Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
8 Декабрӗн 2021, 10:56

Суйласа илнĕ темăсем те, ăсталăх шайĕ те тĕрлĕрен

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче кăçал та йăлана кĕнĕ «Çамрăк журналист» пултарулăх конкурсĕ иртрĕ.

Суйласа илнĕ темăсем те, ăсталăх шайĕ те тĕрлĕрен
Суйласа илнĕ темăсем те, ăсталăх шайĕ те тĕрлĕрен

Пиллĕкмĕш хут йĕркеленекен республикăри пултарулăх ăмăртăвĕ октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен пычĕ. Географи тăрăх пăхсассăн, çамрăк журналистсен ĕçĕсем (сăмах чăвашла çыракансем пирки çеç пымасть – авт.) хамăр регионăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, Тутарстан Республикинчен те килсе çитнĕ. Конкурса пушкăрт, тутар, чăваш чĕлхисемпе çыракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 6-11 класс ачисем, ятарлă тата аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсем ĕçсем тăратнă. Пултарулăх конкурсĕ малтанхи çулсенчи пекех икĕ номинаципе – «Текстсем» тата «Видео» – иртрĕ.
Шел пулин те, кăçал чăвашла çыракан çамрăк журналистсенчен 13 ĕç çеç илтĕмĕр. Иртнĕ çул 31 ĕç тăратнине шута илсен çак хисеп икĕ хут ытла сахалрах. Вун виçĕ ĕç те «Текстсем» номинацире. «Видео» номинацие хутшăнма кăмăл тăвакансем кăçал пачах та пулмарĕç. Чăваш чĕлхипе çыракансен конкурсне хутшăннисем Куюргазă, Кармаскалă, Авăркас, Мияки, Пишпÿлек районĕсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илеççĕ. Тăваттăшĕ – Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕн студенчĕсем. Шкул ачисен ĕçĕсене ÿсĕмĕсене кура икĕ ушкăна уйăрнă: вăтам (6-7 классем) тата аслă (8-11 классем). Конкурса хутшăнакансене ачасен, çулĕ çитмен ачасен тата çамрăксен пурнăçĕ; ача-пăча клубĕсем, студийĕсем, клубсем, секцийĕсем, командисем; интереслĕ çынсем, çемье, ашшĕ-амăшĕ, ачисем; манăн çĕршыв, республика, хула, урам, манăн юратнă писатель (поэт, прозаик, драматург) темăсем суйласа илме сĕннĕ.
Авăркас тăрăхĕнчи 8 класра вĕренекен Анастасия Ефимована тăван чĕлхе малашлăхĕ канăç памасть пулсан, Мияки тăрăхĕнчи Кекен шкулĕн вĕренекенĕ Полина Шуркова «малашлăх иртнине хаклама пĕлсен çеç пулать» тет. Авăркас тăрăхĕнчи Анастасия Леонтьевапа (Чăваш Хурамал шкулĕ) Ольга Никитина (Çĕньял) ял историйĕпе ăру-тăванлăх темине хускатаççĕ. Куюргазă районĕнчи Павловка шкулĕн вĕренекенĕ Данила Федоров çемье темине суйласа илнĕ. Анастасия Иванова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Анастасия Данилова (Авăркас районĕ, Пишкайăн) тата Анастасия Сидорова (Авăркас районĕ, Юламан) «Манăн юратнă çыравçă» темăна уçса панă. Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнчи Александр Федоров Тăван çĕршыва, уйрăмах хăй çуралнă тăрăхне чунтан юратнине илемлĕн сăнланă. Вĕренекенсенчен кашниех хăйсен умне лартнă темăна уçса пама тăрăшнă, чĕлхе пуянлăхĕ, грамматика енчен те шкул ачисен пĕлÿ шайĕ начар мар темелле. Конкурса хутшăннă пур вĕрентекене те чунтан тав тăватпăр, çитес çул конкурса ытларах çамрăк хутшăнасса шанатпăр.
Студентсен ĕçĕсем те çÿллĕ шайра пулнине палăртма кăмăллă. Анастасия Федорова Федоровка тăрăхĕнчи кĕвĕ ăстисем, музыка инструменчĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Анфиса Салиховапа Константин Петров чăваш чĕлхи, унăн малашлăхĕпе çыхăннă темăна хускатнă. Кристина Никифорован ĕçĕ тĕпчев майлă. Вăл самаях йывăр тема суйласа илсе паянхи çамрăксен пурнăçне сăнласа пама тăрăшнă.
Пур ĕçе те сумлă жюри членĕсем пăхса тухса хак пачĕç. Çав шутра – ППУ Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем Л.В. Коротаевапа Л.А. Афанасьева, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕпе яваплă секретарĕ Ю.Н. Михайловпа Н.К. Родионова. Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисене пурне те ятарлă дипломсем парса чыслĕç. Конкурса килнĕ чи лайăх ĕçсене иртнĕ çулхи пекех «Урал сасси» хаçатра пичетлĕпĕр.
Халĕ сире конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллашма сĕнетпĕр.
«Текст» номинаци, 6-7 класс:
I вырăн – Анастасия Иванова, 7 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, ертÿçи – Людмила Павлова;
II вырăн – Анастасия Данилова, 7 класс, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ, ертÿçи – Елена Савельева;
III вырăн – Полина Шуркова, 7 класс, Мияки районĕ, Кекен шкулĕ, ертÿçи – Людмила Иванова.
«Тăван чĕлхене юратни» номинаци çĕнтерÿçи – Данила Федоров, Куюргазă районĕ, Павловка шкулĕ, ертÿçи – Галина Егорова.
«Текст» номинаци, 8-11 класс:
I вырăн – Анастасия Сидорова, 8 класс, Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, ертÿçи – Юлия Федорова;
II вырăн – Ольга Никитина, 11 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, ертÿçи – Николай Глухов;
III вырăн – Анастасия Леонтьева, 8 класс, Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал шкулĕ, ертÿçи – Юрий Леонтьев.
«Тăван чĕлхене юратни» номинаци çĕнтерÿçи – Анастасия Ефимова, 10 класс, Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ, ертÿçи – Алена Ефимова.
«Патриотизм туйăмĕ вăйлă пулнăшăн» номинаци çĕнтерÿçи – Александр Федоров, 9 класс, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, ертÿçи – Ираида Степанова.
«Текст» номинаци, студентсем:
I вырăн – Анастасия Федорова, III курс, ППУ пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ;
II вырăн – Константин Петров, I курс, ППУ пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ;
III вырăн – Кристина Никифорова, II курс, ППУ пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ; Анфиса Салихова, III курс, ППУ пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: