Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
19 Нарӑсӑн 2020, 16:21

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурс

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» чăваш çыравçисен прозипе хатĕрленĕ видеоинсценировкăсен Регионсем хушшинчи ачасемпе çамрăксен V-мĕш видеоконкурсĕн ПОЛОЖЕНИЙĔ.

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» чăваш çыравçисен прозипе хатĕрленĕ видеоинсценировкăсен Регионсем хушшинчи ачасемпе çамрăксен V-мĕш видеоконкурсĕн ПОЛОЖЕНИЙĔ.
1. Конкурсăн тĕллевĕсем:
Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма пулăшасси, ачасен чун-хавал пуянлăхне театрпа кино урлă калăпласси, тăван халăхăн историйĕпе культурине упрама хăнăхтарасси, ачасен ашшĕ-амăшне тата педагогсене, культура тата библиотека системинче ĕçлекенсене чăваш культурине аталантарас ĕçе активлăрах хутшăнма майсем туса парасси тата шкул çулне çитеймен ачасен тата шкул ачисен вĕренÿ программи валли видеоматериалсем хатĕрлесси пулса тăрать.
2. Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ, Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕ, Чăваш Республикин кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕ
3. Конкурса хутшăнакансем
Видеоинсценировкăсен конкурсне кирек кам та хутшăнма пултарать. Видеоконкурса хутшăнас тесен интернетри файл управçисенчи видеон каççипе пĕрле заявка (1-мĕш хушăм) тата уйрăм çын даннăйĕсемпе усă курмалли ирĕке (2-мĕш хушăм) ярса памалла.
4. Конкурса хутшăнмалли ĕç
- Шкул тата шкул çулне çитмен ачасен вĕренÿ программине кĕрекен чăваш çыравçисен прозăлла хайлавĕсен пĕр-пĕр эпизодне е пайне инсценировка туса, сцена çинче е чăн вырăнта лартса е выляса парса видео ÿкермелле;
- видеора чăваш çыравçин тата унăн произведенийĕн, инсценировка (сценари) çыраканăн, режиссерăн, операторăн, актерсен тата ытти хутшăнакансен ятне-шывне ятарласа кăтартмалла;
- видео 3 минутран кая мар пулмалла.
5. Конкурс условийĕсем
Видеоинсценировкăсен конкурсне 2020 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31- мĕшĕччен ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕсене апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче саламлаççĕ.
Хутшăнакансен ушкăнĕсем: аслисемпе шкул çулне çитмен ачасем; аслисемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсем; аслисемпе тĕп шкулта вĕренекенсем; аслисемпе вăтам шкулта вĕренекенсем е студентсем (17-25 çулхисем); пултарулăх ушкăнĕсем (25 çултан аслисем, ачасемсĕр).
Номинацисем: «чи лайăх актер», «чи лайăх актриса», «чи лайăх сценарист», «чи лайăх режиссер», «чи лайăх оператор», «чи лайăх коллектив», «чи лайăх илемлĕх мелĕсемшĕн».
Конкурса йĕркелекенсем номинацисен тата ушкăнсен хисепне кирек хăш еннелле те улăштарма пултараççĕ.
Хатĕр видеоматериала файл управĕн сервисĕсене (Яндекс.Диск, Облако Mail.Ru тата ыт. те) кăларса хумалла, каççине заявкăпа тата хутшăнакан даннăйĕсемпе усă курмалли ирĕкпе пĕрле [email protected] электрон адреспа ярса памалла.
6. Жюри
Конкурса ярса панă ĕçсене ятарлă жюри хаклать. Жюри йышăнăвĕ татăклă, ăна никам та тепĕр хут пăхса тухмасть, йышăнăва улăштармасть.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене ăна йĕркелекенсен официаллă сайчĕсенче пичетленеççĕ. Хутшăнакансен сертификачĕсене «Шкулта» интернет журналта уçса илме пулĕ.
7. Хушма условисем
Заявкăсăр тата кашни хутшăнаканăн уйрăм çын даннăйĕсем пирки калакан заявленийĕсĕр ярса панă видеоматериала конкурса йышăнмаççĕ.
Конкурса услам тăвас тата тупăш илес тĕллевпе ирттермеççĕ. Вăл хутшăнакансемшĕн тÿлевсĕр иртет. Транспорт тăкакĕсене конкурса хутшăнакансем хăйсемех саплаштараççĕ.
Финанс ыйтăвĕсене ăна ирттерекенсем хăйсем тĕллĕн татса параççĕ. Конкурс ирттернĕ чухне спонсорсен пулăшăвĕпе, ырă çынсем куçарнă укçапа усă курма пултараççĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ çинчен конкурса ирттерекенсем массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерме тивĕçлĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе хисеплĕ вырăн йышăннисене дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантараççĕ. Ярса панă ĕçе конкурса мĕншĕн йышăнманнине конкурса йĕркелекенсем пĕлтермеççĕ, ĕçсене пăхса тухмаççĕ. Конкурса йышăннă материалсене «ШкулТВ» (YOUTUBE видеохостинг) каналта тупма пулать.
Конкурса хутшăнакансем хăйсем хутшăннипех конкурса ярса панă видеоматериалсемпе ирĕклĕн усă курма юранине пĕлтереççĕ, анчах конкурса йĕркелекенсен видеоматериала хăйсен ĕçĕнче кăна усă курма юрать, ытти организацисене, çынсене пама юрамасть.
Читайте нас: