Выставкăра, уявăн официаллă пайĕнче, Сихунри çемьесем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Сăмахран, Сольевсем курава сĕт продукцийĕ тăратнă, Стефановсем – пахча çимĕçсемпе чечексен калчисене, Степановсем – пир тĕртмелли станок тата чăваш наци тумĕ, Андреевсем – тимĕртен тунă япаласем...
Пурнăç çине
урă куçпа пăхни
Михаил Фролов – вырăнти пуçаруллă çынсенчен пĕри, ял старости. Вăл Наталья Николаевна мăшăрĕпе хăнасене кăшт тăварланă хăярпа хăналанă. Çак çимĕçе вĕсем хăйсен теплицинче çитĕнтернĕ. Мăшăр фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Вĕсем 120 гектар çĕр çинче тĕш тырă культурисене, хăярпа помидор çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне Фроловсем хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Çемье пуçĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем сиплĕ пыла сутмаççĕ, хăйсем валли çеç туса илеççĕ.
– «Урă ял» конкурс яла аталантармалли çĕнĕ утăм пулса тăчĕ. Кунта çĕнтересси пирки сăмах пымасть. Çынсем «ура çине çĕкленчĕç», пĕр тĕвве пухăнчĕç – пĕр-пĕринпе хутшăнма, туслашма тытăнчĕç. Халĕ урамсене тирпей-илем кĕртрĕмĕр, кÿлĕсене тасатрăмăр, йывăçсем лартатпăр, – Михаил Михайлович çакăн йышши конкурссене мĕнпур ял-саласенче те ирттермеллине палăртнă.
– Урă пурнăç лавккасенче эрех-сăра сутманнине кăна мар, çынсем ĕçменнине пĕлтерет. Чи пĕлтерĕшли – пурнăç çине урă куçпа тата шухăшсемпе пăхни. Çакăн пек çынсем хăйсен тата ыттисен ĕçне хаклама пĕлеççĕ. Сихун ялĕн çыннисем шăпах çакăн пек пулнипе мухтанма пултараççĕ, – пухăннисене умĕнче сăмах каланă район пуçлăхĕ Альфир Сабиров.
– Кармаскалă районĕ кирек хăçан та хăйĕн ĕçчен те паттăр çыннисемпе мăнаçланнă. Сихун ялĕ – нумай нациллĕ ял. Хăвăр йăла-йĕркĕрсене сыхлăр, мĕнпур майсене пурнăçа кĕртĕр, çĕнтерĕр, – тенĕ Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн представителĕ Мансур Ахунов.
Кабаково ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Руслан Аюпов ял çыннисене асăннă конкурса хутшăннăшăн тав тунă.
– Сывлăхлă пурнăç йĕркине явăçтарасси ача садĕнчен пуçланать, шкулта та çакна тĕпе хураççĕ. Сихун ялĕнче çак ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Ачасем ĕçлеме пĕлеççĕ, аслисене пулăшаççĕ. Çакăн пек çамрăксемпе малашлăх çутă пулмалла, – палăртнă Руслан Фанисович
Историпе пуян ял
Сихун ялĕ 1791 çулта никĕсленме пултарнă. Пушкăртсен çĕрĕсем çинче чăвашсем тымар янă. Чăн малтан ял Алмантаево ятпа çÿренĕ. 1865 çулта кунта 84 çурт пулнă. 1906 çулта ялта чиркÿ, чиркÿпе прихут шкулĕ, тăватă бакалея, çăкăр лавкки уçăлнă.
– Çулсем иртеççĕ, ял сăн-пичĕ улшăнать. Халăх кăмăлĕ çеç малтанхи пекех юлать, – çапла хăй сăмахне пуçланă вĕрентÿ ветеранĕ Надежда Макеева. – Эпĕ астăвасса 78 çул хушшинче ялта виçĕ мăшăр çеç уйрăлчĕ. Пирĕн ялти пĕр ватă та ваттисен, пĕр ача та ача çурчĕсене лекмен, ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă çемьесем те çук. Ял ĕç династийĕсемпе чапа тухнă: Дмитриев тухтăрсен ĕç стажĕ 338 çулпа танлашать, Павлов вĕрентекенсен – 251 çул. Фролов механизаторсен тата Васильев хурт-хăмăрçăсен династийĕсем те паллă.
Уявăн тĕп капăрлăхĕ пысăк концерт пулса тăнă. Ял çыннисем куракансене «Вăрман ташши» чăваш, «Курай чечекĕ» пушкăрт, «За рекой, за речкой» вырăс ташшисем ташласа савăнтарнă. Салават Зайнуллин «Эх атмагачлары», Екатерина Алексеева «Пилеш кайăксем» юрăсем парнеленĕ. Ачасем сцена çине шкул вальсĕпе тата «Феллини» паянхи самана ташшипе тухнă. Районти чăваш фольклор ансамблĕсем те хăнасене хăйсен юрри-ташшисемпе хавхалантарнă. Юлашкинчен «Çăлкуç» трио «Тăван ял пурăнать» композицие кăтартса панă.
Уява курма килнĕ çынсем артистсемпе пĕрле юрланă. Таврара вăрахчен алă çупнă сассем янранă.
– Ялăн тĕп пуянлăхĕ – унăн çыннисем. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, малашне те ырă кăмăллă та ĕçчен пулăр! – тесе чĕнсе каланă культура çурчĕн культорганизаторĕ Екатерина Алексеева.
Çав кунхине çынсем килĕсене тулли те савăк кăмăлпа, йăл кулăпа саланнă. Çакăн пек пысăк та илемлĕ уяв хыççăн никам та иккĕленмест – ватă Сихун ялĕ куç умĕнчех çамрăкланать.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ,
Сихун ялĕ.