

Уява республикăри тӗрлӗ хуласемпе районсенчен хутшӑнчӗҫ. Асăннă конференци кăçал 19 хут иртет, ăна кашни çулах йĕркелеççĕ.
Мероприятие Ӗпхӳ ӑслӑлӑх тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн преподавателĕсемпе студенчĕсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тухса калаçакансем çивĕч ыйтусем хускатрĕç, хăйсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
«Ибрагимов вулавӗнче» ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче ҫак студентсемпе шкул ачисем малти вырӑнсене çӗнсе илчӗҫ: 1-мĕш вырăн – Ольга Никитина, чăваш уйрăмĕн 4-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи – филологи ӑслӑлӑхĕн кандидачӗ Л.А. Афанасьева), 2-мĕш вырăн – Виктория Караськина, 9-мӗш класс вĕренекенĕ (ăслăлăх ертӳҫи – вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ С.Р. Давлетшин), Ольга Никитина, 4 мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи – филологи ӑслӑлӑхĕн кандидачӗ Л.В. Коротаева), 3-мĕш вырăн – Анна Данилова, чăваш уйрăмĕн 5-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи – филологи ӑслӑлӑхĕн кандидачӗ Л.А. Афанасьева).
Ҫакӑн йышши конференцисем студентсемшӗн те, шкул ачисемшӗн те питӗ усӑллӑ. Малашне те ҫакӑн пек мероприятисене хутшăнса ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Ольга НИКИТИНА, Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн
4 курс студентки.