Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
9 Октябрӗн 2019, 13:24

Тÿртуллĕ ялĕ «Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял – 2019» конкурсăн финалĕнче

Ĕпхÿре «Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял - 2019» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Çак тĕлĕнмелле проектăн йĕркелÿçисем – «Пушкăртстан Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕ» тата «БСТ» телеканал. Конкурса вырăнти ял таврашĕсенчи хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕсене аталантарас, ялсене хăт кĕртес тата ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерес, вырăнти пуçарусене ырласа йышăнас, граждансене патриотла воспитани парас, тăван тавралăха упрама вĕрентес, ял территорийĕсене çул çÿревçĕсемшĕн илĕртÿллĕ тăвас тĕллевпе ирттереççĕ. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансенчен пурĕ 48 заявка килнĕ.

Ялсен тулаш сăн-сăпачĕсĕр пуçне конкурс комиссийĕ ял çыннисем пĕрле тăвакан ĕçсене епле хутшăннине, вĕсен хастарлăхне, социаллă яваплăхне, вырăнти йăла-йĕркесене упраса хăварма тата туристсемшĕн илĕртÿллĕ тума тăрăшнине шута илеççĕ.
Килнĕ материалсене пăхса тухнă, вĕсене сÿтсе явнă хыççăн комисси вунă чи лайăх яла суйласа илнĕ. Финалистсен шутне Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ чăваш ялĕ те лекнĕ. Çакă пире, чăвашсене, уйрăмах савăнтарать. Ял çĕнтерÿçĕ шутне кĕме чăннипех те тивĕç. Виçĕ енчен ăна «Тÿртÿллĕ варĕ» çут çанталăк палăкĕ çавăрса илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 44 гектар. Асăннă тăрăхра 600 пин тĕрлĕ йывăç тата тĕмеске ÿсет, тăхăр кÿлĕ сарăлса выртать. Тахçан авал, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, Ю.Ф Косоуров ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ тата Раççей тава тивĕçлĕ вăрманçи, шкул ачисемпе тата ял çыннисемпе ишĕлекен варсемпе çырансене упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Унăн ĕç опычĕпе паллашма хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕршывсенчен (Канада, Германи, Корея) килекенсем те пулчĕç.
Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕпе пĕрле иккĕмĕш тапхăра Учалă районĕнчи Наурузово, Кугарчă районĕнчи Таваканово, Ишимбай районĕнчи Макарово, Çтерлĕ районĕнчи Талачево, Çтерлĕпуç районĕнчи Янгурча, Салават районĕнчи Алькино, Караидель ялĕнчи Явгильдино, Мишкин районĕнчи Сосновка, Ĕпхÿ районĕнчи Лекаревка ялĕсем тухнă. Иккĕмĕш тапхăр октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшчен, интернет сасăлав урлă пырать. Çав вăхăтра «БСТ» телеканалта çĕнтерÿсен презентацийĕсене те кăтартĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Шаран районĕ,
Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: