Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
3 Апрелӗн 2019, 13:46

«Янăравлă чĕрĕ сăмах»

Пушкăрт патшалăх университечěн Çтерлě филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедринче Пушкăртстан Республики йěркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине халалласа вěренекенсемпе студентсем хушшинче «Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсě иртрě.

Çак кун факультетра «Уçă алăксен кунě» пулнă май конкурса хутшăнакансем кăçал аслă вěренÿ заведенийěнче мěнле факультетсем, специальноçсем пуррипе, унта кěрес тесен мěнле экзамен тытмалли йěркепе паллашма пултарчěç. Конкурсăн пленарлă пайěнче хăнасем умěнче университетăн йышăну комиссийěн яваплă секретарě Н.А.Кульсарина тухса калаçрě. Тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателěсем те вěренекенсен ыйтăвěсем çине хуравларěç.
«Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсне кăçал Авăркаспа Ермеккей, Кармаскалăпа Çтерлě, Федоровка районěсенчен тата Пелепейпе Çтерлě хулисенчен 30 ытла çын хутшăнчě. Шкул вěренекенěсемпе тěрлě колледж студенчěсем чăваш халăх поэчěн П.Хусанкайăн сăвви-поэмисене тěлěнмелле илемлě вуласа пачěç. Жюри членěсем вулавçăсен актер пултарулăхне, аудиопа видео презентаци хатěрленине, наци костюмě тăхăннине, сăвва тивěçлě интонаципе, сасса улăштарса вуланине шута илчěç. Жюри членěсем хушшинче тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчěсем Н.С.Карпова, Л.В.Коротаева, чăваш уйрăмěн 3-мěш курс студенчěсем А.Корниловапа А.Назарова тата Çтерлě хулинчи 5№ гимназин вěрентекенě Г.Н.Данилов сăвăç пулчěç.
«Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсěн çěнтерÿçисемпе призерěсем пурте ППУн Çтерлě филиалěн дипломěсене тивěçрěç: Н.Иванова (9 кл., Авăркас районě, Юламан шкулě, вěрентекенě - Ю.Д.Федорова); А.Егорова (9 кл., Кармаскалă районě, Тинěскÿл шкулě, Л.Н.Павлова); Т.Павлова (11 кл.), М.Захарова (9 кл.), А.Никифорова (9 кл., Авăркас районě, Пишкайăн шкулě, Е.В. Савельева); О.Никитина (8 кл.), Е.Иванова (9 кл.), Д.Ефимова (10 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Н.М.Глухов); Д.Сидоров, Д.Федорова (9 кл., Федоровка районě, Ашкатар шкулě, Т.Н.Вальщикова); В.Крюкова (9 кл.), П.Андреева (10 кл., Ермеккей районě, Эреххěрри шкулě, Л.Г.Ильина); В.Данилова, В. Бормисова (10 кл., Çтерлě районě, Ямансас шкулě, Е.Г.Филиппова); А.Ефимова (6 кл.), А.Ефимова (3 кл., Авăркас районě, Меселпуç шкулě, А.И.Ефимова); Т.Борисова (11 кл., Пелепей хули, Пушкăрт гимнази-интерначě, З.М.Биккузина); А.Александрова (9 кл., Авăркас районě, Толбазă шкулě, А.В.Ванюшина); А.Гурьянова (3 курс, Пелепей хули, Пелепейри гуманитарипе техника колледжě, Р.М.Николаева); А.Федорова, Я.Федорова (Çтерлěри медицина колледжě, А.Р.Ибатуллина); Е.Афанасьева, Д.Ежова (ППУн Çтерлěри филиалě, ертÿçи – Н.С.Карпова); И.Архипова (1курс, Çтерлěри нумай профильлě профессионаллă колледж, М.И Карабаев).
Тутар тата чăваш филологи кафедри илемлě вулав конкурсне хутшăнакансене тав сăмахě калать.
Наталья КАРПОВА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: