Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
20 Апрелӗн 2022, 10:00

Кашни юрă кураканшăн кăмăллă та илемлĕ пултăр

Шаран районĕнчи Паскай (Базгиево) ялĕнчи Михаил Егоров ячĕллĕ шкул яланах хăйĕн пултаруллă та паллă çыннисемпе мăнаçланнă. Иртнĕ çулсенчи çитĕнÿсене тата йăласене шута илсе паянхисем çинчен мăнаçлăн калаçатпăр. Мĕншĕн тесен пултаруллă ентешĕмĕрсемпе тăван кĕтес те чапа тухать.

Кашни юрă кураканшăн кăмăллă та илемлĕ пултăр
Кашни юрă кураканшăн кăмăллă та илемлĕ пултăр

Çак çул Паскай шкулĕн вокалисчĕсемшĕн питĕ тухăçлă пулчĕ. Уйрăмах çуркунне асра тăрса юлĕ. Шăпах вăл пире лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ. «Хаваслă нотăсем» («Веселые нотки») конкурс суйлав турне ăнăçлă иртнĕ чи пултаруллă вокалистсене хăй тавра пухма пултарчĕ. Асăннă мероприятие Шаран салинчи Ача-пăча пултарулăхĕн тата спорт центрĕ йĕркелерĕ. Парнесене вара Паскай шкулĕн выпускникĕсем укçа-тенкĕ енчен пулăшу панипе туянтăмар.
Паскай шкулĕнче иртекен вокал ÿнерĕн праçникне курма зал лăк тулли пухăнчĕ. Конкурсантсене хавхалантарма вĕсен педагогĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, асламăш-кукамăшĕсем тата вĕренекенсем килсе çитрĕç. Ачасем мероприятие ăмăрту евĕр йĕркеленине пăхмасăр пĕр-пĕрне пулăшрĕç, алă çупса кĕтсе илчĕç.
Саккăрмĕш класра вĕренекен Алена Афанасьева, паскайсен юратăвне çĕнсе илнĕскер, лайăх кăтарту тума хăйне сăмах пачĕ. Вăл час-часах репетицисене çÿрерĕ. Хĕр сăмах панине пурнăçларĕ – I степень лауреачĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Александра Романовапа (3 кл.), Венера Ахметшина (5 кл.) тивĕçрĕç. Виктория Грищукова (3 кл.), виççĕмĕш класри трио ушкăн (Булат Петров, Ильназ Хамидуллин, Рамазан Ахметзянов) тата улттăмĕш класри арçын ачасен ушкăнĕ (Игорь Петров, Ильнар Сидоров, Никита Барладян) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. «Хаваслă нотăсем» конкурса хутшăнакансене пурне те Хисеп хучĕсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
Сăмах май каласан, конкурс условийĕсем çăмăл пулмарĕç. Хĕр ачасен репертуарĕ тăван чĕлхепе янăракан юрăсенчен тăмаллаччĕ. Унсăр пуçне конкурсантсем те чылайăн пулчĕç. Çапах та Паскай шкулĕн вĕренекенĕсем хумханнине пăхмасăр жюри членĕсене хăйсен енне çавăрма пултарчĕç.
Сцена çинче илемлĕ юрланисĕр пуçне куракансене тыткăнлама та пĕлмелле. Залра ларакансем юрлакансен кăмăл-туйăмне туйса илмелле. Çавăнпа эпир кашни юрра тĕплĕн суйласа илетпĕр, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен калаçатпăр. Çавăн пекех ăна сцена çинче мĕнле юрламаллине, çав вăхăтра хамăра мĕнле тытмаллине сÿтсе яватпăр. Юрланă юрă кураканшăн кăмăллă та илемлĕ пултăр тесе чунтан тăрăшатпăр. Пире малашне те çĕнĕ çĕнтерÿсем кĕтессе шанатпăр. Мĕншĕн тесен кирек кама та çитĕнÿсем çеç малалла утма хавхалантараççĕ.
Светлана ИВАНОВА,
Шаранти Ача-пăча пултарулăх тата спорт центрĕн вокал педагогĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: