Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
27 Октябрӗн 2021, 10:31

Сакăр шкул ачи конкурс лауреачĕ пулса тăнă, çав шутра чăваш маттурĕ те пур

«Раççей почти» çулсерен иртекен ача-пăча çырăвĕсен XIX Пĕтĕм Раççейри конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Сакăр шкул ачи конкурс лауреачĕ пулса тăнă, çав шутра чăваш маттурĕ те пур
Сакăр шкул ачи конкурс лауреачĕ пулса тăнă, çав шутра чăваш маттурĕ те пур

Конкурса «Раççей Почти», М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ (МГУ), Раççей çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕ, Раççей Писательсен союзĕ йĕркелет. Пултарулăх ăмăртăвĕ темиçе тĕрлĕ номинаципе иртет. Услови тăрăх шкул ачисем çыру евĕрлĕ сочинени çыраççĕ, вĕрентекенсем çыру урокĕн планне ярса параççĕ.
Кăçал «Чи лайăх çыру урокĕ» конкурсра 55 ачапа ултă вĕрентекен çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсем пулса тăнă. Çав шутра Пушкăртстанри сакăр шкул ачипе пĕр вĕрентекен те пур. Вĕсем – Мраково ялĕнчи Элина Халитовапа Софья Волкова, Бураевăри Алина Габдуллинапа Илнур Закиров, Толбазăри Элина Гилязетдинова, Çтерлĕ хулинчи Ульяна Чаплыгина, Буздяк районĕнчи Кивĕ Буздякри Айгиз Кинзекеев, Мияки районĕнчи Канбеково шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература учителĕ Амина Ибрагимова тата Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнче 7 класра вĕренекен Александр Семенов.
Саша – пур енĕпе те пултаруллă ача. Математикăна питĕ кăмăллать, робототехникăпа та интересленет. Вăл спортпа туслă, юлташĕсемпе пĕрле баскетбол секцине çÿрет, чĕлхе урокĕсене те кăмăллать.
Пирĕн республикăри участниксем ытларах Социаллă тата культура фончĕ сĕннĕ «Телейлĕ çемье рецепчĕ» (20% ытла ĕç), РФ Хÿтĕлев министерствипе «Юнармия» ачасемпе çамрăксен çарпа патриотизмăн обществăлла юхăмĕ тăратнă «Çĕршыва хÿтĕлемелли професси пур» (19%), М.В. Ломоносов ячĕллĕ асла шкулăн «Манăн юратнă литература геройĕ» (19%) темăсене суйласа илнĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – ачасене хăйсен шухăшĕсене тĕрĕс уçса пама вĕрентесси, вĕрентекенсене çыру урокĕн яланхи пек мар методикине хатĕрлеме, пултарулăхĕсене аталантарма май туса парасси. Проект географийĕ питĕ анлă – Калининградран пуçласа Владивостока çити. Вун тăхăр çул хушшинче конкурса пурĕ икĕ миллион çын хутшăннă.
Иртнĕ çулсенчи конкурссенче мала тухнă ĕçсем 18 кĕнекерен тăракан «С чего начинается Родина? Детские письма о главном» сборнике кĕнĕ. Тиражĕ – 40 000 пин экземпляр. Сборникри пĕр кĕнеке «У меня живет Амурский тигр» «Çулталăк кĕнеки» наци конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пушкăртстанра конкурс ПР Вĕрентÿпе наука министерстви пулăшнипе иртет. Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене пурне те мероприятие йĕркелекенсем хатĕрленĕ дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслĕç.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: