Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
26 Нарӑсӑн 2020, 16:42

«Юрлакан ял»

Нумаях пулмасть Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи культура çуртĕнче «Юрлакан ял» вокал пултарулăхĕн республика конкурсĕн район этапĕ иртрĕ.

Пултаруллă çынсене вокал йăли-йĕркине явăçтарасси‚ ял-саласенче хăй евĕрлĕ юрлакан ушкăнсемпе пĕччен юрлакансене тупса палăртасси‚ ял халăхĕн пултарулăх пуçарулăхне йĕркелессси конкурсăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăчĕç. Çавăн пекех юрă тĕслĕхĕсене пухасси тата пропагандăласси‚ юрă-ташă ушкăнĕсене тата пĕччен юрлакансене хăйсен опычĕпе паллаштарма лапамсем йĕркелесси те кĕрет.
Пултарулăх ăмăртăвĕ Тÿртÿллĕ ял Канашне кĕрекен культура учрежденийĕсенчи хăй пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсен сцена çинчи ăсталăхне хак пачĕ.
Конкурсăн чаплă церемонине район администрацин культура тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Артур Габдуллин‚ Тÿртÿллĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ Лейсян Гибатова тата хисеплĕ жюри членĕсем хутшăнчĕç.
Конкурсантсем эстрада тата халăх юррисене шăрантарчĕç. Куракансем вара вĕсене пурне те тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Кашни конкурсант кăмăллă янракан сасăпа‚ энергетикăпа тата кĕвĕ хайлавне хăйне евĕрлĕ шăрантарнипе уйрăлса тăчĕ.
Çавăн пекех кÿршĕрен килнĕ Л.Петрова тата Т.Бакирова актер ăсталăхне кăтартса конкурс программине пуянлатрĕç, пухăннисене савăнăç парнелерĕç.
Кашни ялтах юрра-ташша ăста çынсем пур. Пултарулăх ăмăртăвне Тÿртÿллĕ ялĕнчи культура çуртĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача-пăча ушкăнĕ (ертÿçи – З.Георгиева) туслăх вăйă картипе уçрĕ. Ачасем музыка конкурсĕн «хапхине уçнă» май‚ «Шевле» хĕрарăмсен ушкăнне (ертÿçи – Г.Михайлов) сцена çине йыхравларĕç. Шевлесем жюри членĕсене «Метут снега‚ бушуют вьюги» лирика юррипе куракансене тыткăна илчĕç. Çак клуб пĕрлешĕвĕ (унăн йышĕнче нумай çул хушши З.Волковапа Р.Андреева‚ Л.Алексеевапа Л.Быкова тата В.Михайлова юрлаççĕ) «Эх‚ юррăм янăра» хаваслă чăваш юррине те шăрантарчĕç.
«Асамат кĕперĕ» ачасен вокал ушкăнĕ те ăсталăх енĕпе аслисенчен кая юлмарĕ. Унăн пайташĕсем – З.Хабировапа В.Казакова‚ Д.Михайловапа К.Тихонова‚ Д.Федотовапа В.Чернова – «Хорошее настроение» тата «Росиночка-Россия» юрăсемпе куракансене савăнтарчĕç. Сцена çине пĕрремĕш хут тухнă Павел Волков та пухăннисене вокал тата артист ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
Юрă-кĕвĕ конкурсне хутшăнакансене тата вĕсене пулăшу пама килнĕ çынсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Зоя ГЕОРГИЕВА‚
культорганизатор.
Шаран районĕ‚
Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: