Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Конкурс
25 Мартӑн 2020, 12:28

«Ачалăхăн хăрушсăрлăхлă çулĕ»

Çтерлĕ хулинче «Ачалăхăн хăрушсăрлăхлă çулĕ» КВН республика конкурсĕн çурма финалĕ иртрĕ. Унта ПР пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен командисем хутшăнчĕç. Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – агитаципе вăйă урлă çул-йĕр правилипе çыхăннă пропаганда ĕçне йĕркелесси.

Асăннă конкурсра Федоровка район чысне Урал шкулĕ - «Призрачный гонщик» ушкăн - хÿтĕлерĕ. Команда йышĕнче 10 класс вĕренекенĕсем пулчĕç (ертÿçисем - В.А. Дементьевпа П.Е. Федоров).
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ «Çул-йĕр правилисем енне çул тыт» ятпа иртрĕ. Унта командăсем куракансене хăйсемпе паллаштарчĕç. «Инспектор пулас тесен» тапхăрта вара ушкăнсен капитанĕсем ăмăртрĕç. Юлашкинчен конкурсантсене «Пулас водительсене тест-драй» фристайл-конкурс кĕтрĕ. Унта КВН командисене тĕрлĕ жанрпа выляма ирĕк пачĕç.
Пĕтĕмĕшле КВН кулăш вăййин йăлисене пăхăнса иртрĕ. Ачасем çивĕч шÿтлерĕç‚ хăйсен ролĕсене пултаруллă вылярĕç. Жюри членĕсем çÿлерех асăннă темăсене шÿтсем урлă епле уçса панине‚ командăсен актер ăсталăхне‚ вĕсен кулăшĕсене‚ номерсем КВН вăййин формачĕпе килĕшсе тăнине хакларĕç. Конкурса килнĕ кашни команда хăйĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартса пама тăрăшрĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чух жюри членĕсем пур хутшăнакансене те тав турĕç. Вĕсем кашни командăн çĕнĕлĕхĕпе шÿтне‚ харпăр хăй тăрăшнине‚ конкурса çуллĕ шайра хатĕрленнине‚ вĕренекенсен хастар кăмăлне‚ çул-йĕр правилисене лайăх пĕлнине палăртса хăварчĕç.
Районсем хушшинче «Призрачный гонщик» команда III вырăн çĕнсе илчĕ. Ăна тата унăн капитанне мала тухнă ятпа‚ конкурса активлă хутшăннăшăн ПР ГИБДД ШĔМ управленийĕн Дипломĕсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне пирĕн команда Çтерлĕ хула Администрацийĕн Дипломне те илме тивĕçрĕ.
Эпир команда участникĕсене тата çул çÿреве тухма пулăшакансене чунтан тав тăватпăр.
Елена НИКОЛАЕВА.
Федоровка районĕ‚
Урал ялĕ.
Читайте нас: