Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
26 Ноябрӗн 2018, 13:34

Поэта тĕрлĕ чĕлхепе хисеп тунă

Толбазӑри пушкӑрт гимназинче илемлӗ сăвă вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Унта Авӑркаспа Элшей, Гафурипе Кармаскалă тата Ҫтерлӗ районӗсенчи, ҫавăн пекех Ҫтерлӗпе Ишимбай хулисенчи шкулсенче вӗренекен ачасем Рашит Назаровӑн сӑввисене пушкӑрт, тутар, чӑваш, вырӑс, акӑлчан чӗлхисемпе илемлӗн вуларӗҫ.

Йӗркелý комитечӗ конкурса Рашит Назаровӑн ҫуралнӑ кунне тата Пушкӑрт Республикине йӗркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă. Унӑн тӗп тӗллевӗсем - ҫитӗнекен ӑрӑва республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен культурипе паллаштарасси, Рашит Назаровӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе интересленес туртӑма ҫӗклесси, таса кăмăл-сипет воспитанийĕ парассипе патриотизм туйӑмне аталантарасси, литературӑра ҫитӗнýсем туса пыракан ачасене малалла хавхалантарасси.
Мероприятин сумлӑ хӑнисен шутĕнче «Учитель Башкортостана», «Агидель», «Акбузат» журналсен тӗп редакторӗсем С.Г. Каримовпа С.Н. Абузаров, Т.И. Юлдашева, Пушкӑрт патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн преподавателӗ Л.М. Хусаинова, поэтӑн тӑванӗсем пулчӗҫ.
Ҫул ÿсӗмне кура конкурс виҫӗ ушкӑна пайланчӗ: 1-4, 5-7, 8-11 классем. Ачасем сӑвӑсене тӗрлӗ чӗлхепе илемлӗн пӑхмасӑр вуларӗҫ. Ҫӗнтерýҫӗсене Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Пушкӑрт, тутар, чӑваш чĕлхине вĕрентекенсем «Наци кăларăмĕсен ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫри пӗлтерӗшӗ» ҫавра сӗтеле хутшӑнчӗҫ.
Рашит Назаров паллӑ пушкӑрт ҫыравҫи. Вӑл Авӑркас районӗнчи Турумбет ялӗнче 1944 ҫулта ҫуралнӑ. Литература ӗҫне ҫамрӑклах пуҫӑннӑ. Хайлавĕсем 4 кӗнекере пичетленнӗ. Шел пулин те уншăн салтакра пулнă ҫулсем (1963-1964çç.) синкерлĕ килсе тухнă. Йывӑр чир пултаруллӑ сӑвӑҫа литературӑран ӗмӗрлӗхех уйӑрнӑ. Поэтӑн чи лайӑх сӑввисене чӑвашла А.С.Савельев-САС пултаруллă сăмах ăсти куҫарнӑ.
Николай ГЛУХОВ,
Авăркас районĕ.
Читайте нас: