Пур хыпар та
Конференци
27 Мартӑн , 15:00

Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр

Март уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пишпÿлекри тĕп библиотекăра «Пушкăртстанра çуралнă – Раççее чапа кăларнă» таврапĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Ăна СССР вăхăтĕнчи паллă общество деятелĕ, Антонина Ивановна Нухрат çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр

Мероприятие Пишпÿлекри музейсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Роза Гамзатовна Иванова ертсе пычĕ. Библиотека ĕçченĕсем пысăк хатĕрленÿ ĕçĕ туса ирттернĕ. Çакна Антонина Ивановна Нухрат (Матвеева) кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă курав та çирĕплетрĕ. Сăмах тухса калакансенчен Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан таврапĕлÿçĕ, 2№ шкул музейĕн ертÿçи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Андреева, А.Н. Нухратăн пĕртăванĕн мăнукĕ Надежда Павлова (Пелепей хули), Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи Марина Николаева, Чăваш наци академийĕн Пелепейри уйрăмĕн ертÿçи Рудольф Павлов çыравçă, Лидия Шурçăл поэтесса, Пишпÿлекри вулавăш ĕçченĕ Людмила Шафикова пулчĕç. Çавăн пекех конференци ĕçне Хушăлка ялĕнчи Александр Егоров поэт, Пишпÿлек районĕн «Çутă çул» хаçат ĕçченĕ Владимир Смолов, Михайловка ялĕнчи таврапĕлÿçĕ, истори вĕрентекенĕ Рамиль Минигулов, «Урал сасси» хаçат редакторĕн çумĕ Надежда Родионова, Инга Алексеева корреспондент, районти вулавăш ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Истори вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ, халĕ Пишпÿлекри 2№ шкулти музее ертсе пыракан Елена Ивановна А.Н. Нухрат кун-çулне 50 çула яхăн тĕпчет. Çак ĕçе вăл студент çулĕсенченех пуçланă, пухнă материалсем кĕнеке кăлармалăх та пур. Елена Андрееван доклачĕ залра ларакансен чунĕсене пырса тиврĕ. Ахаль чăваш хĕрĕ пысăк çынна тухса В.И. Ленинпа, Н.К. Крупскаяпа туслă пулни пурне те тĕлĕнтерчĕ тата мăнаçлантарчĕ. Репресси хумне лекмен пулсан вăл çынсемшĕн тата нумайрах ĕç тума пултарĕччĕ.
Антонина Нухратăн иккĕмĕш сыпăкри пĕртăванĕн мăнукĕ Надежда Павлова Фекла аппăшĕн аса илĕвĕсене каласа пачĕ. Мускавра пурăнакан пысăк аппăшĕ (А.И. Нухрата çапла чĕннĕ) йывăр вăхăтра тăванĕсене пурлăх енчен пулăшу парса тăнă. Пурнăçне педагогика ĕçне халалланă Надежда Ильинична хăй ÿтĕнче паллă çыннăн юнĕ чупнипе мăнаçланать.
Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи М.А. Николаева А.Н. Нухратăн 115 çулĕ тĕлне хатĕрленĕ видеопа паллаштарчĕ. Вăл пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсен еткерне тĕпчесе 2020 çулта Рудольф Павлов çыравçăпа пĕрле «Антонина Нухрат и Ираида Нарс» кĕнеке кăларнă. Марина Алексеевна малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ, Антонина Нухрат еткерне тĕпчекенсене тата хăйне пулăшакансене тав турĕ.
Рудольф Илькелри вара тĕпчев ĕçне малалла тăсса ĕмĕтре тата та çĕнĕ кĕнекесем кăларас кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕ. Çак ĕçе паллă çыннăн тăванĕсене явăçтарма сĕнчĕ.
Фатих Карим ячĕллĕ литература премине тивĕçнĕ Лидия Шурçăл поэтесса А.Н. Нухрат идейисемпе тата вăл хĕрарăмсене ирĕке кăларассишĕн пурнăçланă ĕçĕсемпе паянхи кун та усă курнине палăртрĕ.
– Акă эпир паян унăн тивлечĕпе ирĕккĕн савăнса çÿретпĕр. Хĕрарăмсен вĕренме, тĕрлĕ сферăра ĕçлеме ирĕк те, май та пур, – терĕ вăл.
Рамиль Минигулов вĕрентекен А.И. Нухратăн еткерне тĕпчесе хăй вĕренекенĕсемпе тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илни çинчен пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен конференцие пĕтĕмлетсе пухăннисем резолюци йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн, Антонина Нухрат çуралнă Мелеспуç ялне баннер, районти урамсене, пултарулăх ансамблĕсене унăн ятне пама сĕнчĕç. Резолюцие çывăх вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ патне çитерме палăртаççĕ.
Конференци тавракурăма анлăлатас енчен питĕ усăллă иртрĕ. Докладсем тулли те пуян пулнине палăртмалла. Конференци вĕçленсен те çĕршывăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă хĕрарăмăн кун-çулĕ çинчен малаллах калаçрĕç. Апла пулсан тĕпчев ĕçĕсем татах та пуласси куç кĕрет.
2016 çулта республикăра «Пушкăртстанри 100 ят» проекта хута янă. Çавсен шутне общество тата патшалăх деятелĕ Антонина Ивановна Нухрат ячĕ те кĕнĕ. Паллă çынсем çинчен документаллă фильм тухнă. Ăна интернет уçлăхĕнче тупса паллашма пулать.
Надежда РОДИОНОВА, Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек ялĕ.

Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Нухрат тивлечĕпе паянхи кун та усă куратпăр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: