Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
22 Мартӑн 2022, 12:35

Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ

Март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пишпÿлек салинче «Шăпчăк сасси-2022» регионсем хушшинчи чăваш эстрада çамрăк юрăçисен конкурсĕ çÿллĕ шайра иртрĕ.

Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ

Çак кун «Шăпчăк сасси» 22 илемлĕ те янравлă саслă çамрăк «шăпчăка» пухрĕ. Вĕсем конкурс условийĕ тăрăх 14-35 çулхи яшсемпе хĕрсем пулчĕç. Географине пăхас пулсан çамрăк артистсем Çтерлĕпе Ĕпхÿ, Пелепей хулисенчен, Мелеуз, Федоровка, Шаран, Кармаскалă, Ермеккей, Пишпÿлек, Мияки, Давлекан районĕсенчен килсе çитнĕ. Çавăн пекех Тутарстан Республикипе Эрĕнпур облаçĕнчи çамрăк юрăçсем те ăмăртура тĕлĕнмелле паха пултарулăх кăтартрĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе дипломантсене сумлă жюри суйласа илчĕ. Унăн йышĕнче чăваш халăх артистки Людмила Семенова (председатель), Пишпÿлек район администрацин культура, çамрăксен политикин, спорт тата обществăлла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Елена Арефьева, «Кĕмĕл сасă-2015» Пĕтĕм чăвашсен эстрада юррин конкурсĕн лауреачĕ, «Шăпчăк сасси» конкурсăн дипломанчĕ, «Miss International Ufa» республикăри халăхсен илем тата талант конкурсĕн дипломанчĕ Екатерина Емельянова, Пушкăртстан тата Чăваш республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова пулчĕç. Вĕсем çамрăк юрăçсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен хак пачĕç: сасă янравлăхне, конкурсантсем хăйсене сцена çинче тыткаланине, юрă-кĕвĕ ăсталăхне чун-чĕре витĕр мĕнле кăларнине, çийĕсене мĕнле наци тумĕ тăхăннине (юрăпа костюм килĕшсе тăмалла) тата ытти те.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çак хĕрсемпе каччăсем «Шăпчăк сасси-2022» конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç:
Василиса Павлова (Тутарстан Республики) – виççĕмĕш степень лауреачĕ;
Александр Чернов (Пишпÿлек районĕ) – иккĕмĕш степень лауреачĕ;
Анжелика Еремеева (Тутарстан Республики) – пĕрремĕш степень лауреачĕ.
Гран-прие Çтерлĕ хулинчен килнĕ Кристина Суслова тивĕçрĕ. Хальхи вăхăтра пике Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнче «Сарпи» ансамблĕн солистки пулса ĕçлет.
– Тĕрĕссипе, эпĕ пушкăрт хĕрĕ, анчах та чăваш ансамблĕнче юрлатăп. Нумаях пулмасть «Сарпи» профессиллĕ ансамбле ĕçе вырнаçрăм. Малтанах çăмăл пулмарĕ, анчах та юрă-кĕвĕ тĕнчипе пурăнсан йывăрлăхсене çĕнтерме пулать. Хам пушкăрт пулнипе тата чăвашла юрлама пултарнăшăн эпĕ савăнатăп, мăнаçланатăп. Мана конкурса мĕнле йĕркелени килĕшрĕ, конкурсантсене кунта уçă кăмăлпа, тарават кĕтсе илеççĕ, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшĕсене Кристина Суслова.
– Пуçласа 2020 çулта çак конкурса хутшăннăччĕ. Кăçалхи пекех ун чухне те ăмăртăва хутшăннăшăн диплом илме тивĕçнĕччĕ. Анчах та кулянмастпăр, малалла аталанма тăрăшатпăр. Конкурс хĕрÿ кăмăла çĕклет, Пишпÿлеке килес туртăм ÿсет. Çамрăк юрăçсен таçта шалта хавхалану туйăмĕ вĕресе тăни палăрать. Конкурса йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет, пурте çÿллĕ шайра, – тесе хак пачĕ Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнчи клуб ĕçченĕ Светлана Артемьева.
– Конкурса Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ юрăçсем пухăнни питĕ те кăмăллă. Эпир хамăр пĕлекен чăваш юррисене илемлĕ юрланине итлесе килентĕмĕр. Шаран районĕнчен килнĕ конкурсантăн юрри килĕшрĕ. Уйрăмах Александр Чернов юрлани чĕрене пырса тиврĕ, вут хыптарчĕ, – шалти туйăмĕсене уçса пачĕ Пишпÿлек ялĕнчи Тамара Васильева куракан.
Карина ПАВЛОВА.
Пишпÿлек районĕ.

Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Кристина Суслова Гран-прие тивĕçрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: