĕ.
– Чăваш халăхĕн тымарĕсене тупни, вĕсене пĕлни пире малалла çул уçса параççĕ. Эпĕ В.В. Николаевăн пĕлтерĕшне çакăнта куратăп. Тĕрĕссипе каласан, вăл халăхшăн, Пушкăртстанри чăвашсемшĕн кăна мар, Раççейре пурăнакансемшĕн те пысăк ĕç туса хăварчĕ. Вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ, тавлашуллă. Унăн ĕçĕсем никĕс вырăнне шутланаççĕ. Вĕсем çине таянса малалла тĕпчевсем ирттерме май пур, – терĕ Тутарстан Республикинчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ Константин Малышев.
Тутарстанри «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова черетлĕ «Николаев вулавĕсене» ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕнче ирттерме сĕнчĕ. Çакă çамрăксене тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма хавхалантарĕ терĕ. Пелепей хулинчи чăваш наципе культура автономи председателĕ Владимир Яковлев Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономи председателĕн Николай Гаврилов Раççей Геройĕн «Николаев вулавĕсем» конференцие хутшăнакансен ячĕпе ярса панă салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.
«Вăл халăх асĕнче»
Çавра сĕтел вĕçленнĕ, масар çине кайса сумлă ентешĕн вил тăприйĕ умĕнче пуç тайнă, ялти «Аслă Василий Святитель» чиркĕве кĕрсе çурта лартнă тата апатланнă хыççăн конференцине пухăннисем вырăнти культура çуртне çул тытрĕç. Кунта сӑн ÿкерчӗксен, кĕнекесен, ал ĕçĕсен куравӗпе паллашнӑ май хӑнасем пысӑк зала пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пӗр пушӑ вырӑн та юлмарӗ.
Конференцин пленарлӑ ларӑвне Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов уçрĕ.
– …Паянхи мероприятире çемье уявĕн ăшши туйăнать. Залра ларакан кашни çын пирĕн ентеш чаплă çын пулнипе мăнаçланмалла. Пĕр çынра çавăн чухлĕ вăй-хăват пулни тĕлĕнтерет. Кĕске вăхăт хушшинче чылай ĕç тума пултарни шухăша ярать… Авăркас çĕрĕ çинче тӗрлӗ наци ҫыннисем туслӑ пурӑнаҫҫӗ‚ алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеҫҫӗ‚ аслисен йӑли-йӗркисене‚ культурине малалла аталантараҫҫӗ. Василий Васильевич Николаев – тĕрлĕ халăхсен туслăхĕн тĕслĕхĕ пулса тăрать, вăл пирӗн районӑн Хисеплӗ гражданинӗ, – терĕ вăл.
Малалла район администраци пуçлăхĕпе Василий Васильевичăн хĕрĕ Елена Васильевна наукăпа практика конференцинче мала тухнă шкул ачисемпе студентсене палăртрĕç. В.В. Николаев академик вулавӗсен ҫӗнтерÿçисем: Максим Петров (Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ), Ильдан Ахметьяновпа Александра Пимонова (Октябрьский хулинчи 2№ шкул), Мария Порошина (Çтерлĕ хулинчи 14№ шкул), Каролина Васильева (Кармаскалă районĕ, Улукуль шкулĕ), Арслан Сунагатовпа Максим Михайлов тата Анна Елисеева (Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал шкулĕ), Дмитрий Федоровпа Татьяна Беляева (Çтерлĕ хулинчи 5№ шкул), Дмитрий Иванов (Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ), Максим Яковлев (Авăркас районĕ, Тукай шкулĕ), Маргарита Васильева (Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ), Уралия Хакимова (Çтерлĕ хулинчи 5№ шкул), Кристина Никифоровапа Инна Алексеева тата Ольга Никитинапа Константин Петров (ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ) студентсем. Вӗсене пурне те дипломсемпе чысларĕç‚ Елена Николаева асăнмалăх кӗнекесем парнелерӗ.
– Мала тухманнисен хурланма кирлĕ мар. Конференцине хутшăнма кăмăл туни эсир пĕрле ĕç тума пултарнине пĕлтерет. Эсир пĕр-пĕр япала тума е уйласа кăларма çуралнă. Çакна асра тытăр. Пурне те пысăк тав… Пĕлетĕн-и, атте, хăçан-тăр эсĕ «вăхăт çеç кама мĕнле сума сунине кăтартса парĕ» тенĕччĕ. Вун пилĕк çул иртрĕ… Сана тата та вăйлăрах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Пирĕн йыш ÿсет, çамрăк ăру çитĕнет. Тавах сана пархатарлă ĕçÿсемшĕн, – чунне уçса калаçрĕ Елена Васильевна куççульне тытса чараймасăр.
Мероприятин сцени çине сумлă хăнасем тухса ăсчахăн ăслăлăхпа литературăри ĕçĕсем пирки чылай ăшă сăмах каларĕç. Вĕсен шутĕнче: В.В. Николаевăн тăван шăллĕ Георгий Николаев (Анапа хулинчен килсе çитнĕ), Кумертау хулинчи авиаципе производство предприятийĕн тĕп директорĕ Ольга Плохова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, «Салават» КФХ ООО директорĕ Василий Федоров, Пушкăртстан Республикинчи Чăваш Республикин полномочиллĕ экс-представителĕ Георгий Орлов, Чăваш Хурамалĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта историпе краеведени музейĕн ертÿçи Юрий Леонтьев тата ыттисем те.
Пленарлă ларăвăн программине пултарулăх ушкăнĕсен номерĕсем илем кÿчĕç. Чăваш Хурамалĕпе Пишкайăн, Нукасакпа Шланлă ялĕсенчи пултарулăх тата Мелеуз хулинчи «Зирган сар кайăкĕсем» вокал ушкăнĕсен, районти культура керменĕн «Созвездие» тата «Фантазия» ташă коллективĕсен артисчĕсем, Антон Иванов уйрăм юрăç залра ларакансене савăнăç парнелерĕç.
Мероприяти «Николаев вулавĕсем» малашне те иртессе, паллă ăсчахăн пĕчĕк Тăван çĕршывĕнче ăна халалласа палăк лартма палăртнипе, наукăпа практика конференцине ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕнче е Ĕпхÿ хулинче йĕркелеме сĕннипе вĕçленчĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.