Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
11 Декабрӗн 2018, 15:32

Çывăх вăхăтра Катьăна тÿрĕ эфирта курăпăр

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир Ĕпхÿ хулинче халăхсен илемĕпе пултарулăхĕ «Мисс INTERNATIONAL UFA» республика конкурсĕ иртни, унта вун икĕ тĕрлĕ наци хĕрĕ кашни хăйĕн культурипе паллаштарни пирки çырса пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте вара «Туслăх мисĕ» ята тивĕçнĕ пултаруллă чăваш пики Екатерина Емельяновăпа тĕплĕнрех паллаштарма шантарнăччĕ.

Катя Пишпÿлек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл - Ĕпхÿри З.Исмагилов ячĕллĕ ÿнер институчĕн 4 курс студенчĕ. Презентаци вăхăтĕнче Екатерина чăваш халăхĕ, тăван халăх фольклорне пухни, хăйĕн юрлас ăсталăхĕ кукамăшĕпе амăшĕнчен куçни çинчен каласа пачĕ. Катя сăмахĕсем тăрăх, чăваш халăхĕн гербĕ çинче ялкăшакан виçĕ хĕвел, мăнаçлăн ÿсекен пурнăç йывăçĕпе ун çийĕн явăнса хăпаракан хăмла çулçи ÿкернĕ халăх нихăçан та çĕр çинчен çухалас çук.
Пултарулла хĕр çинчен питĕ нумай калама пулать. Вăл илемлĕ те илĕртÿллĕ çеç мар, питĕ пултаруллă та. Пишпÿлекри музыка шкулĕнчен «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă хĕр тăхăр класс хыççăн Ĕпхÿри искусство училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçлесен чăваш хĕрне тÿрех ÿнер институтне йышăннă. 2018 çултанпа Е.Емельянова П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул ачисене илемлĕ юрлама вĕрентет. Амăшĕпе, Пишпÿлекри «Мерчен» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçипе Людмила Васильевна Романовапа, пĕрле чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарать.
Пишпÿлек район администрацийĕ, ПР чăвашсен Канашĕ, Ĕпхÿ хулинчи «Пишпÿлекри ентешлĕх» те çак мероприятие хутшăнакан пултаруллă çамрăка май пур таран пулăшрĕç, хавхалантарса пычĕç.
Чăвашсен авалхи йăлисем халĕ те упранса юлнă. Вĕсенчен пĕри - чăваш туйĕ. Катя чăваш туйĕн пĕр пайне - хĕр ăсатнине - кăтартса пачĕ. Вăл шăрантарнă хĕр йĕрри куракансен чунне пырса тиврĕ. Çак сценăна кăтарнă чух ăна «Нарспи» чăваш халăх ансамблĕпе (ертÿçи Галина Кириллова) «Сарпи» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ (ертÿçи О.Пескова) питĕ пулăшрĕç. Суук-Чишмари историпе культура центрĕ те (С.Матвеева), Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ те айккинче тăрса юлмарĕç. Ăс-хакăл конкурсĕнче те Катьăн пĕлÿ шайĕ пысăк пулни палăрчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чăваш хĕрĕ «Туслăх мисĕ» ята тивĕçрĕ.
Мероприяти хыççăн Екатеринăна ПР чăвашсен Канашĕ, «Травы Башкирии» ООО, Ĕпхÿри тир-сăран фабрики (ОАО «Полиэдрон-Уфимской кожгалантерейной фабрики»), Ĕпхÿ хулинчи «Пишпÿлекри ентешлĕх» парнесем парса чысларĕç.
Малашне те Катьăн çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем пуласса шансах тăратпăр. Ахальтен мар ăна декабрь уйăхĕнче Мускавра иртекен Раççейри çамрăк юрăçăсен «Балалайка çеç мар!» конкурса хутшăнма йыхравланă. Ăна унта ахальтен суйласа илмен: Екатерина «Манăн Пишпÿлек» юрă клипĕпе тата «Гляжу в озера синие» юррăн кавер-версийĕпе финала тухнă. Апла пулсан ăна часах Тĕп телевидени урлă тÿрĕ эфирта курăпăр.
Эпир, ентешĕсем, Катя çĕнтерессе иккĕленместпĕр, ăна ăнăçу сунатпăр.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Читайте нас: