Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
3 Июлӗн 2019, 14:23

Чи пултарулли – Алексей Поликарпов

Социализмла Ĕç Геройĕ Петр Васильевич Сергеев 90 çул тултарнине халалласа Пишпÿлек районĕнче «Чи пултаруллă сухаçă – 2019» район конкурсĕ иртрĕ.

Мероприятие районти трактористсен професси ăсталăхне ÿстерес, механизаторсене пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарас тĕллевпе ирттерме шутланă. Илемлĕ те кăтартуллă ĕç уявĕн пуçаруçи тата тĕп спонсорĕ – Пишпÿлек район администрацийĕ. Унсăр пуçне конкурсантсене хатĕрлес ĕçе районти 13 ял хутлăх администраци пуçлăхĕ хастар хутшăннă.
Пишпÿлек район çыннисем икĕ Социализмла Ĕç Геройĕпе - пăру пăхакан пулса ĕçленĕ Анастасия Птицинапа тата Петр Сергеев механизаторпа - тивĕçлипе мăнаçланаççĕ. Пурнăçран уйрăлса кайнă пулин те хăйсем хыççăн паллă йĕр хăварнă ĕç паттăрĕсене халăх яланах асра тытать, çитĕнекен ăрăва та вĕсем пек пулма вĕрентсе ÿстерет. Сухаçăсен конкурсне Петр Сергеева халаллани те çакнах çирĕплетет. Районти сухаçăсен пĕрремĕш фестивальне пурте пĕр саслă пулса паллă механизаторăн тăван Пăслăк ял Канашĕн çĕрĕсем çинче ирттерме палăртрĕç. Тăван тăрăхне тата техникăна чунтан кăмăллакан Александр Милютин фермер ăмăрту ирттерме пысăк тикĕс ана уйăрса панă, юртăсем лартассине, хир кухнине йĕркелессине (уçă сывлăшра хуран тулли какай яшки, пăтă, сăмаварпа чей вĕресе ларать - авт.) хăй çине илнĕ.
Конкурс кунĕ фестиваль ирттерме уйăрнă анан пĕр кĕтесĕнче тĕрлĕ ялтан килсе çитнĕ тракторсем иртенпех кĕрлерĕç. Таврана кăвайт тĕтĕмĕ сарăлнă. Кунта трактористсемпе Максим Горький ячĕллĕ колхозри ветеран-механизаторсем, судьясемпе артистсем валли апат пĕçереççĕ.
Çынсем кирек епле йывăр ĕç тунă чухне те мĕн авалтанах юрланă. Çавна май мероприятие районти Культура çурчĕн, «Парус» физкультурăпа сывату центрĕн, Каменкăпа Пăслăк культура çурчĕсенчи хăйпултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем килсе çитнĕ. Вĕсене валли ятарласа çуллахи сцена та хатĕрленĕ. Куракансем пирки те манман, лармалли вырăнсем туса панă. Кунта Максим Горький ячĕллĕ колхозăн ветеран механизаторĕсем, Ĕç Геройĕн Петр Сергеевăн йышлă тăванĕсем, ял хутлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсем вырнаçнă.
«Чи лайăх сухаçă – 2019» район ăмăртăвĕн ялавне çĕклеме Пăслăк ялĕнчи ПР тава тивĕçлĕ механизатор Владимир Александрович Павлов тата Ĕç Геройĕн ывăлĕ Виталий Петрович Сергеев тивĕçрĕç.
Ун хыççăн сумлă хăнасене сăмах пачĕç.
- Эпир манăçа тухнă çĕр ĕçченĕн конкурсне çĕнĕрен пуçарса яратпăр, - терĕ район администрацин пуçлăхĕ Наиль Гатауллин. – Пирĕн сухаçăсене, акакансене, тухăç пуçтаракансене çитĕнтермелле, хисеплемелле. Мĕншĕн тесен вĕсем - çĕршывăн стратегиллĕ запасне тăваканĕсем.
Çавăн пекех сăмах калакансен шутĕнче Пишпÿлек районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп палли» орденĕсен кавалерĕ, 14 медале, ВДНХан ылтăн медальне тивĕçнĕ, кăçал 90 çул тултарнă Александр Демьянович Леонтьев, Ĕç Паттăрĕн ывăлĕ Виталий Петрович Сергеев пулчĕç. Сергеевсен пысăк та туслă çемйи пĕрремĕш вырăн йышăнакан тракторист валли парнелĕх телевизор хатĕрленĕ. Пăслăк ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Юрий Васильев конкурса епле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ тата конкурсантсене ăнăçу сунчĕ.
Фестивале 16 тракторист хутшăнчĕ.Конкурсантсен шутĕнче виçĕ корпуслă сухапуç çакнă тракторсемпе нумай çул хушши ĕçлесе курнă пысăк опытлă механизаторсем те, çамрăк сухаçăсем те пулчĕç. Тĕслĕхрен, Пелепейри механизаципе электрофикаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче вĕренекен вун сакăр çулхи Динар Леонтьев тепĕр уйăхран кăна диплом илет-ха, апла пулин те трактор çинче çĕнĕ çын мар вăл. Техникăна лайăх пĕлет тата ăна шанчăклă çÿретет. Ашшĕне мĕн пĕчĕкренех пулăшнă ача кабинăрах ÿснĕ тесен те йăнăш мар. Михайловка ялĕнчи Виталий Васильев вара 65 çулта, анчах ăна никам та ÿсĕмĕпе ун чухлĕ памасть. Вăл сăнĕпе те çамрăк, чунĕпе те хавас.
Çавăн пекех фестивалĕн тĕп парнине çĕнсе илме хăйсен шанчăклă хурçă учĕсемпе П.В. Сергеевăн ентешĕсем - Пăслăк ялĕнче пурăнакан ашшĕпе ывăлĕ, Леонид тата Алексей Поликарповсем, А.Н. Милютинăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан Сергей Игнатьев - хутшăнчĕç. Вĕсен тракторĕсем ытти нумай техника хушшинче лайăх пăхнипе уйрăлса тăчĕç. Унсăр пуçне вĕсене кондиционерсем те лартнă.
- Çемьепе Пишпÿлекре пурăнатăп пулин те хама чăн-чăн Пăслăк çынни тесе шутлатăп, - тет Пишпÿлекри районсем хушшинчи суд водителĕ пулса ĕçлекен, çав вăхăтрах уйрăм предприниматель Валерий Новиков. - Манăн аттепе анне те ĕмĕрĕ тăршшĕпе çак пысăк та ĕçчен чăваш ялĕнче пурăннă. Петр Васильевич Сергеев манăн кукка пулать.
Унăн уйрăм хуçалăхĕнче 100 ытла гектар çĕр шутланать. Ăна кăпкалатма тата выльăх апачĕ хатĕрлеме çĕр ĕçченĕн тыр-пул акса ÿстермелли прицеплă МТЗ трактор пур.
Малалли хаçатăн 27№.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: