Пур хыпар та
Конкурс
9 Мартӑн 2022, 11:28

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» ăстисене палăртнă

2022 çулхи февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн тутар тата чăваш филологи кафедри Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалласа «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсне ирттерчĕ.

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» ăстисене палăртнă
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» ăстисене палăртнă

ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ конкурса Авăркаспа Ермеккей, Кармаскалăпа Çтерлĕ, Миякипе Пишпÿлек, Чекмагушпа Пелепей, Федоровка районĕсенчен тата Пелепейпе Çтерлĕ хулисенчен 52 вĕренекен хутшăнчĕ.
Вĕренекенсем паллă поэтăмăрăн П. Хусанкайăн сăввисене тĕлĕнмелле илемлĕ тата палăртуллă вуласа пачĕç. Жюри членĕсем вулавçăсен актер пултарулăхне, наци костюмĕ тăхăннине, сăвва тивĕçлĕ интонаципе, сасса улăштарса, темăна килĕшÿллĕ тата йăнăшсăр вуланине шута илчěç. Жюри членĕсем хушшинче тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсем Н.С. Карпова, Л.А. Афанасьева, чăваш уйрăмĕн 4-мĕш курс студентки К. Григорьева, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Г.В. Тимофеев (Челпир) сăвăç, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн членĕ Г.Н. Данилов сăвăç, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки Е.Х. Федорова, «Тавах» тата «Савни» ансамбльсен ертÿçи О.А. Иванова, ЧНКА председателĕ О.П. Федорова пулчĕç. Конкурса пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче вĕренекен Анфиса Салиховăпа Анастасия Федорова 3-мĕш курс студенткисем ертсе пычĕç. 1-мĕш курс студенчĕ Константин Петров чăваш юррисене юрласа конкурсантсене савăнтарчĕ.
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пурте ППУн Çтерлĕ филиалĕн дипломĕсене тивĕçрĕç. 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç: Алексей Ефимов (3 кл., Меселпуç шкулĕ, вĕрентекенě – А.И. Ефимова), Полина Шуркова (7 кл., Мияки районĕ, Кекен шкулĕ, Л.Е. Иванова), Александр Шурков (7 класс, Мияки районĕ, Кекен шкулĕ, Л.Е. Иванова), Екатерина Ефремова (9 кл., Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ, И.Н. Сунагатулина), Маркел Гордеев (9 кл., Пелепей районĕ, Ярмулай шкулĕ, Т.А. Алексеева), Константин Петров (I курс, ППУ Çтерлĕ филиалĕ, Л.В. Коротаева).
2-мĕш вырăна тухрĕç: Рената Иванова (8 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Т.Н. Козлова), Арина Захарова (7 кл., 1№ Пишпÿлек шкулĕ, М.И. Захарова), Татьяна Виноградова (8 кл., Авăркас районĕ, Мăйлăпукан шкулĕ, И.Р. Виноградова), Анастасия Ефимова (9 кл., Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ, А.И. Ефимова), Ольга Никитина (11 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Анфиса Салихова, (III курс, ППУ Çтерлĕ филиалĕ, Л.В. Коротаева), Анастасия Федорова (III курс, ППУ Çтерлĕ филиалĕ, Л.В. Коротаева).
3-мĕш вырăна çак вĕренекенсем тухрĕç: Максим Ларионов (8 кл., Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка шкулĕ, Л.В. Исаева), Полина Петрова (8 кл., Пишпÿлек районĕ, Михайловка шкулĕ, Е.В. Урьялова), Анастасия Анисимова (8 кл., Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, М.Р. Павлова), Диана Кириллова (8 кл., Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, М.Р. Павлова), Татьяна Павлова (8 кл., Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, М.Р. Павлова), Анастасия Никитина (7 кл., Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова), Наталия Вальщикова (9 кл., Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Динар Гаряев (9 кл., Пелепей хули, Чăваш гимназийĕ, П.Г. Кирилова), Глеб Воронцов (11 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Л.Н. Павлова), Татьяна Борисова (9 кл., Пелепей районĕ, Метевпуç шкулĕ, И.В. Борисова), Виктория Иванова (10 кл., Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ, Н.Н. Васильева), Карина Буртова (III курс, Пелепейри гуманитарипе техника колледжĕ, Р.М. Николаева).
«Тăван чĕлхене юратнăшăн» номинацире çак ачасем палăрчĕç: Арина Ефимова (6 кл., Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ, А.И. Ефимова), Яна Петрова (7 кл., Ермеккей районĕ, Суккул шкулĕ, С.А. Иванова), Анастасия Григорьева (7 кл., Ермеккей районĕ, Суккул шкулĕ, С.А. Иванова), Анастасия Леонтьева (8 кл., Авăркас районĕ, В.В. Николаев ячĕллĕ Чăваш Хурамал шкулĕ, С.В. Никитина), Анастасия Сидорова (8 кл., Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова), Константин Петров (9 кл., Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Анна Потапова (9 кл., Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ, И.Н. Сунагатулина), Максим Лаврентьев (9 кл., Ермеккей районĕ, Суккул шкулĕ, С.А. Иванова), Снежанна Ведерникова (10 кл., Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ, И.Н. Сунагатулина).
«Актер ăсталăхĕпе хĕрÿ кăмăлшăн» номинацире çак ачасем палăрчĕç: Анастасия Никитина (7 кл., Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова), Светлана Дурасова (8 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов).
Сăвă техĕмне туякан сене ЧНКА председателĕ О.П. Федорова, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Р.Х. Илишева, тутар тата чăваш филологи кафедрин пуçлăхĕ И.С. Мансуров, Марина Яковлева сăвăç саламларĕç. Конкурса учительсем, шкул директорĕсем хастар хутшăнчĕç.
Чи лайăх сăвă вулакансене Геннадий Челпир сăвăç шуратăлçăсен кĕнекисене кăмăлтан парнелерĕ.
Жюри членěсем кăçалхи вулав конкурсне пысăк хак пачěç.
Геннадий Тимофеев (Челпир): Тăван чĕлхепе сăвă калакансен конкурсĕ «Янăравлă чĕрĕ сăмах» ятпа янăрать. Конкурс онлайн майпа иртрĕ пулин те, ачасем хастар пулнине палăртас килет. Кăçал ачасем виççĕн пĕрлешсе, рольсене хăйсен хушшинче уйăрса каланă сăвă çĕнĕлĕх те пулчĕ. Пире, ачасен пултарулăхне хаклакансене, çак çĕнĕлĕх кăшт йывăрлăх кÿчĕ пулсан та, эпир уншăн хĕпĕртерĕмĕр кăна – ачасемпе вĕрентекен тăрăшни курăмлă палăрчĕ. Конкурса хутшăнакансем вара аслă классенче вĕренекенсем çеç мар, 3-мĕш класран та, 6-мĕш класран та пулчĕç. Ман шутпа, çак конкурса, тăван чĕлхепе вĕрентÿ сехечĕсем сахал пулин те, малтан пĕтĕм шкул шайĕнче те ирттерес пулать. Чăваш чĕлхи кунне халалласан тем пекехчĕ! Регион шайĕнче П. Хусанкай сăввисемпе иртрĕ пулсан, шкулсенче ачасемпе вĕрентекенсем хăйсем кирек хăш автора та суйласа илме пултараççĕ. Ачасене çак конкурс-ăмăртăва тата та хастартарах хутшăнма сунас килет. Кăмăл кăна пултăр – пĕтĕмпех пулать, пĕтĕмпех тăвăнать!
Наталия Карпова: Пире ачасем чăвашла лайăх калаçни, хăйсене артист пек тытма пĕлни, сăввăн шухăшне эмоципе те, сасăпа та, выляса та килĕшÿллě палăртни савăнтарчĕ. Анчах пуринчен те ытларах конкурсантсем пурте тенĕ пекех илемлĕ чăваш тумĕпе пулни кăмăла кайрĕ.
Хăш-пĕр вĕренекенсене техника çитменлĕхĕсем чăрмантарчĕç пулин те, пурте хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç.
Ольга Иванова: Конкурс питĕ тухăçлă иртрĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан, кăçал ачасем вăйлăрах хатĕрленни сисĕнчĕ. Çитес çул та çавăн пек тăрăшулăх кăтартасса шанса тăратпăр. Пурне теТăван чĕлхе кунĕ ячěпе ăшшăн саламлатпăр!
Тутар тата чăваш филологи кафедри илемлě вулав конкурсне хутшăнакансене тав сăмахĕ калать. «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлě вулав конкурсне хутшăннă вěренекенсене те, вěсене хатěрленме пулăшнă вěрентекенсене пысăк тав! Малалла та чăвашла иртекен конкурссене, олимпиадăсене, конференцисене хутшăнма тăрăшăр. Чăвашлăха аталантарса пырăр.
Лариса КОРОТАЕВА, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.
Çтерлĕ хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: