Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
20 Ноябрӗн 2019, 14:26

Марина Васильева «Мисс Интернет» титула тивĕçнĕ

Иккĕмĕш хут Ĕпхÿре халăхсен илемĕпе пултарулăхĕн «Мисс International - Ufa - 2019» республика конкурсĕ иртрĕ. Кăçалхи мероприятие Туслăх çурчĕ 25 çул тултарнине халалланă.

Пушкӑртстанра пурӑнакан чăваш пики Марина Васильева та «Мисс International – Ufa» (Тӗнче тетĕлӗнчи хитре хӗр) конкурсра тупӑшнă.
Марина Васильева - чӑваш, 23 ҫулта. Малтан вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Октябрьскинчи музыка коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет, халӑх юррисене шӑрантарас пултарулӑха туптать. Ӗпхӳри Культура керменӗнче юрӑҫ пулса ӗҫлет. Финалта чӑваш хӗрӗ «Илемлӗ» юрра шӑрантарнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ «Мисс International - Ufa - 2019» ята Ĕпхÿри Е.Исмагилов ячĕллĕ ÿнер институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Ленария Хасанова тивĕçнĕ. 1-мĕшпе 2-мĕш вице-мисс ятсене Кăркăстан хĕрĕ Айназ Усенкановапа Ангола представителĕ Франку Гизела Албину çĕнсе илнĕ. Соцсетьсенчи онлайн сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх «Мисс Интернет» титула чăваш хĕрне Марина Васильевана панă.
Конкурса Пушкăртстан Республикинче пурăнакан 18-28 çулхи хĕрсем‚ 12 наци представителĕ, хутшăннă.
Кăçалхи çул тĕрлĕ наци хĕрĕсенчен 60 заявка килнĕ. Финала вара 12 хĕр çеç тухнă. Вĕсем пĕтĕм тĕнчери 12 халăхăн культурине кăтарса панă. Куракансемпе жюри членĕсене хăйсен пултарулăхĕпе илемне Ангола‚ Куба‚ Китай‚ Армени‚ Азербайджан‚ Грузи‚ Инди‚ Кăркăстан‚ Чăваш Ен‚ Тутарстан‚ Пушкăртстан‚ Раççей представителĕсем паллаштарнă. Хĕрсем тĕрлĕ фотосессисемпе видеосъемкăсене хутшăннă‚ хореографипе вокал‚ актер пултарулăхĕпе дефиле тата визажист ăсталăхĕсене ăша хывнă. Пресс-конференцине пикесем наци тумĕсене тумланса хăйсем пĕçернĕ наци апачĕсемпе килсе çитнĕ. Залра пухăннисем тутар учпочмакне‚ вырăс икерчине‚ чăваш халăхĕн хуплăвне‚ пушкăрт бишбармакне‚ азербайджан кутапне‚ ангол кошинэ‚ грузин хинкалине‚ армян шаурмине‚ инди пылакĕсене тата кăркăс каймакне‚ коротне ас тивсе пăхма тултарнă.
«Мисс International – Ufa» конкурсра хĕрсем виçĕ тапхăрта ăмăртнă: пушкăрт культурине епле пĕлнине тĕрĕслекен ăс-хакăл ăмăртăвĕ‚ Вероника Мартынова дизайнер хатĕрленĕ халăх тумĕн тата спортăн 12 тĕсĕн кăтартăвĕ. Унсăр пуçне вĕсем Гала-концертра пушкăрт ташшине ташланă.
- Мероприяти хăйне евĕрлĕ шутланать. Унта хутшăнакансем - чи илемлисем. Конкурс тĕллевĕ – республикăри халăхсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетесси. Вăл çамрăксен пуçарулăхĕпе иртнине палăртма кăмăллă. Уйрăмах Земфира Рашитована палăртса хăвармалла. Вăл асăннă проектпа иккĕмĕш çул грант илме тивĕçрĕ. Мероприяти çулсерен‚ масштаблă иртессе‚ вăл бренд пуласса шанатăп‚ – тенĕ Туслăх çурчĕн директорĕ Ильгиз Султанмуратов.
Илемлĕх ăмăртăвĕ «Мисс International – Ufa» проект тата Туслăх çурчĕ çумĕнчи Çамрăксен канашĕн ертÿçи Земфира Рашитова «Таврида» форумĕнче çĕнсе илнĕ грант укçи-тенкипе йĕркеленĕ.
- Ман шутпа‚ çакăн пек мероприяти пирĕн республикăра пулмалла. Вăл халăхсен хушшинчи çамрăксен лапамĕ шутланать тесен те йăнăш пулмасть. Çак проект малашне те вăй илтĕр тесе эпир тăрăшăпăр‚ – тесе палăртнă Земфира. – Хĕрсем икĕ эрне хушшинче питĕ туслашрĕç. Сăмахран‚ Китай пики чăваш тата пушкăрт юррисене вĕренчĕ. Кăçалхи конкурс пĕлтĕрхинчен те илемлĕрех пулчĕ. Кашни хĕр хăйĕн халăхĕн йăли-йĕркисене кăтартса пачĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: