Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
3 Декабрӗн 2018, 17:00

«Miss International Ufa» титула Таджикистанри Раъно Умурзакова тивĕçнĕ

Конгресс-холл сцени çинче халăхсен илемĕпе пултарулăхĕ «Miss International Ufa» республика конкурсĕ иртрĕ. Унта вун икĕ тĕрлĕ наци хĕрĕ Ĕпхÿре пурăнакансене хăйсен культурипе паллаштарнă.

«Miss International Ufa - 2018» ята Таджикистан хĕрĕ Раъно Умурзакова çĕнсе илнĕ. 1-мĕш вице-мисс ята Пушкăртстанри Наркаяс Аралбаева тивĕçнĕ. Комисси членĕсем хак панипе номинацисене çакăн пек пайланă: «Экзотика мисĕ» - Ролли Сайн (Инди), «Туслăх мисĕ» - Екатерина Емельянова (чăваш, Пишпÿлек районĕ), «Чаплă мисс» - Раъно Умурзакова (Таджикистан), «Патриотизм мисĕ» - Аиеш Шахд Тарик Адел (Египет), «Этно мисс» - Анастасия Самигулова (удмурт, Татăшлă районĕ), «Çепĕç мисс» - Нурия Бакирова (тутар, Илиш районĕ), «Пуçаруллă мисс» - Наркаяс Аралбаева (пушкăрт, Баймак районĕ), «Хастар пике» - Чувкуди Фавор (Нигери), «Туризм мисĕ» - Назым Жанибек (Казахстан), «Кĕвĕ мисĕ» - Елизавета Рогачева (вырăс, Ĕпхÿ хули), «Куракансем килĕштернĕ мисс» - София Фролова (Адыгея).
Пуçласа иртнĕ «Miss International Ufa» конкурс тĕрлĕ çĕршыв çыннисемпе Раççей халăхĕсене пуçтарнă. Конкурсантсем хăйсемпе тăван чĕлхепе паллаштарнă, халăх юррисем юрланă, наци ташшисене кăтартса панă. Унсăр пуçне Пушкăртстан историйĕпе, культурипе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă. Конкурсчен маларах хĕрсем эрне тăршшĕ «Uraltau» отель çуртĕнче финала хатĕрленнĕ. Унта вĕсемпе хореографсем, ташăçăсем тата музыкантсем ĕçленĕ. Мероприятие Çамрăксемпе ĕçлекен федераллă агентство уйăрнă грант укçипе (проект авторĕ - Земфира Рашитова) ПР Культура министерстви тата Халăхсен туслăх çурчĕ йĕркелесе ирттернĕ.
- Проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртрĕмĕр. Финалистсем хăйсен халăхĕпе мăнаçланса та çÿллĕ шайра паллаштарчĕç, - тенĕ Земфира Рашитова.
- Паян эпир тĕрлĕ халăх культурипе тĕл пулса вĕсен вăйне туйса илтĕмĕр. Куракансем конкурсантсене ăшă сăмахсемпе тата алă çупса хавхалантарнăшăн савăнатăп. Ку юлашки конкурс ан пултăр. Пире яланах туслăх пĕрлештертĕр, - тенĕ Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ Азат Ибрагимов.
«Туслăх мисĕ» номинацие тивĕçнĕ Екатерина Емельянова çинчен тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче каласа парăпăр.
Надежда АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: