Пур хыпар та
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
19 Мартӑн 2019, 14:43

«Манăн аттепе аннен вĕрентекенĕсем»

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа «Манăн аттепе аннен вĕрентекенĕсем» очерксен конкурсне ирттерчĕ. Унта Пелепейри чăваш гимнази, Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял, Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке, Ермеккей районĕнчи Суккул шкулĕсенчи вĕренекенсемпе ППУн Çтерлĕри филиалĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие учитель профессийĕпе интереслентерес, вĕрентекенсене хисеплеме вĕрентес, хамăр таврари пултаруллă çынсемпе, тăван тавралăх историйĕпе паллаштарас, çитĕнекен ăрура илемлĕхпе кăмăл-сипет туйăмне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Конкурс ĕçĕсене икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - пурнăçланă. Вĕсене хак панă чухне çак критерисене шута илнĕ: жанрăн композици тата стиль уйрăмлăхĕсене пăхăнни, темăна кирлĕ таран уçса пани, шухăша хăйне майлă аталантарни.
Чăвашла çырнă пултарулăх ĕçĕсем грамматика енчен тĕрĕс пулнине, шухăша ăнланмалла уçса панине, вĕренекенсен лексикин пуянлăхне кăтартса пачĕç. Шкул ачисемпе студентсем хăйсен очеркĕсенче учителĕн ырă кăмăлне, вăл хăйĕн профессине тата ачасене юратнине, тÿсĕмлĕ пулнине палăртнă.
Очерксене тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн чăвашла çырнă конкурс ĕçĕсене çапла хак панă:
1 вырăн – Алина Глухова, 7 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, вĕрентекенĕ - Г.В.Карпова. Очерк геройĕ – чăваш чĕлхипе литература учителĕ Елизавета Дмитриевна Миронова;
2 вырăн – Диана Сидорова, 11 класс, Ермеккей районĕ, Суккул вăтам шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.А.Иванова. Очерк геройĕ - чăваш чĕлхипе литература учителĕ Юлия Захаровна Михеева;
Кирилл Ильин, ППУн Çтерлĕри филиалĕн 3 курс студенчĕ, ертÿçи – Л.В.Коротаева. Очерк геройĕ - Иван Федорович Ванюшин, 1926 çулта çуралнă;
3 вырăн – Ангелина Чернова, 9 класс, Ермеккей районĕ, Суккул вăтам шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.А. Иванова. Очерк геройĕ – чăваш чĕлхипе литература учителĕ Николай Федорович Прохоров;
Диана Ефимова, 10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял вăтам шкулĕ, вĕрентекенĕ – Н.М.Глухов. Очерк геройĕ – Альбина Васильевна Ефимова, пуçламăш класс учителĕ (1966ç.);
Алина Федорова, ППУн Çтерлĕри филиалĕн 3 курс студенчĕ, ертÿçи – Л.В.Коротаева. Очерк геройĕ – Çтерлĕ хулинчи 29№ шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Раиса Ивановна Николаева (1954ç.);
Ольга Подобуева, 7 класс, Пелепейри чăваш гимнази, вĕрентекенĕ – В.К.Алексеева. Очерк геройĕ – Лидия Васильевна Степанова.
Алексей Васильев, 9 класс, Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.В.Игнатьева. Очерк геройĕ – чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ Владимир Иванович Матвеев (80 çулта);
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ППУн Çтерлĕ филиалĕн дипломĕсемпе наградăланă. Республика конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Тав сăмахĕ каланă.
Лариса КОРОТАЕВА.
Çтерлĕ хули.