Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
9 Мартӑн 2022, 11:30

«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем

Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 3-мĕшĕччен «Урал сасси» хаçатăн Вконтакте социаллă сетĕнчи страницинче «Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ.

«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем
«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем

Асăннă конкурса чи çепĕç çурхи уява, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, халалласа ирттерме шут тытрăмăр. Тупăшăва хутшăнма кăмăл тăвакансенчен пурĕ 39 заявка килчĕ. Вĕсем Авăркас, Куюргазă, Ермеккей, Пишпÿлек, Федоровка, Мияки, Çтерлĕ районĕсенчен, Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Пелепей, Салават хулисенчен, Курганпа Эрĕнпур облаçĕсенчен, Чăваш Республикинчен çитрĕç.
Конкурса хутшăнакан пикесемпе хĕрарăмсем хушшинче тĕрĕ тĕрлекенсем, тĕрлĕ йышши япала çыхакансем, юр кĕлетке тата вĕтĕ шăрçаран чечексемпе йывăçсем, фетртан аппликацисем тăвакансем, пенополиэтиленран çеçке ăсталакансем, кĕнеке вулама юратакансем, юрлама-ташлама кăмăллакансем, улма-çырла типĕтсе пастила хатĕрлекенсем, тутлă апатсем пĕçерме юратакансем, йĕлтĕрпе туслисем, атлас лентасемпе ĕçлеме килĕштерекенсем, палас тĕртекенсем, хурт ĕрчетекенсем, хăмла пуçтарса сăра вĕретекенсем тата музей ĕçне кăмăллакансем пулчĕç.
Сăн ÿкерчĕсем çине пăхнăçемĕн чăваш хĕрарăмĕ пĕр минут та ĕçсĕр ларманнине, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнине, ырми-канми хăй çемйишĕн тăрăшнине, çав вăхăтрах чунне кантарма та вăхăт тупнине çирĕплетме пулать.
«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ. Пĕрремĕш номинацинче 18-30 çулхи пикесем вăй виçрĕç. Асăннă номинацире виçĕ участник пулчĕ. Хĕрĕх тăхăр сасă пухса Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнчи Надежда Иванова мала тухрĕ. Çамрăк хĕр мĕн пĕчĕкренех кĕнеке вулама юратать. Вăл çакă асламăшĕн тивĕçĕ тесе шутлать. «Асанне мана час-часах юмахсем вуласа паратчĕ. Çакăншăн ăна тав тăватăп», – тет Надежда.
Ирина Филиппова 310 сасă пухса иккĕмĕш номинацинче (пурĕ 12 хутшăнакан), 31-45 çултисем хушшинче, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчен. Ирина тӗрлӗ сăн ÿкерчĕкĕсемпе чӑваш тӗррисене тӗрлеме питӗ килĕштерет. Çавӑн пекех хăйĕн пултарулӑхĕпе савӑнтарса сахал мар сăн ÿкерчĕксене, ал тутрисене тус-тăванĕсене парнелет.
Юлашки номинацинче, 46 çултан аслăраххисем хушшинче, 488 сасă пухса Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан Любовь Семенова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ал ĕçĕпе Любовь Егоровна мĕн ачаранах кăсăкланать. Уйрăмах чăваш хĕрарăмĕн пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсене килĕштерет. Вĕсене хăйĕн аллипе ăсталасси унăн тахçанхи ĕмĕчĕ пулнă. Анчах та нумай çул иртсен çеç вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултарнă. Каласа хăвармалла, Любовь Семенова пирки «Урал сасси» хаçатăн 5№ çырса кăларнăччĕ.
Çĕнтерÿçĕсене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Юратнă ĕçĕсене пăрахмасăр малалла аталанса пыма сунатпăр. Парнесене хулара пулнă май хаçат редакцине кĕрсе илме пултаратăр. Мĕнпур участник та электронлă дипломсене тивĕçĕ.
Татьяна ИВАНОВА.

«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем
«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем
«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем
«Хĕрарăм тата унăн чун киленĕвĕ» конкурс çĕнтерÿçисем
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: