Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
11 Декабрӗн 2019, 13:31

Авăркас район ачисем – «Юннат-2019» фестиваль çĕнтерÿçисем

Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри «Земле жить!» фестиваль программипе килĕшÿллĕн «Юннат – 2019» Пĕтĕм Раççейри конкурс иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ачасем ăмăртнă.

«Юннат» конкурсăн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене аграри наукисемпе, ял хуçалăх производствипе интереслентересси. Вĕсене пурнăçланă май ачасем тÿрремĕнех опытпа тĕпчев, проект ĕç-хĕлне хутшăнаççĕ. Конкурс Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерстви пулăшăнипе, Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политики тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен комитет, Çут çанталăк еткерне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен Канаш, «Нацин çут çанталăк еткерĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организаци, Ачасен федераллă экологипе биологи центрĕ хутшăннипе иртнĕ. Конкурсра Раççейĕн 43 регионĕнчен килнĕ 200 ытла вĕренекен хăйсен ĕçĕсене 13 номинацире хÿтĕленĕ.
«Юннат - 2019» конкурс маларах кашни регионта уйрăм иртнĕ. Унăн çĕнтерÿçисем Пĕтĕм Раççейри «Юннат - 2019» конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Çав шутра Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял, Пишкайăн, Нукасак шкулĕсенче вĕренекенсем те пулчĕç. Вĕсем хăйсене тивĕçлипе кăтартрĕç. «Тыр-пул çитĕнтересси» номинацире Пишкайăн шкулĕнче 9 класра вĕренекен Дмитрий Иванов (вĕрентекенĕ – М.В. Петрова), «Уйрăм хушма хуçалăх» номинацире Нукасак шкулĕн вĕренекенĕ Денис Осипов (Л.Ф. Осипова), «Симĕс технологипе стартапсем» номинацире Çĕньял шкулĕн 9 класс вĕренекенĕ Ольга Никитина (Р.Т. Волкова), «Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртнĕшĕн тата тыр-пул ÿстерес ĕçре хăш-пĕр культурăсен тухăç тата пахалăх кăтартăвĕсем пысăк пулнишĕн» номинацире Пишкайăн шкулĕнче вĕренекен Сергей Петров (М.В. Петрова) малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Мала тухнисен ячĕсене Пĕтĕм Раççейри «Земле жить» ачасемпе çамрăксен экологи фестивальне хупнă церемонире пĕлтерчĕç. Пур ачана тата вĕсен ертÿçисене конкурс дипломĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
Людмила МАРКИНА. Авăркас районĕ.
Читайте нас: